|
Институт
Устав института
Администрация
Наши сотрудники
Директоры института
Новые издания
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
Научная библиотека
Научный архив
Навигация
О нас говорят
Чувашский гуманитарный вестник
Чувашская энциклопедия
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
Сайты-партнеры
Реквизиты
Календарь
« Декабрь 2023 » |
---|
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
---|
| 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
Опрос
Архив
Ссылки
|
|
Межрегиональная научно-практическая конференция «Чувашская орфография: вчера, сегодня, завтра» (г. Чебоксары, 12 марта 2015 г.)
Категория: Мероприятия, Дата: 17.03.2015, 17:10, Просмотров: (2473)
       programma-orfografi-konferenci-2015.pdf [1.9 Mb] (cкачиваний: 98)programma-orfografi-konferenci-2015.doc [219 Kb] (cкачиваний: 68)orfografiya-chuvashskaya-konferenciya-rus-1.doc [31 Kb] (cкачиваний: 24)orfografiya-chuvashskaya-konferenciya-chuv-1.doc [34 Kb] (cкачиваний: 21) 2015 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваш орфографийĕ ĕнер, паян, ыран» регионсен ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Унта ăсчахсем, педагогсем, журналистсем, политиксем, культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, халăх хастарĕсем пуçтарăнчĕç. Тĕрĕс çырмалли йĕрке пирки паян тĕрлĕрен шухăшлакан пур. Пĕрисем 1992 çулчченхи правилăсене тавăрмалла теççĕ, теприсем хальхи правилăсене тĕкĕнмелле мар тесе çирĕплетеççĕ, виççĕмĕшсем уйăрса çырсан пайĕсем ăнланмалла мар пулакан сăмахсене (вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен пĕлтерĕшĕсем шупкаланнине е çухалнине пула) халĕ уйăрса мар, пĕрлех çырма ыйтаççĕ. Тĕп ларура тухса калаçакансем (А.П. Долгова, Г.А. Дегтярёв, А.В. Кузнецов) сиксе тухнă хирĕçÿ вырăнсăррине, пирĕн халăхăн ытларах пайне тивĕçтерекен правилăсем йĕркелемеллине, ăна хальхи правилăсене пăрахăçламасăр, пысăках мар улшăнусем кĕртсе, чи хирĕçÿллĕ тĕслĕхсенчен хăтăлса тума пулнине тĕпе хучĕç. Денис Гордеевпа Ева Лисина вара пачах урăхла шухăша тĕпе хучĕç: хальхи правилăсене пăрахăçламалла та «киввине» тавăрмалла. Секцисенче тухса калаçакансем те хире-хирĕçле шухăш каларĕç. Теорипе çыхăннă секцире «киввине» тавăрмалла текенсен ушкăнĕ хăйсене-хăйсем хирĕçлени паллă пулчĕ: Библи уйăрса çырнă текстсене йышăнмасть тени те тĕрĕсех мар иккен (И.Я. Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем куçарнă текстсенче вĕсене уйрăм е дефиспа çырнă), шкулта ачасем уйăрса çырнă сăмахсене вырăсла тĕрĕс мар куçараççĕ тени те пачах та апла мар (çапла калакансене шкулта ĕçлекенсем хирĕçлерĕç) т.ыт.те. Вĕренÿпе тата пичет ĕçĕпе çыхăннă секцире вара пурте тенĕ пекех пĕр шухăшлă пулни палăрчĕ: çĕнĕ правилăсене сыхласа хăвармалла. Конференцире пĕр сăмахах иккĕлле çырма ирĕк паракан самантсене пĕтермелле текен шухăша та каларĕç. Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсен шутне чакарса пынă вăхăтра уйрăм-пĕрле çырасси пирки тавлашни вырăнсăр пулнине палăртакансем те пулчĕç. Конференцие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçи Петр Степанович Краснов, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Владимирович Кудряшов, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин йĕркелÿпе право пайĕн пуçлăхĕ Гульнара Мухамедшевна Алёшина та хутшăнчĕ. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче статьясемпе сĕнÿсене пуçтараççĕ (яваплисем Г.А. Дегтярёвпа А.В. Кузнецов). Унтан статьясене редакцилесе материалсен пуххине уйрăм кĕнекен кăлараççĕ. Сĕнÿсене те çав кунчченех пухаççĕ, унтан пĕтĕм сĕнĕве пухса ятарлă резолюци хатĕрлесе орфографи комиссине параççĕ. Орфографи комиссийĕ (вăл Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн пайĕ пулать) вĕсене пăхса тухса Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссине (ăна икĕ министерство пĕрле йĕркеленĕ) çирĕплетме тăратать. Ун хыççăн вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çав резолюцие шута илсе орфографи правилисем пирки калакан йышăну тăвать. Конференцире калас текенсем хăйсен шухăшĕсене калама пултарчĕç… Çырса парас текенсен пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен вăхăт пур. Пирĕн шутпа, çулталăк ытла тăсăлнă никама та кирлĕ мар хирĕçÿ-тавлашăва вĕçлеме вăхăт çитрĕ.
   






























































Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕ
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ
Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ
ИНФОРМАЦИ ÇЫРĂВĔ
Хисеплĕ ĕçтешсем! Сире регионсен шайĕнчи «Чăваш орфографийĕ: иртни, хальхи, пуласси» конференцие хутшăнма йыхравлатпăр. Конференци Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртет. Çак секцисем ĕçлĕç: 1. Чăваш орфографийĕн теори никĕсĕ. 2. Чăваш орфографийĕн шкул вĕрентĕвĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ. 3. Чăваш орфографине пичетре тытса пырасси. Заявкăсемпе тезиссене пуш уйăхĕн 3-мĕшĕччен йышăнатпăр. Тезиссен калăпăшĕ 1800 паллă таран. Статьясене пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен çитермелле, калăпăшĕ 0,5 а.л. (20000 паллă) таран. Усă курмалли шрифтсем: TimesET Chuvash, TimesET Engl-Rus, ытти чĕлхесенчи ятарлă графемăсене палăртма WL CyrillicExt, WL LatinExt ярăмри шрифтсемпе усă курмалла. Кегль – 14. Полясем: сулахайра – 3 см, сылтăмра – 1,5 см, çÿлте тата аялта – 2 см. Абзац – 1,25 см. Йĕркесен хушши – 1,5 интервал. Конференци материалĕсене пичетлеме палăртнă. Текстсене тимлĕ юсаса якатма, йăнăшсемсĕр тата тивĕçлĕ шайра хатĕрлесе пама ыйтатпăр. Тезисĕсене сĕнмен авторсен ĕçĕсене конференци материалĕсен пуххине кĕртмесен те пултаратпăр. Конференцин ĕç чĕлхисем: чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи. Командировка тăкакĕсене конференцие хутшăнакансем хăйсем саплаштараççĕ. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29 çурт, 1-мĕш корпус. Çыхăнмалли телефонсем: 8(8352)450-787 – Петров Леонид Порфирьевич, ăслăлăх çыруçи 8(8352)450-258 – Кузнецов Александр Валерьянович, филологи енĕн (чĕлхе пĕлĕвĕ) ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ 8(8352)450-626 – Дегтярев Геннадий Анатольевич, филологи енĕн (сăмах кĕнекисем, ярăмлă кăларăмсем тата электрон энциклопеди) ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Электрон почта: orfografiya.chuvashskaya@mail.ru Пирĕн сайт: www.chgign.ru
Регионсен шайĕнчи «Чăваш орфографийĕ: иртни, хальхи, пуласси» конференцие хутшăнмалли ЗАЯВКА (Шупашкар хули, 2015 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ) Хушамат Ят Аçăр ячĕ Ĕç вырăнĕ Должность Ăслăлăх степенĕ Ăслăлăх званийĕ Çыхăнмалли телефон Электрон почта Доклад (пĕлтерÿ) ячĕ Хăна çурчĕ кирлĕ е кирлĕ мар Техника хатĕрĕсем кирлĕ е кирлĕ мар Ятарлă йыхрав кирлĕ е кирлĕ мар
Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики
Комитет по социальной политике и национальным вопросам Государственного Совета Чувашской Республики
Чувашский государственный институт гуманитарных наук
Институт образования Чувашской Республики
ИНФОРМАЦИОННОЕ ПИСЬМО
Уважаемые коллеги!
Приглашаем Вас принять участие в работе межрегиональной научно-практической конференции «Чувашская орфография: вчера, сегодня, завтра», которая состоится 12 марта 2015 г. Будут работать три секции: 1. Теоретические основы чувашской орфографии. 2. Место и роль чувашской орфографии в школьном образовании. 3. Соблюдение правил чувашской орфографии в печатных изданиях. Заявки и тезисы принимаются до 3 марта 2015 г. включительно. Объем тезисов до 1800 знаков. Статьи принимаются до 23 марта 2015 г. Объем статей – до 0,5 а.л. (20000 знаков). Используемые шрифты: TimesET Chuvash, TimesET Engl-Rus, а для специфических графем - шрифты серий WL CyrillicExt, WL LatinExt. Кегль – 14. Поля: слева – 3 см, справа – 1,5 см, сверху и снизу – 2 см. Абзац – 1,25 см. Межстрочный интервал – 1,5. Запланировано издание материалов конференции. Присылаемые тексты необходимо вычитать, представить в пригодном для издания виде. Статьи авторов, не приславших для публикации свои тезисы оргкомитет имеет право отклонить и не публиковать в материалах конференции. Рабочие языки: чувашский и русский. Командировочные расходы за счет отправляющей стороны.
Наш адрес: г. Чебоксары, Московский проспект, дом 29, корпус 1. Наши телефоны: 8(8352)450-787 – Петров Леонид Порфирьевич, ученый секретарь 8(8352)450-258 – Кузнецов Александр Валерьянович, ведущий научный сотрудник филологического направления (языкознание) 8(8352)450-626 – Дегтярев Геннадий Анатольевич, ведущий научный сотрудник филологического направления (словари, серийные издания и электронная энциклопедия) Электронная почта: orfografiya.chuvashskaya@mail.ru Наш сайт: www.chgign.ru
ЗАЯВКА на участие в Межрегиональной конференции «Чувашская орфография: вчера, сегодня, завтра» (г. Чебоксары, 12 марта 2015 г.) Фамилия Имя Отчество Место работы Должность Ученая степень Ученое звание Телефон Электронная почта Название доклада (сообщения) Необходимость бронирования гостиницы (да/нет) Нужные технические средства (да/нет) Необходимо отправить официальное приглашение (да/нет) |
|
|
|