ЧПГĂИ директорне Ю.Н. Исаева филологи ăслăлăхĕсен докторĕн дипломне пама йышăннă
Категория: Новости,
Дата: 12.08.2016, 15:29,
Просмотров: (810)
Раççей вĕрентÿпе ăслăлăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорне Ю.Н. Исаева филологи ăслăлăхĕсен докторĕн дипломне пама йышăннă. Хÿтĕлев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн диссертаци канашĕнче 2016 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче иртнĕ. Ĕçтешĕмĕре чунтан саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ сунатпăр! |
Н.Г. Григорьев профессора "Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ята тивĕçнипе саламлатпăр!
Категория: Новости,
Дата: 12.08.2016, 11:19,
Просмотров: (884)
Н.Г. Григорьев профессор Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе тачă çыхăну тытать. Вăл çырса хатĕрленĕ сахал мар кĕнеке институт ĕçченĕсем тăрăшнипе кун çути курнă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне, пирĕн тусăмăра "Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ята тивĕçнипе саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунатпăр!
Çак паллă пулăм пирки илсе паракан статьяра тĕплĕнрех паллашма пултаратăр: Багадерова В. А. Леонтьевпа Н. Григорьев - хулан Хисеплĕ гражданинĕсем // Хыпар. 2016. Çурла, 12. №№ 126-127. С. 6. |