Шупашкар районĕнчи Салапайкасси шкулĕ 130 çул тултарнă
Категория: Новости,
Дата: 21.11.2013, 13:23,
Просмотров: (1458)
Шупашкар районĕнчи Салапайкасси ялĕ пĕтĕм чăвашлăх уçлăхĕнчи чи паллă ялсен шутне кĕрет. Кунта Чăваш Республики гимнĕн авторĕсенчен пĕри – тĕнче шайĕнчи паллă композитор Герман Степанович Лебедев çуралнă, çак шкулта вĕренсе ÿнер тĕнчин анлă çулĕ çине тухма пултарнă. Асăннă шкула çÿресех пуçласа пĕлÿ пухнă тепĕр паллă тĕпчевçĕпе те мухтанаççĕ салапайкассисем. Вăл - чăвашсен паллă чĕлхеçи, вĕренÿ кĕнекисемпе меслетлĕх кăтартăвĕсен авторĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш Республикин наука тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мефодий Федорович Чернов профессор (кÿршĕри Малти Ункăпуç ялĕнче çуралнă). Нумаях пулмасть асăннă шкул 130 çул тултарчĕ. Салапайкассисемпе пирĕн институт ĕçченĕсем те туслă çыхăну тытаççĕ. Кунта М.Г. Кондратьев, А.А. Трофимов, Ю.В. Викторов профессорсем институт ĕçĕпе пĕрре кăна мар пулаççĕ, ялан ырă сĕнÿсемпе канашсем параççĕ. Шкул юбилейне халалланă анлă уява Л.П.Петров ăслăх çыруçи те хутшăнчĕ, шкул библиотекине институт директорĕ Ю.Н. Исаев ячĕпе ачасене пултарулăх çулĕпе ăс-хакăл тĕнчинче патваррăн утмашкăн кĕнекесем парнелерĕ.Уяв пирки тĕплĕнрех çакăнта паллашма пулать: "ДОМ, В КОТОРОМ УЮТНО НАМ ВСЕМ" |
|