Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Мероприятия » Мĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Мĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 27.10.2015, 16:29, Просмотров: (1038)
Мĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕЮпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Мĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ларăва институтăн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ И.Ю.Кириллова ертсе пычĕ. Вăл пухăннисене кĕскен çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн ячĕ чăваш совет литературинче пачах та палăрман пулсан та В.Ахун, В.Станьял, В.Родионов, Ю.Яковлев тĕпчевçĕсене пула паянхи вулакан унпа тĕплĕнрех паллашма пултарать. Хăй пурăннă чухнех «халăх тăшманĕ» тата «националист» тесе айăпланнăскерĕн çĕн йĕркелÿ тапхăрĕнче пултарулăхĕ тĕпчевçĕсен объекчĕ пулса тăчĕ. Тăван çĕр-шывшăн пăлхануллă саманара пурăннă хастар çамрăк халăх шăпишĕн кĕрешĕве кĕмесĕр пултарайман. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хресчен тата çĕр ыйтăвĕсене мала хуракан эсерсен политики унăн тавра курăмне çывăх пулнине туйса илет вăл. Кайран, Совет тапхăрĕ пуçлансан, çакăншăн унăн нумай хур курма тивет. Хăй пурăннă самана паллисем унăн пултарулăхĕнче мифологилле курăм, символсемпе метафорăсем урлă сыхланса юлнă.
В.Г. Родионов тĕпчевçĕ Мĕтри Юманăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕ, унăн «Пÿлĕх йăмри» калавĕнчи, «Шевле вылять» прозăлла сăввинчи мифологизм çинчен, «Укăлчакасси» пьесин чăваш драматургийĕнчи вырăнĕ çинчен каласа пачĕ. Çыравçă çырнисене вăл пурăннă вăхăта, унăн политикăри ĕçĕ-хĕлне шута илсе хакламалла. Самани пăтрашуллă пулнă, нумай чăваш интеллигенцин ывăлне йывăр суйлав умне кăларса тăратнă: кам майлă пулмалла, кама хирĕç тăмалла. Юман Мĕтри яланах наци идейисемшĕн çуннă, тăрăшнă, çавна пулах хура-шурне те нумай тÿснĕ. Вăл çырса хăварнă «1905 çул» (1925), «Чăвашсем» (1926) историллĕ кĕнекисем паянхи историксене çав тапхăра тĕрĕсрех ăнланма пулăшаçех.
А.В. Кузнецов чĕлхеçĕ Юман Мĕтри чăваш чĕлхи тасалăхĕшĕн, литература чĕлхин илемлĕхĕшĕн çине тăрса ĕçленине тĕслĕхсем илсе парса çирĕплетрĕ. Çыравçă çĕклекен ыйтусем паянхи куншăн та актуаллă, вăл сĕннĕ сăмахсем чылайăшĕ паянхи ăслăлăхра çирĕпленсе юлнă.
Г.А. Дегтярёв чĕлхеçĕ Юман Мĕтрин туллинрех çырнисен пуххине кăларма вăхăт çитни пирки каларĕ. Унăн «Суйласа илнисем» (1997) пуххине пур хайлавĕ те кĕмен, çавсене тупса, вĕсене литературовед куçĕпе пăхса тишкерсе çĕнĕ кăларăма 2 томпа кăларма сĕнчĕ: литература хайлавĕсем тата чăваш халăх историне çутатса паракан кĕнекисемпе статьясем.
Пухăннисем унăн шухăшне ырларĕç. Чăнах та, чăваш литературинче Юман Мĕтри шайĕнче çыракансем нумаях мар, пирĕн вĕсене манмалла мар.

Мĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕМĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕМĕтри Юман (1885-1939) чăваш çыравçи çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă филологи енĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна