Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Ноябрь 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Новости » Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитрĕ
Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитрĕ
Категория: Новости, Дата: 24.01.2014, 12:03, Просмотров: (1261)
ТĂВАЙ РАЙОНĔНЧИ ТĂРМĂШ ЯЛĔН ШКУЛĔ УÇĂЛНĂРАНПА 130 ÇУЛ ÇИТРĔ

2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитнине паллă турĕç. 1884 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче уçăлнă шкул чăваш халăхне сахал мар пултаруллă, хастар, маттур ывăл-хĕр çитĕнтерсе, ăс-пĕлÿ парса чапа тухнă. Тăрмăш шкулĕнчен 9 ăсчах (1 ăслалăх докторĕ, 8 ăслалăх кандидачĕ), 5 композитор, 2 тава тивĕçлĕ артист, 35 тава тивĕçлĕ ĕçчен, 80 офицер (18 офицер Аттелĕх Аслă вăрçи хирĕсенче пуçне хунă), 180 учитель, 1 тĕнче класлă спорт мастерĕ, 5 спорт мастерĕ, 4 спорт мастерĕн кандидачĕ, темиçе теçетке медицина ĕçченĕ т.ыт. нумай пултаруллă ача вĕренсе тухнă.
Тăрмăш ачисенчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе çыхăннă хастарсем те сахал мар. Александр Георгиевич Васильев композитор нумай çул институтăн ăслалăх канашĕн пайташĕ пулнă. Шел пулин те, вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Николай Нилович Казаков тата Юрий Павлович Григорьев композиторсем институтăн ÿнер пĕлĕвĕ пайĕпе тачă çыхăну тытаççĕ.
Александр Валерьянович Кузнецов филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ 2001 çулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăх кĕçĕн ĕçтешĕ пулса ĕçлеме пуçланă.
2004 çулхи ака уйăхĕнче 10.02.20. – Танлаштаруллă-историллĕ, типологиллĕ тата шайлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ ăстаçăлăхпа «Вербальные средства этикетного общения в чувашском языке (опыт компаративного, контрастивного и этнолингвокультурологического изучения)» темăпа филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн степеньне тивĕçтерекен диссертаци хÿтĕленĕ.
2005 çулхи кăрлачранпа çĕртмечччен - чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăх ĕçтешĕ, 2005 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа 2008 çулхи утă уйăхĕччен – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх çыруçи, 2008 çулхи утă уйăхĕнчен 2012 çулхи раштавччен - чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, 2013 çулхи кăрлачранпа авăнччен - чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ, 2013 çулхи авăнран хальхи вăхăтчен - ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ - чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ.
А.В. Кузнецов шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ячĕпе саламларĕ, институт кăларнă ăслăлăх ĕçĕсене парнелерĕ, малашне те тăван халăх валли тарăн пĕлÿллĕ ачасем хатĕрлес йывăр ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ.

Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитрĕТăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитрĕТăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул çитрĕ
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна