Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел иртрĕ
Категория: Мероприятия,
Дата: 16.04.2013, 08:45,
Просмотров: (1625)
   Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 2013 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел ирттерчĕ.Чăваш халăх сайтĕнче çакăн пек хыпарпа паллашма пултаратăр: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паян, акан 18-мĕшĕнче, «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел иртрĕ. Унта институтра вăй хуракан ăсчахсемсĕр пуçне МИХ ĕçченĕсем, ытти хастар çынсем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансен йышĕнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчĕç. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май çак сĕнӳсене палăртас килет: ◇ чăваш чĕлхине аталантарма чĕлхеçĕсене кăна мар, ытти отрасльсенче ĕçлекенсене те явăçтармалла; ◇ патшалăх тытăмĕнче чĕлхе политикипе ĕçлекен пай йĕркелемелле; ◇ чĕлхене хӳтĕлес тĕлĕшпе граждан обществине ĕçлеттерме тăрăшмалла, унпа тăтăш çыхăну тытмалла; ◇ чĕлхеçĕсене хатĕрленĕ ĕçре паянхи студентсене ытти аслă вĕренӳ заведенийĕсене те унти опытпа паллашма яма тăрăшмалла; ◇ ачана чăвашла вĕрентесси кашнин тивĕçĕ пулмалла («ăнланать» тенипе çырлахмалла мар); ◇ чăваш чĕлхине документлас ĕçе хутшăнтармалла; ◇ чăваш чĕлхине хӳтĕлес тĕлĕшпе ирттерекен çавра сĕтелсене çулталăкне пĕрре мар, сахалтан та тăватă хут йĕркелемелле; ◇ тата ытти тĕрлĕ сĕнӳсем.
Вунă минутлă тăхтав хыççăн Чăваш терминĕсен сайчĕпе «Пин те пĕр сăмах» кĕнекен хăтлавĕсем пулчĕç. Вăл пайсене ертсе пыракансем мероприятие килнисен сĕнĕвĕсене шута илме шантарчĕç.
Хыпарпа çакăнта туллин паллашма пулать:Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре епле упрассине çавра сĕтелте сӳтсе яврĕçprogramma-savra-setel.pdf [268.09 Kb] (cкачиваний: 69) |
|