ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ. ЧĔЛХЕ СĂМАХĔСЕМ. ВĔРŸ-СУРУ ЧĔЛХИ. ПĔРРЕМĔШ КĔНЕКЕ. ШУПАШКАР: ЧĂВАШ КĔНЕКЕ ИЗД-ВИ, 2014. 383 C.
Категория: Новые издания,
Дата: 8.09.2014, 17:38,
Просмотров: (1309)
 ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ. ЧĔЛХЕ СĂМАХĔСЕМ. ВĔРŸ-СУРУ ЧĔЛХИ. ПĔРРЕМĔШ КĔНЕКЕ. ШУПАШКАР: ЧĂВАШ КĔНЕКЕ ИЗД-ВИ, 2014. 383 C. «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмри «Чĕлхе сăмахĕсем. Вĕрÿ-суру чĕлхи» томăн пĕрремĕш кĕнекине чăваш халăхĕн ăрăмлă сăмахлăх тĕсĕсене — чир-чĕртен сыватассипе çыхăннă вĕрÿ-суру чĕлхисене кĕртнĕ. Асăннă сăмахсене чăваш çĕр çинчи тата аялти тĕнчери ыр-хăватсемпе усал-тĕселсенчен çынна сыватас е чирлеттерес-хăртас, усал вăйсене хăваласа ярас тĕллевпе каланă. Вĕсем — халăхăн чи авалхи фольклор жанрĕсем. Кĕнеке чăваш халăхĕн ăс-хакăл культурипе, йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе кăсăкланакансемшĕн усăллă пуласса шанатпăр. |
ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ. ĔÇПЕ ЙĂЛА ЮРРИСЕМ. ШУПАШКАР: ЧĂВАШ КĔНЕКЕ ИЗД-ВИ, 2013. 541 С.
Категория: Новые издания,
Дата: 8.09.2014, 11:43,
Просмотров: (1459)
 ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔ. ĔÇПЕ ЙĂЛА ЮРРИСЕМ. ШУПАШКАР: ЧĂВАШ КĔНЕКЕ ИЗД-ВИ, 2013. 541 С.
Кĕнекене ĕç, халăхри сийсен тата çулленхи йăла-йĕрке юррисене кĕртнĕ. Вĕсене тĕрлĕ çĕрте йышлăн пурăнакан чăвашсенчен çырса илнĕ. Текстсенчен чылайăшĕ малтанхи хут пичетленет. Хăш-пĕр юрăсен тĕрлĕ варианчĕсем вĕсем ăçта-ăçта сарăлнине, епле улшăнса пынине кăтартаççĕ. Ум сăмах, йăла очеркĕсем, библиографипе ăнлантарусем юрăсен пурнăçри вырăнне, пуянлăхĕпе илемне лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ. |