Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Декабрь 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Категория: Новости, Дата: 16.04.2013, 10:00, Просмотров: (1471)
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
(Çулталăкра пĕрре килекен Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн калани)


Чи малтанхи сăмахшăн – тав! Тавах!
(П.Хусанкай. „Çуралнă çĕр-шывра“)


Ялан телей пĕрчисене тĕрлĕ енчен асамлăн çупăрласа кĕтекен Этем Чунĕ-Кăмăлĕ – ирĕклĕхпе тулса ларнă пирĕн космос-галактика пекех – вĕçĕ-хĕррисĕр... Çав шутласа илейми вĕçсĕрлĕхре чăвашлăхăн авалтанах килекен масмаклă-чĕнтĕрлĕ арки çине тараватлăн çырса хунисем пулнă шухăшăмăрсене татах та малалла кармаштараççĕ, пин-пин çăлтăрсем шăтăкланă тÿпере тĕппипех иртсе кайман астăвăм шăплăхĕпе пĕлсе усă курса, малалла хастарланса-патварланса утма хистекен хамăрăн çутă тивлет пулмаллине куллен аса илтереççĕ. „Эх, мĕн ма юрататăп-ши эпĕ тăван халăха. Чĕлхи, чĕлхи-çке эмел...“ – тенĕччĕ Г.Н. Волков. Чăвашлăх вăрманĕн мăнаçлă кашлавне ыттисене те итлеме хăнăхтарма, хăш чух килсе çапакан асапсен асапне чĕрĕллех тÿссе ирттерме килнĕ эпир ку Çĕр çине. Чăвашлăх çăлтăрне тĕксĕм пĕлĕтсенчен упрама тата сирсе пымашкăн вĕрентсе çитерекенсем тата çитернисем пур-и вĕсем пирĕн.„Чăваш сăмахлăхĕн аталанăвĕнче эпĕ пилĕк юпа куратăп, Яковлев-Иванов-Ашмарин-Çеçпĕл-Хусанкай...“ (М.Ваçлейĕ).
Мухтавлă та хăватлă асаттемĕр-вĕрентÿçĕсен - И.Я. Яковлевăн, Н.В. Никольскин, Г.Н. Волковăн тата ыттисен те .м.рхи хăватне эс те тинех тепĕр хуттĕллевлĕрех ăнланма пуçларăн эппин, иккен. „Тăван сăмах – аслă педагог, мĕншĕн тесен тăван чĕлхене хăнăхнă чухне эпир вĕçĕ-хĕррисĕр нумай пĕлтерĕшсене, ăнлавсене, япаласене хаклассине, нумай шухăшсене, туйăмсене, чĕлхе логикипе философине йышăнатпăр.“ (Н.В. Никольский). Тавах сана,çак йĕркесене вулаканăм, эс те вĕсен çул-йĕрне тепĕр хут ăнкарма тăрăшнишĕн! Ĕлĕкхисĕр пуласси пит иккĕлентерет-çке пире. Уйрăмах хальхи тĕнче пĕр тĕвве çаврăннă чух. Акă, пĕр тĕслĕх çеç. Астăватăн-и, хамăр пĕчĕккĕ чу(х)не килтисем сĕтел хушшинче ларнă чух пире анне-асанне-атте- асаттесем, мамак-кукамай-кукаç-маçаксем епле вĕрентсе каланисене. Мĕнлерех вĕсене ĕмĕр манмалла мар хамăр шайра вĕрентсе калама пултарнă-ши.
- сÿс тÿме кисĕп кирлĕ, калаçма хисеп кирлĕ;
- ура такăнсан чĕркуççи ыратать, чĕлхе йăнăшсан пуçа лекет;
- çăккăртан татăк хуçса илнĕ чухне хăвăн паталла хуçса илес пулать;
- ĕçленипе алă татăлмасть, пулăшаканăн вăй-хал катăлмасть, калаçнăшăн чĕлхе хуçăлмасть;
- тупнă япалана тавăрса пар, ыйтнă япалана ыр сунса пар, кирлĕ кунта хăвна та пулăшĕ;
- тус-юлташа ан виртле, ватта-вĕтте – йăлт итле!..
Кашнин пирки уйрăм кĕнеке çырма пулать!
Çак пăрăнăçлă тĕнчен çутă та хаваслă çулĕпе хăш чух савăнса утма, хăш чух самай куççулленнĕ самантсенче тĕрĕс-тĕкел пыма çапла тата çакнашкал вĕрентсе каланисем пайтах пулăшнă пире. Халĕ çавăн евĕрлĕрех сăмахсене хамăрăн вĕренекенсене сайра хутра пулин те асăрхаттарса калатпăр.
Чăвашсен чун ăстисемпе вĕрентÿçисем самай йышлă тесе калама пултаратпăр пулин те – тăван халăхăн шăпин кун-çулне «çамрăкла» пăхакан – пит сахал. Шăпах САНРА – Чăвашлăх Вăхăчĕн Куçа Курăнман Таппи.
ХАЛЬХИ Пурнăçăмăрăн хумĕсем айăн-çийĕн куллен çаврăнччăр, анчах та малашлăх халĕпе вăй-хăвачĕ САНШĂН тупăнсах пытăр!!!
Тăван халăх чунĕ патне çак çула тупрăн пулсан - шухăшусене, тĕллевÿсене, паллă сăнсемпе сăнарсен тивлетлĕ ĕç-хĕлне АН пăрахсамччĕ!!!
Хавхаланăва, малашлăха туртăннине, чăвашлăх хевтипе хăватне паян та витĕр туйса-курса тăракансем пурри – пĕр нухратсăр ăс-хакăл вучах-кăварĕ çине, этемлĕх ăсĕпе пиçĕхнĕ вут-шанкăна хурсах тăнине пула, пирĕн ăс-тăн вăйĕ пĕртте чакманнине пĕлтерет. Виçĕ-тăватă ĕмĕр каялла кăна Управ е управçă Ыррине пуç çапнă чăвашсен çирĕплĕх, чăтăмлăх, тăванлăх туйăмĕ, эппин, халĕ те тăван кил вучахĕнчен пуçланать те тăван ен – Чăваш Ен – хĕвел шевлиллĕ сарлака тĕнче тăрăх этемĕн пурнăç тапхăрĕ малалла шунине куллен палăртса, ырăлăхпа усаллăх виçисем çине тĕрлĕрен пайланса саланать. Сыпăкран сыпăка килекен ăшпиллĕх, чыслăх, ирĕклĕх, таса чунлăх, ыр кăмăллăх куçăмăрсене пĕртте курăнман «тавралăхри» темĕнле асар-писерсем çине пăхмасăрах килĕшÿ, мирлешÿ, çураçу çулĕпе пире уттарма тăрăшать.Халĕ пирĕн кунсерен çĕнелекен урăх кăмăл-сипет, ăнкарулăх, ĕненÿлĕх, пурăнăç.Чăвашсен ĕçченлĕхĕ, кил-çуртри танлăхĕ, хутшăнусен тирпейлĕхĕ, хăтлăх-тирпейĕ çапах ытти халăх çыннисене ырăпа калаçтарать. Эппин, пирĕн пурнăç йывăççин тымарĕ çирĕп, çав вулă тăрăх сиплĕ несĕл-тăван сĕткенне ытлăн-çитлĕн çÿретмешкĕн куллен ăнтăлакан тăванăмăрсем, çыравçă-поэтсем, ăс-хакăлăн мрамор-гранитне куллен «кăшлакан» тĕпчевçĕсем малашне те хастар хутшăнасса шансах тăратăп.

Л. Атлай




Виç çаврăм тивлетлĕ сăмахВиç çаврăм тивлетлĕ сăмахВиç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна