Уяв ячĕпе! Хаклă ентешĕмсем! Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Чăваш Енĕн патшалăх гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ – пирĕн халăх пуянлăхĕ, вĕсем унăн наци пĕрлĕхне, иртнипе хальхин тата пулассин çирĕп çыхăнăвне кăтартаççĕ. Талантлă çынсем Элли Юрьев, Герман Лебедев тата Илле Тукташ тунă патшалăх символĕсем чăваш халăхĕн нумай ĕмĕре тăсăлакан историне, унăн культурин пуянлăхĕпе хăйне евĕрлĕхне, Чăваш Республикинче туслă та килĕштерсе пурăнакан мĕн пур наци тата тĕн çыннин пĕрлĕхне сăнарлаççĕ. XXIĕмĕрте, глобализаци саманинче, пирĕн халăхăмăрăн кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăвармалла, Тăван çĕр-шывпа çыхăннă юрату туйăмне, историе хисеплессине çитĕнекен ăрăва памалла. Чăваш Республикин патшалăх символĕсем – пирĕн историн пĕр пайĕ. Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарура ăнăçу, тăнăçлăх, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники! Поздравляю вас с Днем государственных символов Чувашской Республики! Государственные герб, флаг и гимн Чувашии – это достояние нашего народа, они отражают его национальное единение, неразрывную связь между прошлым, настоящим и будущим. Созданные талантливыми творцами Элли Юрьевым, Германом Лебедевым и Ильёй Тукташем, государственные символы олицетворяют многовековую историю чувашского народа, богатство и своеобразие его культуры, единство представителей всех национальностей и вероисповеданий, живущих в Чувашской Республике в мире и согласии. В XXI веке, в эпоху глобализации, нашему народу следует сберечь и сохранить духовно-нравственные ценности, передать подрастающему поколению любовь к Родине, уважение к ее истории, частью которой являются государственные символы Чувашской Республики. Желаю вам крепкого здоровья, успехов во всех добрых начинаниях, мира, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев |