Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Мероприятия » Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 25 çул, Тĕп Сакунне йышăннăранпа 15 çул çитнĕ ятпа ирттерекен «Çавра сĕтел»
Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 25 çул, Тĕп Сакунне йышăннăранпа 15 çул çитнĕ ятпа ирттерекен «Çавра сĕтел»
Категория: Мероприятия, Дата: 2.12.2015, 16:57, Просмотров: (892)
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче раштавăн 8-мĕшĕнче Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацие йышӑннӑранпа 25 ҫул, Чӑваш Республикин тӗп саккунне — Конституцине — йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнӗ ятпа лару иртрĕ.
Ăна гуманитари институчӗ йӗркелерĕ. Модераторĕ тата ертсе пыраканĕ ЧПГĂИ аслă сотрудникĕ Алексей Леонтьев пулчĕ.
Мĕн вăл суверенитет? Мĕн тума кирлĕ? Малашне мĕн тумалла? Çак ыйтусем йĕри-тавра пулчĕ ларури калаçу.
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов пухăннисене паллă кунсемпе саламларĕ, Конституцине тата патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннин пĕлтерĕшне кĕскен уçăмлатрĕ.
Ун хыççăн анлă докладпа ЧНК президиумĕн пайташĕ, паллă юрист Николай Лукианов тухса калаçрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пулса иртнĕ пулăмсене пĕтĕмлетсе Николай Егорович çакна палăртрĕ:
- Раҫҫей территорийӗнче тем тӗрлӗ халӑх та пурӑннине, вӗсен кашнин хӑйне майлӑ истори, йӑла-йӗрке пуррине пӗлсе, вӗсене хисеплесе, аталантарса пымалла.
- Пирӗн, чӑвашсен, ҫирӗммӗш ӗмӗрте хамӑр тӑван патшалӑхӑмӑра йӗркелесе янӑскерсен, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте те ӑна упраса, аталантарса, хӑватлантарса пымалла.
Ун хыççăн Конгреса йĕркелесе яраканĕ тата ЧНК президиумăн хисеплĕ пайташĕ, паллă ăсчах Атнер Хусанкай сăмах илчĕ. Хăй докладĕнче вăл чăваш халăх аталанăвĕн тапхăрĕсене асăнчĕ.
- Кашни халăх хăйĕн аталану çулне хăй суйласа илет, хăй аталантарать.
Чăваш ятне çĕклес тесен бюджет, экономика тĕлĕшĕнчен çĕкленмелле,- палăртрĕ Атнер Петрович.
Анатолий Кипеч çыравçă та тухса калаçрĕ. Вăл Конституци тата патшалăх Суверенитечĕн декларацине йышăннин юбилейĕсене паллă тума чăваш халăхĕн сумлă çыннисем пуçтарăнни савăнтарнине каларĕ.
- Çак паллă пулăмсен пĕлтерĕшĕ - эпир хамăр чĕлхепе калаçма пултарни, хаçат-журналсем пичетлени тата ытти Конституци пулăшнипе пулса пыракан ырă пулăмсем,- пулчĕ Анатолий Ильичăн шухăшĕ.
-Эпир тĕнчене хамăр культурăпа тата йăла-йĕркепе кăсăклă. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн культурăна сыхласа хăвармалла,- терĕ паллă ăсчах Виталий Станъял.
Юбилейлă ларăва пĕтĕмлетнĕ май ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов пурне те пĕрле, хирĕçÿсĕр, туслăн чăваш чĕлхине, культурине, халăх пурнăçне аталантарассишĕн ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
ЧНК пресс-служби.

Конституцине тата Суверенитет декларацине йышӑннин çавра çулĕсем ҫитнине халалланӑ лару
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна