Сачкова Л. Чăваш генеалогине тĕпчекен. Хушăлкапа Силпи хушшинче çуралнă хăватлă чун [В.П. Иванов ăсчах çинчен] // Тăван ен. 2013. Март, 25. С. 8.
ПЫТАРМАСĂР Чăваш генеалогине тĕпчекен Хушăлкапа Силпи хушшинче çуралнă хăватлă чун ДОСЬЕ: ВИТАЛИЙ ПЕТРОВИЧ ИВАНОВ, профессор, наука ĕçченĕ, обществăлла деятель çуралнă: 1952 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче ăçта: Пушкăрт республикинчи Пишпÿлек районĕнчи Вишневка ялĕнче, халĕ Шупашкар районĕнчи Сархурăн ялĕнче пурăнать вĕреннĕ: Чăваш патшалăх университечĕн истори уйрăмĕнче (1971-1976 ç.ç.), СССР наукăсен академийĕн Н.Н.Миклухо–Маклай ячĕллĕ этнографи иниститутĕнче аспирантурăра ( 1977-1980 ç.ç.) ашшĕ-амăшĕ: Петр Михайлович Иванов, ял Совет председателĕ, колхоз председателĕ, Алевтина Николаевна, колхозница ĕçленĕ: ЧАССР наукăпа тĕпчев институтĕнче археологипе этнографи пайĕн кĕçĕн наука сотрудникĕ (1976-1977 ç.ç.), ученăй секретарь, пай пуçлăхĕ, директорăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ (1981-1992 ç.ç.), ЧР культура тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ (1993-1996 ç.ç.), ЧР гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ, Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн археологи, этнографи тата регион историйĕн кафедрин профессорĕ (1997 çултанпа), К.В.Иванов ячĕлллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен обществăлла коммерциллĕ мар Фонда пуçарса яраканĕ тата ертÿçи (2000 çултанпа) паллă ĕçĕсем: «Современная городская чувашская семья» наука диссертацийĕ, «Расселение и численность чувашей в России: историческая динамика и региональные особенности» доктор диссертацийĕ, 150 наука ĕçĕ, çав шутра 20 монографипе брошюрăсем, «Народы мира, «Народы России», «Народы и религии мира» академи энциклопедийĕсенче чăваш халăхĕ çинчен пичетленнĕ статьясем, 30 монографипе статьясен пуххин наука редакторĕ: «Чувашский костюм: от древности до современности» кĕнеке-альбом (2002 ç.); «Этническая карта Чувашии», «Чувашская диаспора» кĕнекесем тата ытти те ят-сум: Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă (2002 ç.), ЧР наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2008 ç.), Чăваш патшалăх премийĕн наукăпа техника облаçĕнчи лауреачĕ (2001 ç.), литературăпа искусство облаçĕнчи лауреачĕ (2006 ç.), Раççей халăхĕсен историпе культура еткерлĕхне популяризациленĕшĕн тата çак ĕçе хастар хутшăннăшăн «М.А.Шолохов 100 çул тултарнă ятпа» медаль тата «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медаль илме тивĕç пулнă – Эсир питĕ паллă вырăнта – Нарспипе Тăхтаман ялĕсен çывăхĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхăр пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр. – Манăн атте Хушăлкара çуралса ÿснĕ. Манăн асатте, Михаил Васильевич Иванов, Хушăлка ял Совет председателĕ пулнă хăй вăхăтĕнче. Малтан патша çарĕнче службăра пулнă. I Тĕнче вăрçинче çапăçнă, Шутлама, вулама, çырма лайăх пĕлетчĕ, тутарла, пушкăртла, вырăсла ăста калаçатчĕ, хаçатсем çырăнса илетчĕ, район хаçатне краеведени темипе статьясем çыркалатчĕ. 1920-мĕш çулсенче çĕр реформи пулнă, ял çыннисем выçелкăсене туха-туха ларнă, пирĕн патра ăна «поселкă» тетчĕç. Хушăлка ялĕнчен йĕри-тавра нумай пĕчĕк ял тухса ларнă: «Заря», Петровка, Михайловка, Сармантеевка, Вишневка, Сосновка. Ячĕсене вырăсла панă. Çĕнĕлле пултăр тенĕ, ахăртнех. Пирĕн асаттесем пĕр хитре вырăн суйласа илнĕ. Швейцаринчи пекех – çаранлă, тусемлĕ, çăлсемлĕ. Чун халĕ те туртать çавăнталла... Асатте çапла хăйĕн шăллĕсемпе çак вырăна килсе ларать. «Вишневка» ят параççĕ ăна. Пирĕн ялăн ту пĕр енĕ çинче чие питĕ нумай. Эпир çавна çисе ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чух, ялта кăштах пурăннă чух атте мана ялан сунара илсе çÿретчĕ. Атте 1940 çулхине совет çар ретне тăнă, пограничник пулнă. Хĕвел анăç Украина чиккинче нимĕç фашисчĕсем тапăнсан чи малтан вĕсене хирĕç тăракансенчен пĕри пулнă. Пĕтĕм фронт витĕр тухнă, Венăна çитнĕ. Опытлă салтаксене вăрçă хыççăн çакмрăксене вĕрентме хăварнă, застава пуçлăхĕн çумĕ пулнă. 1947 çулта тин тăван киле таврăннă, авланнă. Атте кÿршĕ тутар ялĕнче, Мелеус-Москва ял Совет председателĕнче вăй хурать. Тутарсем унта чăвашла лайăх пĕлеççĕ. Вăрçăччен çав вырăнтах асатте ĕçленĕ. Тутарсем хăйсен хушшинче ял Совет председательне лартма çын суйласа тупайман, вара асатте патне делегаципе пынă: «Михай бабай, давай пире малайна пар», – теççĕ. Атте вара çав ял Совет председателĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Эпĕ малтан тутарла калаçма вĕреннĕ, унтан – чăвашла. Анне Соловьевка ялĕнчеччĕ (Слакпуç вулăсне кĕнĕ). Соловьевка ялĕ вара Шупашкар районĕнчи Лакăр, Паçпак, Шемшер ялĕсенчен, Çĕрпÿ районĕнчи ялсенчен куçса пынă. Манăн кукамай Çĕрпÿ тăрăхĕнчен пулнă. Кукаçей питĕ хăтлă çын пулнă. Вăл – 93 çул, кукамай 98 çул пурăнчĕ. Ас тăватăп, унăн çурчĕ питĕ пысăкчĕ. Аялта çÿллĕ нÿхреп пурччĕ. Хапха уçсах кĕрсе каймаллаччĕ унта. Катки-каткипе пыл ларатчĕ. Сад пахчи питĕ пысăкчĕ. Пушкăртри чăвашсем пан улми ÿстермеççĕ, сад ĕçне пĕлмеççĕ. Унти апат – çĕр улми те аш-какай. Кукаçин пахчинче вара – хăмла çырли те, пан улми, чие те – пĕтĕм пахча-çимĕç пулнă. Пыл нумайччĕ кукаçисен: ăçта пыран, унта алла пыл çапçăнатчĕ – алăк хăлăпĕсем, сĕтел кĕтессисем. Асатте те ĕлĕкрен пыл хурчĕсем тытнă – 25-30 вĕлле таран. Укçине те тунă, лавкка та тытатчĕ. Сĕтел çинче яланах чашăкпа çу, пыл ларнă. Эпир начар ÿсмен, хырăм выçсан çăкăр çине çупа пыл сĕрнĕ те выляма тухса чупнă... Манăн ачалăх телейлĕ пулнă, эпĕ ним те нуша курман. Ÿркенмен, ĕçленĕ, ытлă-çитлĕ пурăннă. Атте юрлама, музыка инструменчĕсем калама юратнă, анне вара шăпăрт ларатчĕ, нихăçан та чĕнместчĕ. – «Чăваш костюмĕ» кĕнекене епле хатĕрлени пирки каласа парăр-ха. Питĕ пуян та илемлĕ, паха кĕнеке вăл. – 1980 çулта эпĕ Василий Васильевич Николаевпа паллашса кайрăм. Вăл – Пушкăрт республикинчен тухнă чăваш, Оренбургри газпром генеральнăй директорĕнче ĕçлетчĕ, техника наукисен докторĕ, профессор. Вăл малтан хăйĕн йăхĕн генеалогине тĕпче пуçланă, çавна май тăван ялĕн историне тĕпчеме пикеннĕ: «Ăçтан килсе ларнă Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕ?» Вара çапла шухăш тытать: «Мĕншĕн-ха эпир чăваш халăхĕн генеалогине тĕплĕн тĕпчеместпĕр?», – тесе шухăшлать. Мана тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Геннадий Аксаков пулăшрĕ. Çапла вара «Чăваш костюмĕ» иллюстрациллĕ кĕнеке тума шут тытрăмăр. Икĕ уйăх эпĕ материал çыртăм, карттăсем турăмăр, иллюстрацисем пуçтартăмăр. Василий Николаев, Геннадий Орков тата эпĕ пурĕ 2 çул ĕçлерĕмĕр, регионсем тăрăх экспедицисене çÿрерĕмĕр – Саратовра, Ĕпхÿре, Чĕмпĕрте, Санкт-Петербурга, Хельсинкире (ĕлĕк финн ученăйĕсем чăваш халăхĕ çинчен материалсем пуçтарса çÿренĕ). Кĕнекине Василий Васильевич вара Финляндире пичетлес терĕ. – Эсир чăвашсене тĕрлĕ енчен тĕпченĕ. Пĕтĕмлетсе унăн портретне мĕнле хаклатăр? Чунĕпе, шухăшлавĕпе, тĕнче курăмĕпе, ăс-хакăлĕпе мĕнле çын вăл? – Пирĕн чăваш çĕрĕ çинче нефть та, ылтăн та çук. Чăваш мĕн пуррипе пурăнать, кредитсемпе алхасмасть. Мĕн пур-çукпа саплашăнса пурăнма пĕлет. Мĕн пур апат, тăхăнмалли, пурăнмалли – пурте пирĕн тирпейлĕ, виçеллĕ. Çавна пула чăваш сыхланса пурăннă та. Йывăрлăха чăтма вĕреннĕскер, майне-шывне тупса йÿнеçтерет. Чăваш Республикин экономики те, ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хуçалăхсем те çавна пула тытăнса тăраççĕ. Ĕлĕкрен çапла пулнă. Чăваш ялне пырса кĕретĕн. Акă пуян чăваш ларать хăйĕн хапхи умĕнче – çăпата тăхăннă, пир кĕпепе. Çурчĕ хăтлă ĕнтĕ, пÿрт тăррине чуспа, тимĕрпе витнĕ. Хăй çине вара ылтăн илсе тăхăнмасть. Чăваш укçине пĕчĕккĕн пуçтарать. Унăн чунне укçа пурри ăшăтса тăрать. Мухтанакан çынна юратмаççĕ, хисеплемеççĕ. Хăвăрт укçа илсе килекен çынна та юратмаççĕ. Темле тупнă-ха? Пысăк укçана çăмăл ĕçлесе илме çуккине пурте пĕлеççĕ. Пуянлăх тăвас тесен ĕмĕр ĕçлемелле. ЛЮДМИЛА САЧКОВА.
ШУТА ИЛМЕ В.П.Иванов наукăра пысăк ĕçсемпе палăрнă, çав шутра – «Этническая география чувашского народа» монографи (2006 ç.) республикăри «Чи лайăх наука кĕнеки» конкурс çĕнтерÿçи, Раççейри кĕнеке издательствисен ассоциацийĕн (АСКИ) конкурс лауреачĕн ятне илнĕ; В. П. Иванов наука ертÿçи пулса хатĕрленĕ «Чувашский костюм: от древности до современности» кĕнеке-альбом (2002 ç.) АСКИ конкурсĕн лауреачĕ, Майн çинчи Франкфурт хулинче иртнĕ тĕнчери кĕнеке ярмăрккин дипломне илме тивĕç пулнă. Çак наукăпа ÿнер изданийĕн авторĕсем – В.П.Иванов, В.В.Николаев, Г.Н.Иванов-Орков Чăваш патшалăх премине илме тивĕç пулнă; «Чуваши: история и культура» академиллĕ 2 томлă монографин (2009 ç.) тĕп авторĕ тата автор коллективĕн наука ертÿçи те – Виталий Иванов. Ку наука ĕçĕ чăваш халăхĕн этнографине анлăн тĕпченĕ тапхăра пĕтĕмлетет. Вăл 2011 çулхи Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн культура еткерлĕхĕ» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă; „Регионы России: социокультурные портреты регионов в общероссийском контексте“ коллективлă монографире (М., 2009 ç.) В.Иванов, ертсе пыракан соавторсенчен пĕри, «Чувашская Республика: социокультурный портрет» коллективлă монографие хатĕрлеме пысăк вăй хунă; «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кĕнеке авторĕсем В.П.Иванов (наука ертÿçи), В.В.Николаев тата В.Д.Димитриев профессорсем Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ. |