2012 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин гуманитари ăслăлăхĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕ пулчĕ
Категория: Новости,
Дата: 17.05.2012, 15:57,
Просмотров: (1390)
2012 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин гуманитари ăслăлăхĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕ пулчĕ. Унта Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерствин, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, Чăваш патшалăх культурăпа ÿнерсен институчĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. |
XX ĔМĔРТИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ, 1900—1950 ÇУЛСЕМ: ЛИТЕРАТУРА ИСТОРИЙĔН ТĔПЧЕВĔСЕМ. ШУПАШКАР, 2012. 392 С.
Категория: Новые издания,
Дата: 17.05.2012, 11:38,
Просмотров: (1769)
XX ĔМĔРТИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ, 1900—1950 ÇУЛСЕМ: ЛИТЕРАТУРА ИСТОРИЙĔН ТĔПЧЕВĔСЕМ / ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ГУМАНИТАРИ ĂСЛĂЛĂХĔСЕН ИНСТИТУЧĔ; В.В. НИКИФОРОВА, В.П. СТАНЬЯЛ, А.Н. ТИМУКОВ, Ю.В. ЯКОВЛЕВ. - ШУПАШКАР, 2012. - 392 С.Кĕнекере XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи литература аталанăвне çĕнĕлле пăхса хакланă, саманапа сăмахлăхăн кăткăс çыхăнăвĕсене тишкернĕ. Чылай çыравçăн (Е. Еллиев, Г. Тал-Мăрса, С. Ялавин тата ыттисем), литература тĕпчевçин (Моис. Федоров, Д. Данилов) тăван литература историйĕнчи тÿпине тивĕçлипе палăртма тăрăшнă. Литература историйĕн тĕпчевĕсем ăсчахсемшĕн çеç мар, литературăпа кăсăкланакансемшĕн те, вĕрентекенсемпе аслă шкулта вĕренекенсемшĕн те усăллă пулĕç. |