Сементер Ю.С. СӐВӐСЕМ. Çырнисен пуххи. Пĕрремĕш том. Шупашкар: «Çĕнĕ Вăхăт», 2015. 452 с.
Категория: Новые издания,
Дата: 30.12.2015, 16:54,
Просмотров: (988)
СЕМЕНТЕР Ю.С. СӐВӐСЕМ. ÇЫРНИСЕН ПУХХИ. ПĔРРЕМĔШ ТОМ. - ШУПАШКАР: «ÇĔНĔ ВĂХĂТ», 2015. - 452 C.
Çырнисен пуххин пĕрремĕш томне Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн суйласа илнĕ сăввисем кĕнĕ. Вĕсене хронологи йĕркипе вырнаçтарса пынă. |
Республика Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Çĕнĕ çулпа саламлани
Категория: Новости,
Дата: 30.12.2015, 15:01,
Просмотров: (922)
Хаклӑ ентешсем! Сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе хĕрӳллĕн саламлатӑп! Чӑваш Енре 2016 ҫул - Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ. Малашне те пӗрле пархатарлă ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тăвасса эпӗ ҫирӗп шанатӑп! Пирӗн вӑй - пӗрлӗхре! Ҫутă ӗмӗтсем пурнăҫланса пыччăр, палăртса хуни - тӳрре тухтăр! Ҫӗнӗ, 2016-мӗш ҫул ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники! От всей души поздравляю вас с Новым 2016 годом и светлым праздником Рождества Христова! 2016 год объявлен в Чувашии Годом человека труда. Наша задача — напомнить всем и прежде всего подрастающему поколению, что успеха и признания можно добиться только честным трудом! Желаю всем в Новом году успехов, крепкого здоровья и личного счастья! С праздником вас! С Новым, 2016 годом!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Новым годом и Рождеством Христовым |
Директор Çĕнĕ çулпа саламлани
Категория: Новости,
Дата: 30.12.2015, 14:46,
Просмотров: (1052)
Туссем!!! Ĕçтешĕмсем!!! Тăванăмăрсем!!! Телейлĕ самантсем килессе кĕтнĕ самантпа усă курса, Çĕнĕ çул пурне те çĕнĕ шанăç парнелетĕрччĕ тетĕп! Вăл вара хамăрăн малашлăх туртăмне тĕвĕлентерсе капашлантарсах пыма тивĕç. Эппин, кулленхи ĕç-хĕлре, кашни пуçарура çирĕппĕн уттаракан вăй-хăват çуралса пырасси пирки пĕртте иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен хамăртан мĕн килнине пурнăçлама майсем çителĕклех. ҪĔННИ вара ялан Ырăлăхпа, Хăватлăхпа, Пуçарулăхпа, Ÿсĕмлĕхпе, Тăнăçлăхпа кăна уттартăрччĕ пире. Кашни çемьенех вăл сывлăх, юрату тата килĕшÿ кÿтĕрччĕ!
Институт директорĕ Ю.Н. Исаев |