П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттерекен «Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ» пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ
Категория: Мероприятия,
Дата: 9.03.2017, 16:03,
Просмотров: (712)
Федерацин аслă пĕлÿ паракан патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн» историпе филологи факультечĕ, Федерацин аслă пĕлÿ паракан патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ», «Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ» ăслăлăх бюджет учрежденийĕ, «Чăваш Республикин Наци библиотеки» бюджет учрежденийĕ тата Чăваш Республикинчи профессионаллă писательсен Союзĕ Сире чăваш халăх поэчĕ (1950), Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ (1967), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомол премийĕн лауреачĕ (1969), СССР писателĕсен Союзĕн членĕ (1934) П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа ирттерекен «Петĕр Хусанкайăн пултарулăх эткерĕ» пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнма йыхравлаççĕ. Конференци 2017 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче педагогика университечĕн тĕп корпусĕнчи ăслăлăх канашĕн залĕнче 10.00 сехетре пуçланать.nasledie-huzangaya.pdf [1.01 Mb] (cкачиваний: 44) |