Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн 2014 çулхи 2-мĕш ларăвĕ иртрĕ
Категория: Новости,
Дата: 1.12.2014, 10:03,
Просмотров: (901)
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн 2014 çулхи 2-мĕш ларăвĕн КУН ЙĔРКИ. Шупашкар хули раштав уйăхĕн 4-мĕшĕ Лару 15.00 сехетре пуçланать. 1. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен – Шупашкар хулин тата Патăрьел районĕн – администрацийĕсем Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни пирки (яваплисем – Исаев Ю.Н., Егорова А.С.). 2. Географи объекчĕсен ячĕсене тата çул-йĕр кăтартмăшĕсене «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккун хушнă пек икĕ чĕлхепе çырассине йĕркелесси пирки (яваплисем – Исаев Ю.Н., Краснов П.С.). 3. Чăваш чĕлхин орфографийĕпе çыхăннă ыйтусене татса парасси пирки (яваплисем – Кузнецов А.В., Виноградов Ю.М.). 4. Чăваш халăх сайтне йĕркеленĕренпе 10 çул çитнине халалласа «Интернетри чăваш чĕлхи» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ ирттересси пирки (яваплисем – Дегтярёв Г.А., Плотников Н.А.). 5. Тĕрлĕрен.
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн ертÿçи Ю.Н. Исаев |