Тĕрĕк тĕнчи тĕлĕнмелле анлă, историйĕ пуян. Јсчахсем ăна ĕмĕрсен хушши тĕпчеççĕ, анчах вăрттăнлăхĕсене уçса çитереймен шурă пăнчă темĕн чухлех-ха. Çавна май тимлĕ шыравсенче тупса палăртнă кашни çĕнĕлĕх савăнтарать, калаçтарать. Тĕрĕслĕх тавлашура çуралать теççĕ те, ăсчахсемшĕн ку каларăш уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытма, тĕл пулса калаçма тăрăшаççĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун акă Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕ сен институтĕнче «Чăваш чĕлхипе этносĕ еврази цивилизацийĕн историйĕнче» темăпа тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн тĕнче конференцийĕ уçăлчĕ.
Ăслăлăх форумне тĕнчери 5 çĕр-шывран, Раççейĕн 25 регионĕнчен сумлă ученăйсем килнĕ. Пленарлă ларура гуманитари институчĕн директорĕ Ю.Н.Исаев, ЧР вĕренÿ пе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Устяк, Раççей тĕрĕкçисен комитечĕн ертÿçи И.В.Кормушин, Ĕпхÿри Ăслăлăх центрĕн истори, чĕлхе, литература институчĕн директорĕ Ф.Г.Хисамитдинова, ыттисем тухса калаçрĕç. Унтан конференцие хутшăнакансем 13 секцие пайланса икĕ кун ĕçлерĕç, докладсем турĕç. Ик çĕре яхăн çын - ăсчахсем, аслă шкул преподавателĕсем, учительсем, культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, докторантсем, аспирантсем, - хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Секцисенче сÿтсе явнă ыйтусем кăсăклă: тĕслĕхрен, Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă «Тĕрĕк компаративистики тата этимологийĕ». «Тĕрĕк тĕнчи: культура тата ÿнер», «Тĕрĕк халăхĕсен историйĕн ыйтăвĕсем», «Тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн еткерлĕхĕ тата унăн малашлăхĕ» тата ытти те...
Конференцин пĕрремĕш кунĕнче инçетрен килнĕ темиçе ăсчахпа калаçма май килчĕ. Вĕсене тĕнче шайĕнчи форум, тĕрĕк пĕлÿ лĕхĕн аталанăвĕ пирки мĕн шухăшланине пĕлтерме ыйтрăм.
Д.М.ИСХАКОВ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, Тутарстан Јслăлăх академийĕн Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕн Этнологи мониторингĕн центрĕн ертÿçи, Тĕнчери тутарсен ассоциацийĕн ертÿçи:
- Эпĕ этнограф, историпе те кăсăкланатăп. Хăй вăхăтĕнче чăваш-тутар çыхăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе те нумай ĕçлерĕм. Вĕсем питĕ авал йĕркеленнĕ. Пирĕн мăн асаттесем - тăванлă. Мĕншĕн тесен чăвашсене те, тутарсене те йĕркеленсе кайма пăлхарсем витĕм кÿнĕ. Çавăнпа тутар ăсчахĕсем авалтанпах чăвашсен историйĕпе чĕлхине тĕпченĕ. Пирĕн пичетлесе кăларнă ятарлă ĕçсем те пур, çав шутра - чăваш тата тутар чĕлхисене пĕрлехи элементсене палăртас тĕллевпе танлаштарса тĕпченисем. Пирĕн халăхсен хушшинче хирĕç тăру таврашĕ нихăçан та пулман. Ку толерантлăхпа кăна мар, нумай çул юнашар пурăннипе ытларах çыхăннă пулĕ тетĕп.
Хальхи пирки калас тăк - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе çыхăну çирĕп. Кунта манăн тус нумай, вĕсемпе ялан хутшăнатăп. Паллă этнографпа Виталий Петрович Ивановпа Мускавра аспирантурăра пĕрле вĕрентĕмĕр, паян та питĕ туслă. Ыттисене те лайăх пĕлетĕп. Институтри анлă тавра курăмлă, анлă пĕлÿллĕ ăсчахсем пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчевсем ирттереççĕ, калăпăшлă ĕçсем хатĕрлеççĕ. Институт çулсерен паха тĕпчев ĕçĕсем пичетлесе кăларать. Хальхинче те эпĕ пĕр купа кĕнеке илсе каятăп. Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Манăн шухăшăмпа - республика ертÿçисен унăн ыйтăвĕсене тата тимлĕрех татса пама тăрăшмалла. Тен, ăна анлăлатмалла та. Тĕслĕхрен, пирĕн Тутарстанра çакăн пек 4 институт ĕçлет. Нумай пулмасть Ăслăлăх академийĕ çумĕнче археологи институчĕ уçма йышăну кăларчĕç. Чăваш Енри ăслăлăх институчĕн коллективне те, 80 çулхи юбилейпа саламласа, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ырă сунатăп.
Анна ПАРЖИМИЕС, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Польшăри Варшава университечĕн профессорĕ:
- Тĕрĕкçĕ пулнă май эпĕ çухалнă пăлхар чĕлхисен тытăмне чăваш чĕлхи никĕсĕ çинче тĕпчетĕп. Мана Чăваш Республикинче иртекен тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн тĕнче конференцине чĕннĕшĕн, сумлă, пуян опытлă ăсчахсемпе паллашма, вĕсенчен вĕренме май туса панăшăн чĕререн тав тăватăп. Пирĕн çĕр-шывра пăлхар чĕлхисемпе кăсăклансах каймаççĕ-ха. Польшăра тĕрĕк пĕлÿлĕхĕ ытларах турккă, тутар чĕлхисемпе çыхăннă. Мĕншĕн тесен Польшăра тахçан тутарсем пурăннă, анчах вĕсем тĕп халăхпа пĕрлешсе кайнă ĕнтĕ.
Пĕлтĕр эпĕ Шупашкара пĕрремĕш хут килтĕм. Питĕ килĕшрĕ, çакăн пек илемлĕ хула куратăп тесе шухăшламан та. Ку маншăн çĕнĕ тĕнче уçнă пекех пулчĕ. Тата чăвашла калаçнине пуçласа илтрĕм. Паллах, чăваш чĕлхине учебниксем, ăслăлăх ĕçĕсем тăрăх малтанах пĕлнĕ-ха. Темиçе çул каялла эпĕ чăваш чĕлхин грамматикипе пĕчĕк кĕнеке те кăларнăччĕ. Калаçу чĕлхине вара илтмен, вăл мана тыткăна илчĕ. Чăваш ăсчахĕсемпе пĕрле ĕçлеме мана питĕ кăмăллă, туслă çыхăнусем çирĕпленсех пырасса шанатăп.
О.А.МУДРАК, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей Ăслăлăх академийĕн чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн профессорĕ:
- Шупашкар та, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ те - маншăн ют мар. 80-мĕш çулсенче университет пĕтерсен кунта ĕçлеме ячĕç. Çак вăхăта ăшшăн аса илетĕп. Чылай чухне тĕп хулара пурăнакансем провинци шайĕ чухăнрах тесе шухăшлаççĕ. Эпĕ вара ăсчахсен вăйлă ушкăнне лекрĕм: Михаил Романович Федотов, Николай Иванович Егоров, Атнер Петрович Хусанкай, Иван Павлович Павлов, ыттисем. Питĕ туслă лару-тăруччĕ. Институтăн ăслăлăх библиотеки çав тери пуян. Н.И.Ашмарин еткерĕ, революциччен кăларнă тĕпчевсем, сайра тĕл пулакан кĕнекесем мана ĕçре нумай пулăшрĕç. Мускава аспирантурăна кайсан та çыхăнăва татман, диссертацие те чăваш чĕлхин истори фонетикине тата вăл ытти тĕрĕк чĕлхисемпе мĕнле çыхăнура пулнине тĕпчесе çыртăм. Çĕннине нумай пĕлме май килчĕ.
Юлашки вăхăтра Чăваш Енпе пĕрлехи проектсемпе çĕнĕрен ĕçлеме пуçларăмăр. Пĕлтĕр Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче вырăнти калаçу чĕлхине çырса илтĕмĕр. Тĕлĕнмелле, кунта чăвашсен ытти диалектĕнчен уйрăлса тăракан хăйне евĕр калаçу чĕлхи упранса юлнă. Ашмарин çырнисене вуланă чухнех кун пирки асăнса хăварнине вуланăччĕ.
Атăл тăрăхĕнче тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн виçĕ пысăк центрĕ - Шупашкарта, Хусанта, Уфара. Вĕсем çав тери курăмлă тĕпчевсем ирттереççĕ. Ăслăлăхпа вĕренÿ шайĕ ÿссех, аталансах пыни савăнтарать. Малтанхи ырă традицисене упраса çĕнĕлĕхсемпе пуянлатнине куратпăр. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен хăйĕн чĕлхине çухатнă этнос ĕмĕрсен анлăшĕнче çĕтсе пырать. Чĕлхине упраса хăварма пултаракан халăх нихăçан та пĕтмест.
Н.А.ПРМАНОВА, филологи наукисен кандидачĕ, Казахстан Республикин Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх управленийĕн академийĕн ăслăлăх секретарĕ:
- Игорь Валентинович Кормушин пленарлă ларури докладĕнче тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн конференцийĕсен историне илсе кăтартрĕ. Пĕрремĕшĕ 1926 çулта иртнĕ. Иккĕмĕшĕ - 50 çултан тин, Алма-Атара. 90-мĕш çулсенче каллех тăхтав нумай пулнă. Тĕрĕкçĕсене вара тăтăшрах пухăнса канашлани, пĕр-пĕринчен вĕренни питĕ кирлĕ. Шупашкарти конференцире тĕрĕк халăхĕсен историне, культурине, этнографине тĕпчекен ăсчахсем хăйсене кирлине нумай илесси иккĕлентермест. Маншăн кунти калаçусем питĕ усăллă пулĕç. Эпĕ казах чĕлхине унпа тăван тĕрĕк чĕлхисемпе танлаштарса тĕпчетĕп. Кунта мана тутар, чăваш, пушкăрт чĕлхисене тишкерни чылай пулăшать. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕпе çыхăну тытса ĕçлеме ĕмĕтленетĕп.
Ĕнер конференци вĕçленнĕ. Пленарлă ларура секцисен ертÿçисем вĕсен ĕçне пĕтĕмлетсе тухса калаçнă. Форума хутшăннисем тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн ăслăлăх каçалăкĕнче шута илмелли сĕнÿсем йышăннă. Паян хăнасен пысăк йышĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттерекен савăнăçлă уява хутшăнать.
Алина ЛУКИЯНОВА. Хăй чĕлхине упракан халăх пĕтмест