Чăваш Республикин Наци библиотекинче Петĕр Хусанкайăн çавра çулне халалланă «Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел иртрĕ
Категория: Новости,
Дата: 26.01.2017, 17:42,
Просмотров: (722)
Кăрлачăн 22-мӗшӗнче чăваш халăх поэчӗ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа чăваш тĕнчинче тĕрлĕ тĕл пулусемпе куравсем, литература каçĕсемпе çавра сĕтелсем иртеççĕ. Поэт çуралнă кун тăван тăрăхĕнче, Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялĕнче пысăк уяв иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри çыравçăсемпе общество ӗçченӗсем хутшăннă. Çавăн пекех кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Петĕр Хусанкайăн çавра çулне халалланă «Манăн çăлтăр тÿпере…» çавра сĕтел иртрĕ. Поэтăмăра аса илме, унăн пултарулăхне хак пама пĕр сĕтел хушшинче паллă чăваш тĕпчевçисем, çыравçисем, культура ĕçченĕсем, тăван литературăпа интересленекенсем пухăнчĕç. Калаçăва институтăн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн ĕçтешĕсем те хутшăнчĕç.
Сăн ÿкерчĕксене çакăнтан илнĕ: Фотогалерея - 25.01. Круглый стол «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере…» (Пусть горит моя звезда) посвящённый 110-летию со дня рождения народного поэта Чувашской АССР Педера Хузангая |