Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Май 2020    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Мероприятия » 2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 20.02.2013, 14:21, Просмотров: (1666)
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ăслăлăх канашĕн залĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхин хальхи тăрăмĕпе пуласлăхне, тĕнчери тĕрĕк чĕлхисен аталанăвне халалланă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвне дирекци ĕçченĕсем, Институтри словарьсен, ярăмлă кăларăмсен тата электронлă энциклопеди, истори, этнологипе социологи пайĕсен ĕçтешĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Шупашкарти электромеханика колледжĕн ĕçченĕсем, Чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата Chuvash.org сайт администраторĕ хутшăнчĕç. Тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханакан çирĕме яхăн пухăннă çын Республикăпа ун тулашĕнче чăваш чĕлхипе культурине Çĕр пичĕ çинчен çухалас хăрушлăх патне илсе пыракан пулăмсем пирки кулянса та пăшăрханса калаçрĕç.
Тухса калаçакансем виççĕн пулчĕç:
1. Валентина Григорьевна Харитонова, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, институтăн истори пайĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи мĕнле тăрăмра пулни, мĕнле улшăнусем пулса иртни, ламран лама куçнипе куçманни, вĕсен сăлтавĕсем пирки тухса калаçрĕ.
2. Эктор Алос и Фонт, институтăн этнологипе социологи пайĕн ăслăлăх ĕçтешĕ. Чăваш Республикинчи 8 хулара ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлни пирки, килте ашшĕ-амăшĕпе тата аслашшĕ-асламăшпе, кукашшĕ-кукамăшпе мĕнле чĕлхепе калаçни пирки хыпарларĕ.
3. Николай Иванович Егоров, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ. Хальхи вăхăтра чăваш культурине, чĕлхине сыхласа хăварас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тăхтаса тăмасăр тумалли пирки, тĕнчере тĕрĕк чĕлхисем мĕнле аталанса пыни çинчен, чăваш чĕлхине тĕпчес, культурине аталантарас тĕлĕшпе Турципе Казахстанра мĕн-мĕн туни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Валентина Кузнецовăпа Алина Федорова юрăçсем хальхи вăхăтра чăваш эстради тата пĕтĕмĕшле ÿнерĕ, культури мĕнле йывăрлăха кĕрсе ÿкни пирки пăшăрханса калаçрĕç. Республикăри хуласенчен инçетре вырнаçнă пĕчĕк ялсенче те чăвашла калаçма пăрахни пирки питĕ пăшăрханса каласа пачĕç.
Пуçтарăннă ăсчахсем, культурăпа ÿнера тата вĕренÿ ĕçĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Республика Пуçлăхĕн шайĕнче чăваш культурине, чĕлхине, йăли-йĕркисене сыхласа хăварса аталантармалли тĕплĕ программа тума вăхăт çитнĕ текен шухăш патне пырса тухрĕç. Программине ячĕшĕн анчах тумалла мар, кашни утăма тĕплĕн сăнласа, мĕнле тапхăрта мĕнле утăм тумаллине, мĕнле ĕç пурнăçламаллине кăтартса çырсан, çав программăна çирĕп пăхăнса пырсан анчах лару-тăру лайăхланассине кĕтме пулать тесе пĕтĕмлетрĕç ларăва хутшăнакансем. Хăйсен сĕнĕвне резолюци пек патшалăхăн власть органĕсем патне çитерсен лайăх пулмалла тесе вĕçлерĕç ларăвне чăваш халăхĕн хастар ывĕлĕсемпе хĕрĕсем.
Лару вăхăтĕнче Турцире тухнă чăваш чĕлхи, культури, сăмахлăхĕ çинчен çырнă кĕнекесемпе чăваш хайлавĕсен куçарăвĕсен куравĕ ĕçлерĕ.

2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ

Chuvash.org сайтра вуласа пĕлме пулать:
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа анлă лару иртрĕ
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна