Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Категория: Новости,
Дата: 25.04.2013, 09:17,
Просмотров: (1578)
Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп! Тăван чĕлхе вăл – хаксăр тупра, наци культурин никĕсĕ, ăс-хакăл эткерне сыхласа упрама тата ăна аталантарма пулăшакан хатĕр. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхи чи хакли шутланать. Паянхи уяв кунĕнче чăвашсен аслă çутта кăларакананĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет, вăл çапла палăртнă: «Анне чĕлхи – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ». Çирĕп сывлăх, ырă шанăç, пултаруллă ĕçре ăнăçусем, çурхи лайăх кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев |