Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » О нас говорят » Сачкова Л. Миф-юрату. Халăх сăмахлăхне чун варринче упракан тĕпчевçĕн шăпи // Тăван ен. 2013. Март, 18. С. 8.
Сачкова Л. Миф-юрату. Халăх сăмахлăхне чун варринче упракан тĕпчевçĕн шăпи // Тăван ен. 2013. Март, 18. С. 8.
Категория: О нас говорят, Дата: 18.03.2013, 08:38, Просмотров: (1753)
Сачкова Л. Миф-юрату. Халăх сăмахлăхне чун варринче упракан тĕпчевçĕн шăпи // Тăван ен. 2013. Март, 18. С. 8.Сачкова Л. Миф-юрату. Халăх сăмахлăхне чун варринче упракан тĕпчевçĕн шăпи // Тăван ен. 2013. Март, 18. С. 8.Сачкова Л. Миф-юрату. Халăх сăмахлăхне чун варринче упракан тĕпчевçĕн шăпи // Тăван ен. 2013. Март, 18. С. 8.
ПЫТАРМАСĂР
Миф-юрату
Халăх сăмахлăхне чун варринче упракан тĕпчевçĕн шăпи
ЕНДЕРОВ ВЯЧЕСЛАВ АЛЕКСАНДРОВИЧ
ДОСЬЕ:
çуралнă: 1958 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче
ăçта: Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишекре
ашшĕ-амăшĕ: Ендеров Александр Иванович, арманçă, Александра Семеновна, колхозница
вĕреннĕ: Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмĕнче, Раççей Шалти ĕçсен министерствин юридици институтĕнче
ĕçленĕ: ЧАССР наукăпа тĕпчев институтĕнче кĕçĕн наука сотрудникĕ, Республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче кĕçĕн наука сотрудникĕ, ЧР Шалти ĕçсен министерствин Çĕрпÿ районĕнчи, Шупашкар хулинчи Мускав районĕнчи уйрăмĕсенче тата ЧР Шалти ĕçсен министерствинче, РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультечĕн доценчĕ, ассистенчĕ, аслă преподавателĕ, Чăваш патшалăх гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕн пуçлăхĕ
паллă ĕçĕсем: 50 ытла наука, вĕрентÿпе методика ĕçĕсем: «Чувашское устное народное творчество». Том 5. Малые жанры», «Фольклорный ансамбль совхоза «Волга» Козловского района: Проспект», «Проблемы классификации демонологических персонажей: Учебное пособие», «Чувашское устное народное творчество». Курс лекций», «Деревня Яндовова Сявалпоси тож, что живут на Хоме: историко-этнографический очерк», «Ишекĕм, Хум çинчи Ишек: историпе таврапĕлÿ очеркĕ», «(Одюков И.И.) Избранные труды: иссследования по фольклору и литературе, методические материалы. Воспоминания и документы. Письма, рецензии, отзывы, Сны). (составитель), «Функциональное многообразие демонологических персонажей в чувашской словесной культуре конца XIX- начале XX в.в.» наука диссертацийĕ, «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача-пăча фольклорĕ».
ят-сум: филологи наукисен кандидачĕ, милицин отставкăри подполковникĕ, «Службăра палăрнăшăн» II тата III степеньлĕ медалĕсемпе, «Тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçланăшăн» медальпе наградăланă тата ытти те
– 2009 çулта «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» ярăмпа эсир пысăк тĕпчев ĕçĕ хатĕрлесе кăларнă. Епле хăват çитертĕр?
– Халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланма студент çулĕсенчех пуçланă. Хамăн юратнă вĕрентекен Иван Одюков профессор халăх сăмахлăх тĕнчине кĕртсе ячĕ те унтанпах çав юрату сÿнмест. Кашни çулах курс ĕçĕсем çыраттăм, унтан студентсен ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнаттăм. Мана чăваш халăх мифĕсем, хăйне май сăнарлă, илемлĕ текстсем, халăх шухăшлавĕнчи усал-тĕсел сăнарĕсем питĕ кăсăклантаратчĕç. 1981 çулта эпĕ çакăнта ĕçлеме килсен мана фольклорпа темăсем ĕçлеме панăччĕ. Манăн пĕрремĕш статья «Чăваш мифĕнчи арçури сăнарĕ» пулнă. Эпĕ унпа халĕ те савăнатăп, мухтанатăп, тĕплĕ ĕç пулчĕ вăл.
– Мĕншĕн пĕр хушă наукăран кайса Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ, унтан каллех наукăна таврăннă?
– Пурнăç кустăрми хăй йĕрĕпе илсе кайнă. Наука – манăн чун юратнă ĕç. 1985-2003-мĕш çулсенче эпĕ Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлерĕм, анчах та вăл вăхăтра та хамăн чун-варти сăмахлăха манман. 1984-мĕш çултанпа «Уяв» ушкăна юрлама çÿретĕп. Чун туртăмĕ çавăнта та туптанса пынă ĕнтĕ. 2000 çулта наука кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕм, пенсие тухрăм та халăх сăмахлăхĕнче ыр-усалсен ячĕсем мĕнле упранса юлни çинчен наука диссертацийĕ çыртăм. 2002 çулта эпĕ ăна уйрăм кĕнекен кăлартăм. Тепĕр пысăк ĕç вăл – студент çулĕсенче пуçтарнă материалсемпе усă курса Виталий Родионовпа пĕрле 2004 çулта «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» лекцисен курсĕ пичетлесе кăлартăмăр. Унта ĕлĕкхи-авалхи мифсене, халапсене, юмахсене, вак жанрсене тишкерме тăрăшнă, темăсене уçса панă. Иртнĕ ĕмĕрте Илья Тукташăн ун пек кĕнеке тухнăччĕ, Михаил Сироткин вырăсла пичетлесе кăларнăччĕ, каярахпа Иван Одюков, Ефросинья Сидорова, Владимир Канюков тата ытти ученăйсем уйрăм жанрсемпе çырнăччĕ.
– Литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕ Чăваш халăх пултарулăхĕ» серипе 9 том кăларнă. Вĕсенчен пĕри – эсир хатĕрленĕ «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача-пăча фольклорĕ» кĕнеке. Пирĕн вулакансене çав кĕнекесен тĕшшипе тĕплĕнрех паллаштарăр-ха. Мĕнле ушкăн ĕçлет вĕсемпе?
– Паян-ыран Чăваш кĕнеке издательствинче çак серин 10-мĕш кăларăмĕ пичетленсе тухмалла. 2004-мĕш çултанпа пирĕн вĕсем уйрăм томсемпе тухса пыраççĕ. Пурĕ 25 томран кая мар пулĕ.
«Мифсем, легендăсем. Халапсем» кĕнекене Виталий Станъялпа Ефросинья Сидорова хатĕрленĕ. «Халăх эпосĕ» кĕнекене Геннадий Трофимов (Юмарт) хĕрĕпе пĕрле хатĕрлерĕç. «Пилсемпе кĕлĕсем» кĕнекене каллех Виталий Станъял хатĕрлесе пуçтарнă. «Ваттисен сăмахĕсем» тата «Истори халапĕсем» кĕнекесене Ольга Терентьева пуçтарса хатĕрленĕ. «Сăнарсемпе ĕненÿсем. Тĕлĕксем.» – Елена Владимировна Федотова. Халь вăл «Тупмалли юмахсем» кĕнеке хатĕрлет. «Ача-пăча фольклорне» эпĕ хатĕрлерĕм. «Янавар юмахĕсемпе» «Нараста юмахĕсене» Надежда Ефремова-Ильина хатĕрлерĕ. «Ĕçпе йăла юррисене» – Татьяна Семенова. Вăл паян-ыран Чăваш кĕнеке издательствинчен пичетленсе тухмалла.
– Питĕ пысăк ĕç тăватăр. Ятарлă фольклор экспедицине тухса çÿретĕр-и?
– Паллах. 1984, 1987-мĕш çулсенче комплекслă пысăк экспедицисем ирттернине ас тăватăп. Эпĕ хам та кайнăччĕ ун чухне. Тутар, Пушкăрт Республикисенчи, Чĕмпĕр, Самар тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче экспедицисенче пулнăччĕ. Вĕсене ученăйсем хăйсем йĕркеленĕ. Анчах та çак экспедицисене йĕркелеме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ, çапах та пирĕн ĕçтешсем уйрăм-уйрăм тухса çÿреççĕ. Елена Федотова Правительство шайĕнчи грантсемпе Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче пулса нумай материал пуçтарчĕ. Халĕ вĕсене кĕнекесенче пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пичетлесе пырать. Материалсене эпир ытларах ăçтан илетпĕр-ха? Пирĕн институтăн архивĕ çав тери пуян: ĕлĕк пухнă материалсем те, студентсем хатĕрленĕ материалсем те кунта упранаççĕ. Вĕсемпе эпир усă куратпăр.
– «Ача-пăча фольклорĕ» кĕнекене эсир мĕн вăхăт хушши хатĕрленĕ? Унпа тĕплĕнрех паллаштарăр-ха.
– Нумай текстсемлĕ пĕтĕмĕшле пуян кĕнеке ку, 400 ытла страница. 2006-мĕш çулта çырма пуçланă, 2009-мĕш çулта пичетленсе тухрĕ. Эпĕ кунта ача-пăча пултарулăхне унăн çуралнă йăла-йĕрке талккăшĕпе палăртса йĕркелесе пытăм: ачапа çыхăннă кил-тĕрĕшри йăла-йĕрке поэзийĕ (ача çураличчен, çуралсассăн, сăпка юррисем, ачасен çулталăкри йăла-йĕркепе çыхăннă поэзийĕ, пĕр-пĕр сăлтавпа çыхăннă поэзийĕ. Ку кĕнекене экспедицисенче пухнă архиври материалсемпе йĕркелесе хатĕрлерĕм. Материалĕ нумай, пĕр çĕре пуçтарма тăрăшнă. Трубина Мархви хăй вăхăтĕнче ача-пăчапа çыхăннă тĕрлĕ юмах çырса кăларнăччĕ.
1973-1987-мĕш çулсенче пирĕн институт 7 кĕнекерен тăракан томсем кăларнă. Унта «Ача-пăча фольклорĕ» том пурччĕ. Ăна хатĕрлекенĕ Владимир Канюков пулнă. Унсăр пуçне 1992-мĕш çулта ача-пăча вăййисем çинчен Геннадий Воронцов 1-мĕш том кăларчĕ. Каярахпа унăн мăшăрĕ 2-мĕш томне кăларчĕ.
– Ача-пăча фольклорне тĕпченĕ майăн пĕр-пĕр асра юлнă, тĕлĕнтерсе яракан самант пирки каласа парăр-ха.
– Институтри ученăйсем çапла пĕррехинче Пушкăртри чăвашсем патне экспедицие тухса каяççĕ. Урамра ушкăнпа калаçса тăнă чухне вĕсем патне пĕр пĕчĕк ача пырса тăчĕ тет. Пирĕн Петр Фокин этнограф питĕ шÿтлеме юратнă. Вăл пĕр пĕчĕк ачана чĕнсе илнĕ те вăрттăн çапла хушнă: «Çав … çын патне пыр та, «Атте, мана укçа пар-ха», – тесе ыйт тенĕ. Хайхи ача пырать те çапла ыйтать пĕр ученăйран. Лешĕ çухалса кайрĕ тет. «Епле-ха эпĕ санăн аçу пулма пултаратăп?», – тесе хуравларĕ тет аран. Çав çынсем темиçе çул каялла ку ялта шăпах пĕрре экспедицине килсе кайнă пулнă иккен. Çак шÿте ялан аса илсе каласа паратчĕç вара кунта ĕçлекенсем.
– Сĕтел çинче – сирĕн çĕнĕ пысăк ал çырăвĕ. Мĕн пирки пулать ку кĕнеке?
– Чăвашăн мĕн ĕлĕкренпе ăрăм чĕлхи пулнă. Кирек мĕнле вăхăтра та халăхра пĕр-пĕр пулăмпа çыхăнтарнă сăмахсем каланă: е ача, е выльăх-чĕрлĕх чирлет-и, ăна вĕрÿ-суру чĕлхипе сыватма тăрăшнă. Ку вăл уйрăм том пулмалла. Пурĕ 89 чĕлхе уйăрса тухрăм эпĕ: вăрă чĕлхи (хуçалăха вăрă ан килтĕр тесе калани), вут чĕлхи, куç чĕлхи (ача-пăча куçăхсан), суд чĕлхи, эрех чĕлхи, шăл чĕлхи, шĕпĕн чĕлхи, пуç çавăру чĕлхи, сивĕтÿ чĕлхи, çăпан чĕлхи, çĕлен чĕлхи тата ытти те.
ЛЮДМИЛА САЧКОВА

СĂМАХ МАЙ
Кĕç-вĕç «Тавралăх халапĕсем» кĕнеке пичетленсе тухмалла. Юрăсем 10 том тухмалла. Вячеслав Ендеров халĕ «Чĕлхе сăмахĕсем» тома хатĕрлет.
Литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕ «Чăваш халăх пултарулăхĕ» серипе 9 том кăларнă. Пурĕ 25 томран кая мар пулĕ вăл.
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна