ХАЛĂХРАН ТУХНĂ ĂСЧАХ
Чăвашсен паллă ăсчахĕ, халăх вĕрентĕвĕн хастар ĕçченĕ, истори наукисен докторĕ Василий Димитриевич Димитриев 1924 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿелĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ачаран ĕçре пиçĕхнĕ, аслисемпе тан суха тунă. Выçлăх та нушалантарнă ăна, чир-чĕр те аптăратнă. Василий Димитриев хăй каласа кăтартнă тăрăх - 1935 çулхи раштавра скарлатинăпа чирлесе аран вилĕмрен çăлăнса юлнă. 41 градус температурăпа выртаканскере ашшĕ пĕр хутлă йывăç çуртра вырнаçнă район больницин инфекци уйрăмне леçнĕ. Çуртăн хĕвел тухăç енче сивĕ морг пулнă, унăн пĕр алăкĕ инфекци уйрăмĕн коридорне тухнă. Арçын ача тăнне çухатсан ăна аялти кĕпе-йĕм вĕççĕнех морга илсе кайнă, çара сак çине вырттарнă. Сивĕре икĕ-виçĕ сехет пулса хайхискер тăна кĕнĕ, ура çине тăнă. Виçĕ хĕрарăм кĕтмен çĕртен «чĕрĕлсе тăнă арçын ачана» курсан хăраса ÿкнĕ, кăшкăрашма пуçланă. Ахăртнех, çакăн евĕр лару-тăрăва çĕнтерме пултарнă ачан организмĕ ĕмĕрлĕх çирĕпленнĕ. Ахальтен мар Василий Димитриевич яланах хастарччĕ, ĕçченччĕ, тимлĕччĕ, чăтăмлăччĕ.
Чурачăкри вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен Василий 1940 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Вăрçă пуçлансан отличник студент Чапаев поселокĕнчи оборона заводне çĕклеме тата Атăл тăрăх хÿтĕлев линийĕ тума хутшăннă. Пуçаруллă тата ĕçшĕн çунакан çамрăка 1942 çулхи çуркунне вузăн ВЛКСМ комитечĕн секретарьне суйланă.
1942 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи çурла уйăхĕччен салтак атти тăхăннă Василий Тăван çĕр-шыва тата Европăна ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче юн тăкнă. Челябинск облаçĕнче вăхăтлăх вырнаçнă Ростоври 1-мĕш артиллери училищине пĕтернĕ хыççăн Димитриев кĕçĕн лейтенанта 33-мĕш артиллери бригадин взвод командирне çирĕплетнĕ. Унăн йышĕнче вăл 1943 çулхи юпа - 1944 çулхи ака уйăхĕсенче 2-мĕш Украина фронтĕнче çапăçнă. Днепр урлă каçнă, Черкассы тата Кировоград хулисене ирĕке кăларнă, Корсунь-Шевченко операцине хутшăннă, уншăн ăна Тĕп командующи виçĕ хутчен тав тунă. 1944 çулхи çурла-юпа уйăхĕсенче взвод командирĕ Латвие тата Литвана ирĕке кăларма хутшăннă, нимĕç фашисчĕсен Курлянди ушкăнне хирĕç çапăçнă. Хаяр тытăçусенчен пĕринче, 1944 çулхи юпан 28-мĕшĕнче, Василий Димитриев йывăр аманнă. Сипленнĕ хыççăн каллех фронта таврăннă, Хĕвел тухăç Пруссие ирĕке кăларма, Кенигсберга штурмлама, фашист çарĕсен Землянди ушкăнне тĕп тума хутшăннă. Димитриев лейтенантăн взвочĕ тăшман техникине, салтакĕсене сахал мар пĕтернĕ. Фронтри паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе наградăланă, I степень Тăван çĕр-шыв вăрçи орденĕпе чысланă.
Вăрçăран демобилизаци йĕркипе таврăннă салтак 1946 çулхи авăн уйăхĕнче студент сакки çине ларнă, Чăваш патшалăх пединститучĕн истори факультечĕн 3 курсĕнче вĕренме пуçланă. Çарта çухатнă çулсене тавăрас тенĕн тăрăшса вĕреннĕ, библиотекăсенче кĕнеке-журнал тытса çĕрлеччен ларнă. Вĕреннĕ хушăрах пĕтĕмĕшле истори кафедрин лаборантĕнче ĕçленĕ. Ăслăлăх кружокне çÿренĕ. Унта çырса хатĕрленĕ «Революцичченхи Шупашкар историйĕ» ĕçне Пĕтĕм Раççейри студентсен ăслăлăх конференцийĕнче пысăк хак панă. Каярахпа ăна брошюра пек пичетлесе кăларнă. 1948 çулта В.Д.Димитриев хĕрлĕ дипломпа пединститут пĕтернĕ.
ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература тата истори ăслăлăх тĕпчев институчĕн /ЧНИИ/ директорĕ П.Г.Григорьев чĕннипе В.Д.Димитриев истори секторĕн кĕçĕн наука сотрудникĕн должноçне йышăннă. Вăл Мускав профессорĕ А.П.Смирнов ертсе пынă археологсемпе пĕрле Ылтăн Урта вăхăтĕнчи Аслă Таяпа хулашне чавса аваллăх тапхăрне шыракан экспедицие хутшăннă. «Ялав» журналта /1949/ çамрăк историкĕн статйи пичетленсе тухнă. Çак тапхăрти археологипе В.Ф.Каховский тĕллевлĕн тата çине тăрсах ĕçленине шута илсе В.Д.Димитриев Чăваш Енĕн вăтам ĕмĕрсенчи историне архив çăл куçĕсем тăрăх тарăннăн тĕпчеме шухăш тытнă.
Çав вăхăтра чăваш халăхĕн тата тăрăхĕн XVII-XIX ĕмĕрсенчи историне архив докуменчĕсем тăрăх никам та тишкермен. Н.В.Никольский çеç XVI-XVIII ĕмĕрсенчи христианизаци тата чăвашсен шкул вĕрентĕвĕн историне тĕпченĕ.
1951 çулта В.Д.Димитриев институт хушнипе «Чăваш Ен историйĕ» пĕрлехи ĕç валли «Чăваш Ен - XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче» темăпа ĕçлеме пуçланă. Историкĕн Мускав тата Ленинград, Хусан тата Шупашкар архивĕсенчи нумай материала пăхса тухма тивнĕ. Шырав ĕçне вăл М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетчĕ çумĕнчи феодализм тапхăрĕнчи СССР историйĕн кафедрин аспирантуринче вĕреннĕ çулсенче пуçĕпех кĕрсе кайнă. Кунта вăл Б.А.Рыбаков /кафедра заведующийĕ/, М.Н.Тихомиров, И.В.Степанов академиксен, Г.А.Новицкий, П.П.Епифанов /аспирантăн ăслăлăх ертÿçи/ профессорсен тата ытти паллă çынсен лекцийĕсене итленĕ. 1955 çулхи çу уйăхĕнче аспирант «Чăваш Енĕн XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ» ятпа хатĕрленĕ кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Официаллă оппонентсем, истори наукисен докторĕсем Г.А.Новицкий тата Н.И.Воробьев профессорсем, çамрăк чăваш ăсчахĕн тĕпчевне пысăк хак панă.
ЧНИИ директорĕн çумĕнче-ученăй секретарьте ĕçленĕ çулсенче /1955-1968/ В.Д.Димитриев пуçарнипех Чăваш Енре çеç мар, диаспорăра та археологи, этнографи, фольклор, диалектологи экспедицийĕсене çулсерен йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Тĕрлĕ ăслăлăх чиккинче ирттернĕ нумай енлĕ тĕпчевсем чăваш халăхĕн аталанăвĕнчи тĕрлĕ тапхăра туллин çутатакан материалсем пухма май панă.
Экспедицисене йĕркелесе ирттерме ЧНИИ коллективне Ăс-хакăл пурлăх культурин историйĕн, СССР НА Этнографи институчĕсем, СССР Патшалăх истори музейĕ, МПУ тата Ленинградри этнографи музейĕ нумай пулăшнă.
Институт директорĕн çумĕн тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ анлăлансах пынă. Ăсчах чăваш халăхĕ пулса кайнин ыйтăвĕсене çутатнă, унăн X-XV ĕмĕрсенчи историне, чăвашсем XVII ĕмĕрте урăх çĕре куçнин сăлтавĕсене, Вăтам Атăлçире XVI-XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче налук хунин историне тĕпченĕ, Чăваш Енĕн XVII ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа 1773-1775 çулсенчи Хресчен вăрçи таранчченхи тапхăрне тишкернĕ. Пултаруллă чăваш ăсчахне П.П.Епифанов, В.В.Мавродин, А.А.Зимин, Н.И. Павленко, С.М.Каштанов, А.А.Преображенский, И.Д.Кузнецов, В.Ф.Каховский, П.В.Денисов, Г.Н.Айплатов, С.Л.Пештич, И.А.Федосов, А.М.Сахаров паллă историксем витĕмлĕн пулăшнă. Чăваш историкĕн калемĕ «Чăваш Енĕн XVIII ĕмĕрти историйĕ» тата «Чăваш Енĕн феодализм тапхăрĕнчи историйĕ» сумлă ĕçсем шăратса кăларнă. «Чăваш Енĕн феодализм тапхăрĕнчи историйĕ» темăпа 1968 çулта Ленинград патшалăх университетĕнче доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Тепĕр икĕ çултан В.Д.Димитриева профессор ятне панă.
1968-1988 çулсенче ЧАССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăхĕсен тĕпчев институтне ертсе пынă. Çак тапхăрта вăл унăн ĕçне чылай енчен лайăхлатнă. 1971-1972 çулсенче виçĕ хутлă çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă, ĕç пÿлĕмĕсене çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. Директор çине тăнипе учреждени штачĕ 29 çынран 70-е çитнĕ. Пултаруллă ĕçченсене Мускава тата Ленинграда тĕллевлĕ аспирантурăна ярса, штатра тăракан наука сотрудникĕсен кандидат тата доктор диссертацийĕсен темисене ăслăлăх тĕпчев ĕçĕсен планне кĕртсе истори, филологи, экономика, философи, искусствоведени наукисен 40 ытла кандидатне, истори тата филологи наукисен 6 докторне хатĕрлеме пултарнă. Çакă республикăри, Тутарстанри, Пушкăртри, Ульяновск тата Самар облаçĕсенчи чăвашсен йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине тĕпчекен экспедицисем йĕркелеме, гуманитари наукисен пĕлтерĕшлĕ проблемисене тишкерме, Раççей, регион, республика шайĕнче 200 ытла ăслăлăх конференцийĕ ирттерме май панă.
1948-1951 çулсенче /ун чухне вăл кĕçĕн наука сотрудникĕ пулнă/ институтăн ăслăлăх архивĕн ĕçне йĕркелесе пынă. Малтанхи вăхăтра икĕ кĕнеке шкапĕнче кăна вырнаçнăскер, В.Д.Димитриев директор çумĕнче тата института ертсе пынă 33 çул хушшинче, архивра упранакан материалсен шучĕ ик çĕр хут ÿснĕ.
1973 çулта институтра ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелесе янă, çакă наука ĕçĕсен пахалăхне тата хисепне чылай ÿстернĕ. Çирĕм çул хушшинче кунта 400 ытла ăслăлăх ĕçĕ хатĕрлесе пичетленĕ, экономистсемпе социологсен вун-вун çĕнĕлĕхне ĕçе кĕртнĕ. Çулсерен сотрудниксен ăслăлăх ĕçĕсен 200 ытла автор листине пичетлесе кун çути кăтартнă. Танлаштарма: РСФСРти çакăн йышши 12 институт 500 автор листи ытла калăпăшлă ĕçсем кăларнă. Ахальтен мар ĕнтĕ института 1980 çулта «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.
1988 çулхи чÿк уйăхĕнче В.Д.Димитриева конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш патшалăх универститечĕн СССР историйĕн /1991 çулта - Тăван çĕр-шыв историйĕн, 1994 çулта - Тăван çĕр-шывăн вăтам ĕмĕрсенчи тата çĕнĕ историйĕн/ кафедрин ертÿçине çирĕплетнĕ. Кунта вăл маларахри çулсенче те /1967 çултанпа - доцент, 1969 çултанпа - профессор/ ĕçленĕ. 2000 çулта çĕнĕрен йĕркеленнĕ архивоведенипе источниковедени кафедрине ертсе пыма пуçланă. Вăтăр çул ытла профессор университетăн истори факультетĕнче истори теорийĕн тата методологийĕн курсĕсене тата хушма дисциплинăсене /вырăс палеографийĕ, истори хронологийĕ, метрологи, нумизматика, сфрагистика, геральдика, археографи, истори географийĕ/ тытса пынă. Вăл пурне те тарăн шухăшлă сĕнÿсемпе пулăшнă, истори наукисен кандидачĕн е докторĕн ученăй степенĕн 40 ытла соискательне рецензиленĕ тата редакциленĕ. Мордвасен - Н.В.Заварюхин, пушкăртсен - И.Г.Акманов, удмуртсен - М.В.Гришкин, марисен - А.Г.Иванов тата Г.Н.Айплатов, чăвашсен виçĕ историкне доктор диссертацийĕ хатĕрлеме ырă сĕнÿ-канашпа пулăшнă, çичĕ доктор тата 20 ытла кандидат диссертацийĕн официаллă оппоненчĕ пулнă. Вăл ертсе пынипе И.И.Демидова, А.В.Павлова, С.А.Селиванова наука кандидачĕсем пулса тăнă.
Профессор 1978-1981 çулсенче Н.И.Лобачевский ячĕллĕ Чул хула патшалăх университечĕ çумĕнчи истори наукисен кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлекен ятарлă канаш членĕ пулнă. Вăл пуçарнипе çакăн йышши канаш Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче йĕркеленнĕ. ВАК йышăнăвĕпе 1993 çулхи юпан 16-мĕшĕнче унăн председательне В.Д.Димитриева çирĕплетнĕ. 1999 çулхи ака - 2000 çулхи раштав уйăхĕсенче доктор диссертацийĕсене хÿтĕлекен диссертаци канашĕн председателĕ /2001 çулхи çĕртмерен ăна истори наукисен докторĕ Ю.П.Смирнов ертсе пынă/ шутланнă.
В.Д.Димитриев ăсчах тата педагог ĕç-хĕлне пурнăçланипе кăна çырлахман, хулан, республикăн общество ĕçне хастар хутшăннă. Чылай вăхăт вăл ЧАССР Тĕп патшалăх архивĕн, Чăваш Республикин тавра пĕлÿ музейĕн, Чăваш патшалăх университечĕн канашĕсен, Пĕтĕм Раççейри истори палăкĕсене тата культурине хÿтĕлекен обществăн Чăваш Енри организацийĕн Президиумĕн, «Тăван Атăл», «Ялав» журналсен редколлегийĕсен членĕ, «Знание» пĕрлешĕвĕн республика уйрăмĕн правлени членĕ тата Шупашкар хула уйрăмĕн правлени председателĕн çумĕ пулнă, кашни эрнере «политкĕçнерни кунсем» ирттерме районсене çÿренĕ. 1959-1975 çулсенче - Шупашкар хула канашĕн, 1975-1990 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă, унта вăл халăх вĕрентĕвĕн, наука тата культура комиссине ертсе пынă.
Çĕр-шыври ĕçтешĕсен хушшинче чăваш ăсчахĕн ячĕ-сумĕ пысăк. 1968 çултанпа - Раççей наукăсен академийĕн археографи комиссийĕн членĕ. 1970-1990 çулсенче ученăй - Совет-Венгри туслăхĕн пĕрлешĕвĕн чăваш уйрăмĕн яваплă секретарĕ, 1984-1991 çулсенче - Ази тата Африка çĕр-шывĕсен пĕр шухăшлăхĕн Совет Союзĕн комитечĕн членĕ.
Тĕрлĕ ĕçе кÿлĕннĕ пулин те В.Д.Димитриев çур ĕмĕре яхăн Чăваш Енĕн тата Вăтам Атăлçин XV-XVIII ĕмĕрсенчи историйĕн çăл куçĕсене Раççей патшалăх истори, Раççей наукăсен академийĕн, Тутарстан наци, ЧР Тĕп патшалăх, КПСС Чăваш обкомĕн парти /халĕ ЧР общество организацийĕсен ТПА/ архивĕсен фончĕсенче, Раççей патшалăх библиотекин ал çырусен /çыруллă палăксен/ уйрăмĕнче, Раççей наци /М.Е.Салтыков-Щедрин ячĕллĕ пулнăскер/, Н.И.Лобачевский ячĕллĕ Хусан патшалăх университечĕ çумĕнчи наука библиотекисенче, ЧР Наци музейĕнче шыранă. Вăл пухса хатĕрленĕ, журнал формачĕпе 280 тома яхăн пухăнакан ал çырусен еткерĕн хакĕ питĕ пысăк /историкĕн килти архивĕнче упранать/.
Ăслăлăх тĕпчев тытăмĕнче çур ĕмĕре яхăн вăй хурса В.Д.Димитриев 266 ĕç пичетлесе кăларнă, çав шутра монографисем, 14 брошюра, 241 статья, «Пĕчĕк чăваш энциклопедийĕнчи» 145 заметка, хаçатсенче кун çути курнă 260 материал. «Чăваш Енĕн XVIII ĕмĕрти историйĕ» /1959/, «Феодализм тапхăрĕнчи Чăваш Ен» /1986/, «Чăвашсен истори халапĕсем» /1995/ монографисен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.
В.Д.Димитриев истори наукине феодализм тапхăрĕнчи Атăлçи тата унта пурăнакан халăхсен историне тĕпчекен специалист пек кĕрсе юлнă. Унăн ĕçĕсем чăваш халăхĕн этногенезне, Вăтам Атăлçи халăхĕсен авалхи саманаран тытăнса XIX ĕмĕр çурричченхи историне, Атăлçи Пăлхар, Ылтăн Урта йышĕнчи Пăлхар çĕрĕн, Хусан ханлăхĕнчи чăваш халăхĕн, Раççей патшалăхĕн XVI-XIX ĕмĕр варринчи, патша правительствин Вăтам Атăлçири наци-колони политикин историне халалланăскерсем. Вăл Чăваш Енĕн авалхи саманаран пуçласа XIX ĕмĕр çурричченхи историйĕн концепцине туса хатĕрленĕ /«Чăваш АССР историйĕ» кĕнекен /Шупашкар, 1966, 1983/ I-IX пайĕсенче çутатнă/.
В.Д.Димитриев концепцийĕ тăрăх - чăвашсем пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пин çуллăх вĕçĕнче хальхи Китайăн çурçĕр пайĕнче тата кăнтăр Çĕпĕрте пысăк лаптăк йышăннă тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур йăхĕсен хунн пĕрлĕхĕн хĕвел анăç çĕрĕсенче тĕпленнĕ р-л чĕлхеллĕ огур тĕрĕк йăхĕсен /з-ш чĕлхеллĕ огуз, кыпчак йăхĕсемпе танлаштарсан: чăв. - тăххăр, огуз, кып. - то-гуз, чăв. - кĕмĕл, огуз, кып. - кемеш/ шутне кĕнĕ. Пирĕн ĕмĕр пуçламăшĕнче огур йăхĕсем /пăлхар, сăвар/ хунн пĕрлĕхĕнчен уйрăлса çурçĕр иран йăхĕсен çĕрĕсем урлă хĕвел анăçнелле куçма пуçланă, тепĕр ик çĕр çултан, II-III ĕмĕр вĕçнелле, Çурçĕр Кавказа çитнĕ. Сăварсене кунта - II ĕмĕртех, оногурсене /пăлхарсене/ III ĕмĕртех пĕлнĕ. Вĕсем иран чĕлхиллĕ сарматсемпе тата алан йăхĕсемпе /осетинсен мăн аслашшĕсем/ кÿршĕллĕ пурăннă. Пилĕк ĕмĕр хушшинче пăлхарсемпе сăварсем тĕпленсе пурăнма вĕреннĕ, çĕр ĕçне алла илнĕ. VII ĕмĕрте пăлхарсем хăйсен патшалăхне - Аслă Пăлхар тата Сăвар кнеçлĕхĕ /каярахпа Хазар каганатне кĕртнĕ/ - йĕркеленĕ. Хазарсемпе арабсем хĕснипе Аспарух ертсе пынă пăлхарсен пĕр ушкăнĕ Дунай хĕррине куçса кайнă, Дунай Пăлхарне йĕркеленĕ, Котраг нухрат пăлхарсене Атăл-Кама тăрăхне ертсе кайнă. Кунта VIII ĕмĕрте тата сăварсем куçса килнĕ. IX ĕмĕрте вĕсем пĕр патшалăха пĕрлешнĕ - Атăлçи Пăлхар шутне марисен, удмуртсен, коми-пермяксен, коми-зырянсен çĕрĕсене кĕртнĕ. Пăлхар хулисем ÿссе ларнă, çĕр ĕçĕ аталанма пуçланă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, ремесла, суту-илÿ вăй илнĕ. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланнă.
XII ĕмĕрте пăлхарпа сăвар йăхĕсенчен тата вĕсемпе пĕр пекленнĕ марисенчен пăлхар /чăваш/ халăхĕ йĕркеленнĕ. Пăлхар цивилизацийĕ никĕсленнĕ, вăл каярахпа марисене, удмуртсене, коми-пермяксене, зырянсене, мордвасен пĕр пайне, IX ĕмĕр вĕçĕччен венгрсене те пысăк витĕм кÿнĕ. Венгр чĕлхине - 600, мари чĕлхине - 1500, удмурт чĕлхине - 500 яхăн, коми чĕлхине - 300 ытла, мордва чĕлхине - 100 ытла, славян чĕлхисене 300 яхăн чăваш сăмахĕ куçнă. 1236 çулта тутар-монголсем çулталăка яхăн çапăçса Атăлçи Пăлхара çапса аркатнă, 1243 çулта унăн территорине Ылтăн Урта йышне кĕртнĕ. Çакăнпа чăваш халăхĕн паттăрлăх тапхăрĕ вĕçленнĕ, синкер самана пуçланнă.
Пăлхар çĕрĕ, хальхи Кама леш енчи тата Тутарстанăн кăнтăр-хĕвел анăç, Чăваш Республикин кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕсене, Самар, Ульяновск облаçĕсен тата Пенза облаçĕн хĕвел тухăç пайне йышăннăскер, куçса çÿрекен тутар-монгол империйĕн çĕр-шывĕ пулса тăнă. Пăлхар элити Ылтăн Урта ханĕсем ыйтнине пурнăçласа финн-угор халăхĕсене тытса тăнă, вĕсенчен налук пухнă. XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче - XV ĕмĕр пуçламăшĕнче Ылтăн Урта ханĕсемпе эмирĕсем, вĕсене пăхăнса тăнă вырăс кнеçĕсем тата Едигейĕн Магныт юрчĕ Пăлхар çĕрне тĕппипех пушатнă, 32 хулана, 200 яхăн яла, халăхăн тăваттă пиллĕкмĕш пайне /çак шутра пăлхар-чăваш тĕп элити те/ пĕтернĕ. Чĕрĕ юлнă ялти пăлхар-чăвашсем, «Хусан çул çыравĕнчи» сăмахсемпе палăртсан «начар пăлхарсем», Хусан çывăхне тата Хусан леш енне тарнă, унта Чăваш тăрăхне /даругине/ туса хунă. Тепĕр ушкăнĕ Чăваш Енĕн тĕп тата çурçĕр пайĕсенче тĕпленнĕ, хăйсене чăвашсем теме пуçланă.
Чăваш, мари, удмурт çĕрĕсене 1438 çулта Ылтăн Урта ханĕ пулнă Улуг-Мухамедăн тутарĕсем пырса кĕнĕ, ĕлĕкхи евĕрех çирĕп йĕркеллĕ Хусан ханлăхне никĕсленĕ. Ханлăхра мĕн пур тутар хуçа шутланнă, тутар мар халăхсем пусмăра кĕрсе ÿкнĕ. 1551 çулта чăвашсем тата туçи çармăссем хăйсен ирĕкĕпе Раççей патшалăхне кĕнĕ. Çакăнпа вĕсен синкер кун-çулĕ вĕçленнĕ, мирлĕ пурнăçри аталану тапхăрĕ пуçланнă.
1917 çулччен чăвашсем Мускав тата Питĕр империйĕсен наци-колони пусмăрне тÿснĕ пулин те Раççей йышĕнче пулни вĕсене çирĕпленме, вăйланма самай пулăшнă. Çак тапхăрта халăх йышĕ 10 хут ÿснĕ, территори лаптăкĕ тăватă хут пысăкланнă. XX ĕмĕрте чăвашсем Раççей цивилизацине хушăннă, наци патшалăхĕ пулса тăнă, наци литератури, музыки, театр искусстви аталаннă. Нумай енлĕ наци интеллигенцийĕ йĕркеленнĕ. Чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕ тĕрлĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартнă, сумлă ученăйсем, инженер-конструкторсем, космонавтсем, тĕнчипе паллă культура ĕçченĕсем, спортсменсем ÿссе çитĕннĕ.
Чăваш ăсчахĕн, историкĕн В.Д.Димитриевăн ĕçĕсем 1995 тата 2001 çулсенче наука тата техника енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине, 2001 çулта гуманитари наукисен енĕпе Чăваш патшалăх университечĕн премине тивĕçнĕ. Тĕпчев, вĕрентÿ, ăслăлăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн В.Д.Димитриева «Чăваш АССР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ» /1974/, «РСФСР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ» /1980/ хисеплĕ ятсем панă, вун-вун Хисеп хучĕпе чысланă.
В.Д.Димитриев журналист пек те паллă. Вăл чăваш халăхĕн шăпи тата нацин хальхи вăхăтри проблемисем пирки çырнă статьясен ярăмĕшĕн Çемен Элкер премине тивĕçнĕ. Ученăй 50 ытла монографи, коллективлă ĕç, статьясен пуххине редакциленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем, шухăшĕсем Раççей, Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи республикăсен историйĕсен учебникĕсенче тата вĕренÿ пособийĕсенче вырăн тупнă. 1992 çулхи ака уйăхĕнче В.Д.Димитриева Чăваш АССР Наука академийĕн /1994 çултанпа ЧР Наукăсен тата искусствăсен наци академийĕ/ чăн членне тата унăн гуманитари уйрăмĕн академик-секретарьне суйланă.
Василий Димитриевич мăшăрĕпе Лидия Нестеровнăпа пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Халĕ Анатолий инженерта тăрăшать. Унăн мăшăрĕ Юдит Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче филологи енĕпе тĕпчевсем ирттерет.
Тихон СЕРГЕЕВ,
истори ăслăлăхĕсен докторĕ.
АСĂМРАН ТУХАС ÇУК
Василий Димитриевич пурнăçран уйрăлни питĕ пысăк çухату, инкек. Кĕркунне мана вăл хăйне аван туять, çирĕп тытать пек туйăннăччĕ.
Шел, Чăваш Ен истори ăслăлăхĕ пултаруллă çынна çухатрĕ. Василий Димитриевич Димитриев республикăра çеç мар, Атăлçире чи лайăх историк шутланать. Унăн регионăн авалхи саманаран пуçласа XIX ĕмĕрчченхи историне çутатакан ĕçĕсен хакĕ çук, вĕсемсĕр Раççей историне политика империйĕ пек ăнланма йывăр. Ăсчах пултарулăхĕн пĕлтерĕшĕ регион историне çутатнă чухне çеç мар, Раççейĕн пĕтĕмĕшле историне тата империн танлаштаруллă историне кăтартнă чухне те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Василий Димитриевич тĕрлĕ çăл куçа тĕпе хурса питĕ нумай ĕç хатĕрлесе пичетленĕ. Унăн ĕçĕсемсĕр эпĕ Вăтам Атăлçи тата Раççей историйĕпе çыхăннă хамăн ĕçе çырайман пулăттăм. Аслă юлташпа, вĕрентекенпе тĕл пулни, калаçни нихăçан та асăмран тухас çук. Вилĕм хисеплĕ ĕçтеше, чи лайăх юлташа уйăрса кайрĕ.
Сирĕнпе пĕрле хурланнине йышăнсамăр.
Пурне те хисеплесе - Андреас Каппелер.
/Швейцари/.
ПУЛТАРУЛĂХНЕ ХАЛĂХА ХАЛАЛЛАНĂ
В.Д.Димитриев лекцисенче, семинарсенче, тĕл пулусенче хăйĕн пĕлĕвне ыттисене пама тăрăшатчĕ. Пирĕншĕн уйрăмах кăтартулли - унăн ăслăлăха халалланă пурнăçĕ. Вĕрентекен сăмахĕ питĕ витĕмлĕччĕ: пусарма та, çÿл тÿпене çĕклеме те пултарнă. Нумайăшне вăл ăслăлăха, ят-сум патне çул уçса панă.
ВасиЛий Димитриевич ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтеретчĕ. Канмалли кунсенче те, отпускра та ахаль ларман вăл. Ĕç кунĕ каçхи 11, ирхи 2-3 сехетчен тăсăлатчĕ. Ĕç-хĕле пĕлсе йĕркелени ăна ученăйсен коллективĕ тумалăх ĕçе пĕччен пурнăçлама май панă.
Юлашки вăхăтра çулталăк çурăна яхăн вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче /унпа мĕн пур пурнăçĕ çыхăннă/ вăй хучĕ. Ĕç пÿлĕмĕнче яланах çынччĕ - ĕçтешĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, аслă шкулсен ĕçченĕсем, вĕрентекенсем.
Василий Димитриевич чăваш халăхĕн мăн аслашшĕсен Хусан ханлăхĕ йышĕнче пулнă вăхăтри историйĕ пирки тăватă пайлă монографи çырасшăнччĕ. Шел, икĕ пайне çеç вĕçлеме ĕлкĕрчĕ. Вĕсем кун çути кураççех. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Шупашкар хулин историйĕпе хатĕрлекен коллективлă кĕнекен параграфне çырса пачĕ. Юлашки çулсенче çеç вăл вунна яхăн ăслăлăх статйи хатĕрлесе пичетленĕ.
Калаçма юратман В.Д.Димитриев юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнчĕ: хăй курни-илтни, шăпа тĕл пултарнă çынсем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултаратчĕ. Тĕлĕнмелле, хăй çинчен калатчĕ пулин те - чун-чĕререн юратнă çĕр-шывĕ, халăхĕ çинчен каланă пек пулса тухатчĕ.
В.Д.Димитриевăн чылай ĕçĕ истори ăслăлăхĕсен ылтăн фондне кĕнĕ. Вĕсем ÿлĕмрен те чăваш чĕлхеçисемшĕн тата кÿршĕ регионсенчи - Тутар, Мари, Мордва, Удмурт республикисенчи - историксемшĕн пĕлтерĕшне çухатмĕç, çĕнĕрен çĕнĕ тĕпчевсем ирттерме хавхалантарĕç.
В.Д.Димитриев ача пек кулатчĕ, сăнĕ çуталатчĕ, куçĕсем ялтăрама пуçлатчĕç. Вăл манăн асăмра яланлăхах çапла тăрса юлĕ.
Юрий Гусаров,
ЧПГĂИ истори пайĕн ертÿçи.
Текста "Хыпар" хаçат сайтĕнчи çак страницăран илнĕ:
Халăхран тухнă ăсчах