Федоров Г.И. Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки. 2 томлă. 1-мĕш том: А—С / Г.И. Федоров. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2016. 271 с.
Категория: Новые издания,
Дата: 21.12.2015, 09:53,
Просмотров: (1278)
ФЕДОРОВ Г.И. ЧĂВАШ ФРАЗЕОЛОГИЙĔН ĂНЛАНТАРУЛЛĂ СĂМАХ КĔНЕКИ. 2 ТОМЛĂ. 1-МĔШ ТОМ: А—С / Г.И. ФЕДОРОВ. — ШУПАШКАР: ЧĂВАШ КĔНЕКЕ ИЗД-ВИ, 2016. — 271 С.
Вулакансене сĕннĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» тытăмĕнче темиçе пин фраземăна çутатса ăнлантарнă. Aл çавăрса яр, тимĕр пăрçа, шăл витмен, чĕре сури my евĕрлĕ тĕслĕхсене кунта стиль тĕлĕшĕнчен, эмоциллĕ, экспрессиллĕ хаклав енчен пахаланă, вĕсемпе усă курнин уйрăмлăхĕсене илемлĕ литературăран, фольклортан, халăх пуплевĕнчен илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ, фраземăсен синонимĕсене кăтартнă. Сăмах кĕнекинче наци мифологийĕнче, халăхăн кулленхи пуплев эмпирикинче, ун историпе йăла аталанăвĕнче, литературинче паркаланнă фразеологи единицисем вырăн тупнă. Словарь тĕпчевçĕсемшĕн, культура ĕçченĕсемшĕн, студентсемпе шкул ачисемшĕн усăллă пулĕ.   |
|