Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » О нас говорят » Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.
Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.
Категория: О нас говорят, Дата: 13.05.2013, 15:16, Просмотров: (1839)
Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.

ПЫТАРМАСĂР
Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ

Авалхи чăваш çыннин ячĕсенче тата кайăк ячĕсенче чĕлхе пуянлăхĕ, унăн тарăн тымарĕ курăнать.
ДОСЬЕ: ПЕТРОВ (АТЛАЙ) ЛЕОНИД ПОРФИРЬЕВИЧ, чĕлхеçĕ
çуралнă: 1957 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче
ăçта: Вăрнар районĕнчи Тулти Пăртас ялĕнче
ашшĕ-амăшĕ: Петров Порфирий Петрович, колхоз бригадирĕ, хуçалăх енĕпе пулăшаканĕ, Нина Ананьевна, колхозница
вĕреннĕ: Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмĕнче, университет çумĕнчи аспирантурăра
ĕçленĕ: Чăваш АССР наукăпа тĕпчев институтĕнче чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи кафедринче – преподаватель, Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн декан çумĕ, университетăн Чĕмпĕрти представительствин кураторĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕнче, ăслăх çыруçи
паллă ĕçĕсем: «Чувашская орнитонимия и история его формирования» наука диссертацийĕ», 70 яхăн тĕпчев ĕçĕ: «Чĕлхе пархатарĕ» кĕнеке, «Антропонимическое наследие в чувашском языке», «Аякри çывăх тăвансем патĕнче», «Из истории чувашских дохристианских имен», «Из истории чувашских названий хищных птиц», «Личные имена закамских чувашей-язычников», «Патшалăх статусĕллĕ чăваш чĕлхи», «Çĕнĕ ĕмĕр: ăслăлăхпа чĕлхемĕр аталанăвĕ» наука статйисем тата ытти те
ят-сум: филологи наукисен кандидачĕ, доцент
 Кайăк-кĕшĕк ячĕсенче чăваш чĕлхин пуянлăхĕ хăш енчен палăрать? Вĕсене тĕпчеме экспедицисене тухса çÿретĕр-и?
 Чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан кайăк-кĕшĕксемпе эпĕ мĕн пĕчĕкрен кăсăкланнă, вĕсен йăлине, тыткаларăшне чылай чухне пĕлнĕ. Çак темăна анлăлатса, пысăклатса, пуянлатса пысăк пĕлтерĕшлĕ интереслĕ кĕнеке хатĕрлесе кăларасшăн. Кайăк тĕнчи вăл – хăйне евĕрлĕ çав тери пысăк тĕнче. Эпĕ ĕнтĕ, тĕрĕссипе каласан, пÿлĕмре ĕçлекен кайăкçă. Чĕлхеçĕсен ытларах сăмахпа ĕçлеме тивет. Орнитологсем пирĕн республикăра 290 тĕрлĕ кайăк пурăннине палăртаççĕ, анчах та çак кайăксен ячĕсем ку шутран чылайрах. Хăш-пĕр кайăкăн тĕрлĕ районта е республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнчи ячĕ пачах урăхла. 300-350 тĕрлĕ ят та пур: ăрункăш (ронжа), кĕпшĕл (сойка), лачăн (сокол), лелек (аист), сантукаç (шăпчăк), хăлат (беркут), шаланкăш (павлин), этелек (балабан) тата ытти те. Çакнашкал ятсем пирĕн чĕлхере çеç мар, ытти хăш-пĕр тĕрĕк чĕлхисенче те пур.
– Эсĕ хăвна чĕлхе фаначĕ те шутлатăн-и?
 Паллах, ача чухнех таçта чунра тăрса юлнă пуль. Атте килте питĕ нумай хаçат-журнал çырăнса илетчĕ – Раççей шайĕнчи кăларăмсăр пуçне «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсене кашни çулах çырăннă. Вĕсем килессе вара чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕрччĕ, ушкăнпа ларса вулаттăмăрччĕ. Ачалăхри асран кайми самант чунра чĕлхе патне ăнтăлас туртăм вăратнă пуль тесе шухăшлатăп.
 Авалхи чăваш ячĕсем – питĕ илĕртÿллĕ тема. Чи илемлĕ ятсене, халăх таçанах мана пуçланисене асăн-ха. Чăваш халăхĕ паянхи кун çав ятсене усă курнă тĕслĕхсем мĕн чухлĕ?
 Тĕне кĕмен чăвашсем пирки час-часах аса илетпĕр, вĕсем халь те пур. Унчченрех анатри чăвашсен хушшинче (Шăмăршă тăрăхĕнче, Йĕпреç районĕнче) сахал мар тĕл пулнă. Эпĕ авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакан инçетри чăваш ялĕсене экспедицие çитсе курнăччĕ. Тутарстанри Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ятлă питĕ илемлĕ ял пур, Самар тăрăхĕнчи Шунтала районĕнче – Ухинкел ялĕ. Çав тăрăхсенчи илемлĕ чăваш ятлă çынсем халь те пурăнаççĕ – Савтепи, Хĕртелет, Ялампи, Алапай, Аканей, Альмункка, Пайтул, Сайкуш, Элентюк, Айпике, Кайăкпи, Менсулу, Тикенеш, Шернепи тата ытти те.
 Санăн юратнă сăмахху пур-и?
 Атте 4 çул ытла Румынире салтакра пеленгатор станцийĕн пуçлăхĕ пулнă, Морзе азбукипе ĕçленĕ. Килте вăл унтан илсе килнĕ хăйĕн юратнă сăмахне час-часах калатчĕ: «алямс». «Ăнлантăм» тенине пĕлтерет. Çав сăмах халĕ манăн чĕлхене те час-часах килет.
 …Пĕр паллă автоинтервьюра эсĕ ялан «пĕрремĕш хут» тесе çыратăн: «пĕрремĕш хут çурла тытса тырă вырни, пĕрремĕш хут Байкал кÿллинче шыва кĕни, пĕрремĕш хут нихçан ирĕлмен çĕр çинче никĕс валли шăтăксем чавни (БАМра общежити çурчĕсем лартма). Халĕ çав историсенчен пĕр-иккĕшне тĕплĕнрех каласа парсам.
 Студент чухне стройотрядсене каяттăмăр. 1-мĕш курс хыççăн Каçал таврашне ĕне ферми тума кайнăччĕ. 2-мĕш курс хыççăн Çĕмĕрле районĕнче плотина турăмăр. 3, 4-мĕш курссем хыççăн икĕ çул БАМра ĕçлерĕм – Нерюнгринче тата Сосновый бор хуласенче. Аякри хуласене питĕ кайса курас килнипе Чулхула студенчĕсемпе тухса кайрăм. Çитрĕмĕр те, вĕçĕ-хĕррисĕр тайга куртăмăр, яланлăхах асра юлчĕ. Унта – йăлтах ĕмĕрхи шăн çĕр, çиелти сий мăкпа витĕннĕ. Çулла 25-28 градус ăшăра та çав пăр ирĕлмест. Унта çурт тума свай юпасем лартмалла. Мĕнле? Лумпа, кĕреçепе шăн пăра кататтăмăр, общежити фундаменчĕ валли шăтăксем чаваттăмăр. Сарлакăшĕ – 1 метр, тарăнăшĕ – пĕр метр çурă. Хăшĕсем кунĕпех пирус туртса ларатчĕç, чавасшăн марччĕ. Эпир вара, ял ачисем, тăрăнса ÿксех чаваттăмăр. Хăш чухне, лайăх вырăна лексен, икĕ шăтăк та хатĕрлеттĕмĕр. Пĕр шăтăк чавнăшăн 25 тенкĕ паратчĕç. Çамрăк пулнă, каçхине канма та тăрăшаттăмăр, ташлама çÿреттĕмĕр. Пĕрре çапла сасартăк чăваш сăмахĕ хăлхана кĕрсе кайрĕ. Пăхатăп та, тăваттăн-пиллĕкĕн тăнă ушкăнра чăвашла калаçаççĕ. Эпĕ вĕсем патне пытăм та: «Эсир кунта ма ташламастăр?!» – тесе кăшкăрсах ятăм. Эх, мана тек калаçтармарĕç те, тÿрех хăйсем патне çĕклесе тенĕ пек хăнана илсе кайрĕç. Ун чухне комсомол путевкипе тĕрлĕ вырăнти стройкăсене çамрăксем нумай пынă. Ку çамрăксем, Германире службăра тăнă чăваш каччисем, салтак хыççăн БАМа укçа ĕçлесе илме виçĕ çуллăха ятарласа, килте пулмасăрах, пынă пулнă. Эпир туслашса кайрăмăр, мана вĕсемпе пĕрле пурăнма питĕ аван пулчĕ. Эпир, студентсем, палаткăра пурăнаттăмăр. Ирхине çывăрса тăратăн та, витрери çăвăнмалли шыв шăнса ларнă... Эпĕ хамăн ентешсем патне час-часах тухса каяттăмччĕ. Вĕсем мана тĕрлĕ истори каласа паратчĕç. Кайран иккĕмĕш çулне те вĕсемпе пĕрлех пултăм (Сосновый бор посёлокра). Паллах ĕнтĕ, каччăсем хĕрсем патне чупасси пулатех. Манăн ентешсен савнийĕсем темшĕн вырăс, украин хĕрĕсем марччĕ, вырăнти якут хĕрĕсемччĕ... Хуран-кăваккăн йăлтăракан çÿçлĕ, хĕсĕк куçлă хĕрсем килĕшетчĕç вĕсене. Çав каччăсемпе ĕмĕр тăршшĕпех çыхăну татман, пĕри çак кунсенче Шупашкара килесси пирки пĕлтерчĕ, тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.
ЛЮДМИЛА САЧКОВА


СĂМАХ МАЙ
Вĕçен кайăк ячĕсем уйрăмах кăркăс чĕлхинче нумай. Вĕсем чăваш чĕлхинчи ятсемпе пĕр килеççĕ. Кÿршĕре пурăннă монгол чĕлхисемпе те пĕр пеклĕхсем пур.
Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна