2016 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă «çавра сĕтел» тата Э. Алос-и-Фонт калăпланă «Чăваш Республикинчи чĕлхе тăрăмне тĕпчени» (Шупашкар: ЧПГĂИ, 2015) кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ. Наци библиотекин иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă наци литературипе библиографи пайне ăслăлăхпа вĕренÿ, культурăпа хаçат-журнал ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, чăваш чĕлхи пуласлăхĕпе кăсăкланакансем нумаййăн пуçтарăнчĕç. Сахал мар кăсăк ыйту хускатрĕç, тăван чĕлхен хальхи тăрăмĕпе пуласлăхĕ пирки калаçрĕç, Эктор Алос-и-Фонт кĕнекинче тăван чĕлхемĕрĕн обществăри вырăнĕпе пĕлтерĕшне уçăмлăн кăтартакан фактсем официаллă статистикăран питĕ нумай уйрăлса тăни пирки пăшăрханса, çапах та чĕлхене упраса хăварма пултарасси пирки шанчăка çухатмасăр пуплерĕç каталан тĕпчевçĕпе чăваш ывăлĕ-хĕрĕ. Программăна кĕртнĕ власть çыннисем тĕрлĕ сăлтавсене пула библиотекăна çитеймерĕç. Апла пулин те çак кун Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, Чăваш Республикин Наци библиотекин, Чăваш наци конгресĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕн, Тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулăн, Чăваш телевиденийĕн, тĕрлĕ хаçат-журналăн пайташĕ-ĕçченĕ, тивĕçлĕ канури чăваш чĕлхин пуласлăхĕпе кăсăкланакан утмăла яхăн çын пуçтарăнма пултарчĕ. Тухса калаçакансен шутĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн ăслăлăх ĕçтешĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ А.П. Леонтьев, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ И.И. Бойко, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П. Иванов, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн профессорĕ Г.Н. Семенова, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.П. Долгова, «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕн Килĕшÿ канашĕн пайташĕ, Тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулăн коммерци директорĕ А.В. Блинов, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Т.В. Артемьева, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.В. Кузнецов, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Г.М. Матвеев, Раççейри «Чăвашсен наципе культура автономийĕн» Самара облаçĕнчи уйрăмĕн президенчĕ Л.Н. Павлова т.ыт.те пулчĕç. «Çавра сĕтелпе» хăтлав ĕçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ директорĕн ăслăлăх тата аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.А. Николаев ертсе пычĕ. Тухса калаçакансем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори енĕн ăслăлăх ĕçтешĕ Эктор Алос-и-Фонт хатĕрленĕ кĕнеке чăваш халăхĕн шăпипе кăсăкланакан, чăваш чĕлхипе культури аталанса пыччăр тесе тăрăшакан кашни çыннăн сĕтелĕ çинче пулмаллине темиçе хут та асăнчĕç, власть органĕсенче ĕçлекенсемшĕн, уйрăмах Патшалăх Канашĕнче, вĕренÿ, культура, пичет ĕçĕпе çыхăннă министерствăсенче вăй хуракансемшĕн, çак кĕнеке куллен усă курмалли хатĕр пулма тивĕçлине палăртса хăварчĕç. Пуçтарăннисем кĕнеке авторне пысăк ĕçĕшĕн чĕререн тав турĕç.prezentaciya-sb.-st.-e.-alos-i-fonta-kopiya.pdf [791.35 Kb] (cкачиваний: 44)prezentaciya-sb.-st.-e.-alos-i-fonta-kopiya.pdf [791.35 Kb] (cкачиваний: 44) |