Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Октябрь 2019    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Новости » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Категория: Новости, Дата: 26.04.2016, 14:59, Просмотров: (498)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв пирӗнтен кашнин пурнӑҫӗнчех уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать.
Тӑван чӗлхе вӑл – пуян ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет еткерлӗхӗ, халӑхӑмӑрӑн хак­­­лӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак кун эпир пире хӑ­йӗн ик­сӗл­ми илем­лӗ­х­ӗпе тата пуянлӑхӗпе тыткӑнлакан тӑван чӗлхене сума сӑ­ват­­пӑр.
Культурӑн паллӑ ӗҫченӗ тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр анне чӗлхи халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-си­печӗн ас­лӑран та аслӑ вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Хӗрӳ чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн хайлавӗнче вара ҫакӑн пек ҫырнӑ йӗр­­­­кесем пур: «Чăваш сăвви, чă­ваш сăмахĕ – Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕс­­ле сасси вырăнне пулӗ».
Чӗлхе халӑхсен ӑс-хакӑл культурипе хӑйне евӗрлӗхне сыхласа уп­ра­мал­ли тата малалла аталантармалли хӑватлӑ хатӗр пулнине ҫирӗплетсе сӑ­вӑҫ­сем ун ҫин­­чен калакан шухӑша питех те тарӑннӑн та анлӑн сӑнар­лаҫ­ҫӗ.
Нумай нациллӗ Раҫҫейшӗн кашни чӗлхенех хисеплени тата сум­лани халӑх­сен хуш­шинчи тӑнӑҫлӑха, пӗр-пӗрне ӑн­ланса пу­рӑ­нас­сине тата ҫураҫулӑха ша­н­­чӑк­лӑн сыхласа упрамалли мел шутланаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кунта пурӑнакан мӗнпур халӑх чӗлхипе культуринех пӗр тан хак­ласа хисеплеҫҫӗ. Паян патшалӑх политики наци чӗлхипе культурине пу­лӑш­­са пы­ма тата малалла аталантарма тӗллев лартать.
Регионти нумай нациллӗ халӑхӑн культура еткерлӗхне яваплӑха туйса тата типтерлӗн сыхласа упрани обществӑра ӑс-хакӑлпа этеплӗх витӗмне вӑйлатма пулӑшӗ.
Ҫак паллӑ кун чӗлхеҫӗсене, тӑван сӑмахпа литература вӗ­ренте­кен­сене, ҫы­­­­­равҫӑсемпе журналистсене – чӗлхемӗре пуянлатассишӗн тата унӑн ха­лӑх хушшин­чи чыс-сумне ӳстерессишӗн ырми-канми тӑрӑшакан мӗн­пур ҫынна – чун-чӗ­ререн тав тӑватӑп.
Сире ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх суна­тӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ
М. Игнатьев


Дорогие соотечественники!
Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

Этот праздник занимает особое место в жизни каждого из нас.
Родной язык – это богатое духовное и нравственное наследие, достояние народа и опора национальной самобытности. В этот день мы отдаем дань уважения родной речи, красота и богатство которой неисчерпаемы.
Выдающийся деятель культуры и просветитель чувашского народа Иван Яковлевич Яковлев писал, что материнский язык - величайшая из духовно-нравственных сил народа, главная его опора.
В произведении чувашского поэта Михаила Сеспеля есть строки: «Чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ - Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пулĕ». Чувашский стих, чувашское слово взыграют, как волны Волги, зашумят, как лес, зазвенят, как струны гуслей».
Поэты очень емко выражают мысль о языке как о самом сильном инструменте сохранения и развития духовной культуры и самобытности народов.
Для многонациональной России уважение и признание всех языков являются ключом к сохранению мира, взаимопонимания и согласия между народами.
В Чувашии одинаково ценят и уважают языки и культуру представителей всех национальностей, проживающих на территории республики. Сегодня государственная политика направлена на поддержку и развитие национального языка и культуры.
Ответственное и бережное отношение к культурному наследию многонационального населения региона будет способствовать укреплению духовности и нравственности в обществе.
В этот день особую признательность выражаю языковедам, учителям-словесникам, литераторам и журналистам - всем тем, кто занимается обогащением и популяризацией родной речи.
Желаю вам крепкого здоровья, успехов в созидательной работе, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики
М. Игнатьев

 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна