Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть…» çавра сĕтел иртрĕ
Категория: Мероприятия,
Дата: 19.02.2014, 18:23,
Просмотров: (1330)
 Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки тата "Хавал" чăваш халăх пĕрлешĕвĕ 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть…» ятпа Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă çавра сĕтел ирттерчĕç. Кун йĕркинче Раççейри çĕнĕ Вĕренÿ законĕпе çыхăннă тăван чĕлхене (чăваш чĕлхине, Раççейри ытти вырăс мар халăхсен чĕлхисене) вĕрентес ĕçри йывăрлăхсем, çивĕч ыйтусем, хулапа ял шкулĕнчи чăваш челхине вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем, тăван чĕлхемĕре тĕпчес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă хастар чăваш ачисене (Матвеев Тимофей Матвеевич (25.01.1884-10.03.1939) çуралнăранпа 130 çул, Федотов Михаил Романович (20.01.1919-13.01.2003) çуралнăранпа 95 çул, Егоров Николай Иванович (20.02.1949) çуралнăранпа 65 çул) халалланă пĕлтерÿсем, орфографи ыйтăвĕ тавра çĕкленнĕ шăв-шав сăлтавĕсем, тĕллевĕсем тата ăна пула вĕренÿ ĕçĕнче сиксе тухакан йывăрлăхсем пирки çивĕч калаçу пулчĕ. |