Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Май 2020    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Новости » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Раççей ăслăлăх кунĕпе саламлани
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Раççей ăслăлăх кунĕпе саламлани
Категория: Новости, Дата: 8.02.2013, 12:17, Просмотров: (979)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Раççей ăслăлăх кунĕпе саламлани

Чӑваш Республикин наукӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп! Ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсем тата открытийӗсем кирек хӑш саманара та прогреса хӑват кӳрсе тӑракан вӑй, экономика ӳсӗмне тата патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетмелли никӗс шутӗнче пулнӑ.
Чӑваш Ен наукӑпа техникӑн тата инновацин самаях пысӑк вӑй-хӑвачӗпе усӑ курать. Республикӑра ӑслӑлӑхӑн малта пыракан пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма, хальхи технологисене производствӑна тата управлени тытӑмне кӗртме ӑнӑҫлӑ майсем йӗркеленеҫҫӗ. Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ-хӗлӗ валли тата ӑслӑлӑх проекчӗсене пурнӑҫлама бюджет укҫи-тенкине ятлӑ-сумлӑ экспертсен хаклавне тӗпе хурса кашни ҫулах конкурс мелӗпе уйӑрса параҫҫӗ.
Ҫамрӑксене ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫ-хӗлне явӑҫтарма, вӗренӗве тата наукӑпа производствӑна пӗрлештерес тӗллевпе «Excelsior» конференци-фестиваль, «Чӑваш Республикин чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗ» конкурс, «ҪНТП – Чӑваш Ен» ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑхӗн республикӑри фестивалӗ евӗр тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ.
2012 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри 62 ҫын «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗ шайӗнче «Пултаруллӑ яш-кӗрӗм» ҫул-йӗр енӗпе талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарма паракан преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Патшалӑхӑн тӗллевлӗ политикине пула Чӑваш Ен хӑйӗн наукӑпа техника вӑй-хӑватне упраса хӑварса малалла ӳстерсе пырасса, инноваци производствин аталанӑвне тивӗҫтерессе, наука кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑм ӗҫне лайӑхлатасса, ҫакӑ пурте юлашкинчен пирӗн республикӑн тӗнчери конкурентлӑхне вӑйлатма пулӑшать, ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн кашни ӗҫченнех ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу, ҫутӑ шухӑшсемпе пысӑк ҫитӗнӳсем, ырлӑхпа телей сунатӑп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
М.Игнатьев


Уважаемые деятели науки Чувашской Республики!

Поздравляю вас с профессиональным праздником! Во все времена научные достижения и открытия являлись движущей силой прогресса, основой для экономического роста и укрепления государственной безопасности.
Чувашия обладает значительным научно-техническим и инновационным потенциалом. В республике формируется благоприятная среда для применения на практике передовых научных знаний, внедрения современных технологий в производство и управление. Ежегодно через конкурсные механизмы на основе оценок авторитетных экспертов направляются бюджетные средства на финансирование научно-исследовательской деятельности и реализацию научных проектов.
Для привлечения молодежи к научной и исследовательской деятельности, с целью интеграции образования, науки и производства проводятся различные мероприятия, такие как конференция-фестиваль «Excelsior», «Лучший молодой ученый Чувашской Республики», республиканский фестиваль научно-технического творчества молодежи «НТТМ – Чувашия».
По итогам 2012 года 62 представителя Чувашии стали лауреатами премии для поддержки талантливой молодежи в рамках приоритетного национального проекта «Образование» по направлению «Талантливая молодежь».
Уверен, что благодаря целенаправленной государственной политике Чувашия сохранит и приумножит свой научно-технический потенциал, обеспечит развитие инновационного производства, усовершенствует систему подготовки научных кадров, что в итоге приведет к повышению конкурентоспособности нашей республики на мировой арене.
Желаю всем представителям научного сообщества крепкого здоровья и успехов в творчестве, ярких идей и высоких достижений, счастья и благополучия!

Глава Чувашской Республики
М.Игнатьев
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна