Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Новости » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри II-мĕш фестивале çитсе уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри II-мĕш фестивале çитсе уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланă
Категория: Новости, Дата: 5.11.2015, 13:31, Просмотров: (838)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри II-мĕш фестивале çитсе уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланăЧăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри II-мĕш фестивале çитсе уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланăЧăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри II-мĕш фестивале çитсе уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланă









Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа Раççейри мĕнпур регионсенче савăнăçлă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Чăваш Республикинче кашни çул районсемпе хуласенче пысăк уявсем йĕркелесе ирттереççĕ. Кунсăр пуçне Мускав хулине Чăваш Енрен сумлă делегаци 200 çын ытла савăнăçлă митинга кайнă. Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре уява хутшăннă, Раççейри халăхсен пĕрлехи çемьи ятпа халалласа ирттернĕ республикăри нацисен II-мĕш фестивале çитсе, уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланă. Уяв Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Михаил Игнатьев фестивале хатĕрленсе тăратнă тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă, тĕрлĕ ĕçсен пултарулăхĕпе кăсăкланнă. Уява республикăра пурăнакан халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă, пурĕ 1000 çын патнелле пулнă. Уяври мĕнпур çынна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Пĕтĕм халăхсен тата национальноçсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхне пула Чăваш Республикинче тĕнче тата Пĕтĕм Раççей шайĕнчи мероприятисем ăнăçлă иртнине асăннă. «Паллă ĕнтĕ: Раççей регионсемпе вăйлă. Çĕршывăн кашни республикинче, кашни облаçĕнче хăйсен сайра тĕл пулакан культурине тата йăли-йĕркине сыхласа хăварнă. Чăваш Ен – тăнăçлă аталанакан регион. Пирĕн несĕлĕмĕрсен историйĕ, чĕлхи, юрри-ташши, костюмĕсем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ тата тирпейлĕн упранаççĕ. Пирĕн йăла-йĕркепе культура ăнтăлса ĕçлеме хавхалантараççĕ, патриотизм туйăмĕсене вăратаççĕ, çамрăксене Тăван çĕршыва юратса çитĕнтерме пулăшаççĕ», - тесе каланă регион Ертрӳçи Михаил Игнатьев. «Этеме хывнă инвестицисем, ĕçченлĕх пире аталанма тата экономикăн кăткăс условийĕсенче тивĕçлĕ вырăн йышăнма пулăшаççĕ. Эпир çĕнĕ производствăсем уçатпăр, ял хуçалăх продукцийĕн производство индексне пысăклататпăр, çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне сыхласа хăваратпăр. Пирĕн паянхи тĕллев – хамăрăн позицисене сыхласа хăварасси çеç мар, вĕсене çирĕплетесси те. Эпир пĕрле пысăк çитĕнӳсем тăваятпăр! Чăваш Ене тата хитререх, ăнăçлăрах тума вăй çитереетпĕр! Мĕн палăртнине пурнăçлатпăрах, мĕншĕн тесен эпир пĕрле, эпир пĕршухăшлă! Пĕрлĕхре – пирĕн пултарулăх вăйĕ!», - тесе çирĕппĕн каланă уявра. Пултарулăх енĕпе уйрăммăн палăрнисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Малов «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика парти регионти уйрăмĕн ячĕпе уява пухăннисене чĕререн саламланă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле килĕшсе пурăнмалла, инкекре те савăнăçра та пĕрне пĕри яланах ăнланса пулăшма хатĕр пулмалла», - тесе каланă хăйĕн саламĕнче Николай Малов. Уявра савăнăçлă концерт пурин кăмăлне те çĕклесе янă.

Хыпара çакăнтан илнĕ:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри II-мĕш фестивале çитсе, уява пуçтарăннă пултарулăх ушкăнĕсене саламланă
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна