Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир?
Категория: Мероприятия,
Дата: 24.04.2014, 13:32,
Просмотров: (1400)
Ăслăлăх чулне кăшлама хатĕр-и эсир? Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен филологи енĕн ăстаçисем — чĕлхеçĕсемпе сăмахçăсем — И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри чăваш уйрăмĕн 1-мĕш курс студенчĕсене ĕçлĕ тĕлпулăва йыхравларĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă тĕлпулăвăн тĕллевĕ — студентсем хушшинче ăслăлăх туртăмлĕ çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене тĕпчев ĕçне явăçтарасси тата ăсчах пулма хăнăхтарасси. Институт ĕçченĕсем пултаруллă яш-кĕрĕме Ăслăлăх канашĕн пÿлĕмĕнче йышăнчĕç. Кунтах чĕлхеçĕсемпе сăмахçăсен юлашки 3 çулта тухнă кĕнекисемпе кăларăмсен ятарлă куравĕпе паллашма май пулчĕ. Студентсем 50 томпа кăларма палăртнă сăмахлăх пуххин çĕнĕ кăларăмĕсемпе, 7 томлă ăнлантару словарĕн 2 кĕнекипе, 2 томлă вырăсла-чăвашла словарьпе тата ытти ăслăлăх ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç. |