Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Мероприятия » Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 12.10.2016, 15:25, Просмотров: (597)
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ2016 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пилĕк ыйту сÿтсе яврĕç. Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев ларăва хушса тÿрлетнĕ орфографи правилисене халăх патне мĕнле çитермеллипе çыхăннă ыйтуран пуçлама ыйтрĕ. Чĕлхе комиссийĕн орфографи çум комиссийĕн ертÿçи П.Я. Яковлев «Чĕлхе комиссийĕн орфографипе çыхăннă йышăнăвне халăх патне çитересси» ятлă пĕлтерÿ турĕ. Çак ĕç Ю.М. Виноградов хатĕрлекен «Орфографи словарĕн» хушса тÿрлетнĕ кăларăмĕ кун çути курнипе таччăн çыхăннине шута илсе словарь авторне те сăмах пачĕç. Ю.М.Виноградов «Орфографи словарьне» хатĕрлес ĕç кал-кал пынине, халĕ «П» сас паллипе пуçланакан сăмахсемпе ĕçленине пĕлтерчĕ. Ăсчах шухăшĕпе, редколлеги пайташĕсем, корректорсемпе редакторсем вуласа-тÿрлетсе пĕтернĕ хыççăн ал çыру пĕтĕмĕшле 2017 çулхи çу уйăхĕ валли хатĕр пулмалла.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту «Республика шкулĕсене вĕренÿ кĕнекисемпе тата çĕнĕ методика кăтартăвĕсемпе тивĕçтересси» пулчĕ. И.А. Степанова хальхи вăхăтра çак ĕç мĕнле шайра пулнипе паллаштарчĕ. Вĕренÿ министрĕ Ю.Н. Исаев чăваш чĕлхи учебникĕсемпе тата меслетлĕх кăтартăвĕсемпе пĕтĕм шкула вăхăтра тивĕçтерме «çул-йĕр картти» калăплама сĕнчĕ. Комисси пайташĕсем Чăваш кĕнеке издательствине шкул кĕнекисене заказ панинчен ытларах кăларма майсем шыраса тупма, çакă кая юлса заявка паракансене, кĕнекене юрăхсăра кăларнă е çухатнă ачасене, çавăн пекех аслă шкулта меслетлĕхе алла илекенсемпе вĕрентекенсене питĕ кирлине палăртрĕç.
«Хулапа ял шкулĕсенче „Чĕлхесем çинчен калакан“ законпа килĕшÿллĕн чăвашла усă кураслăх шайĕ: паянхи лару-тăру тата малашне туса ирттермелли ĕçсем» ыйтупа А.С.Егорова паллаштарчĕ. Анна Семеновна республикăри хуласенче анчах мар, ялсенче те шкулта икĕ патшалăх чĕлхипе сайра усă курнине палăртрĕ. Шкул ятне, «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенине, Чăваш Республикин гимнĕн текстне тата чăваш чĕлхи пÿлĕмĕн алăкĕ çине чăвашла çырнисĕр пуçне шкулсенче чăваш сăмахĕсене сайра курма пулнине асăнчĕ. Чĕлхе комиссийĕн пайташĕсем республикăри пĕтĕм шкулти стендсене, пĕлтерÿ хăмисене, пÿлĕм ячĕсене икĕ патшалăх чĕлхипе çырма сĕнчĕç. Ю.Н.Исаев комиссин çак йышăнăвне çывăх вăхăтрах республикăри пĕтĕм вĕренÿ управленийĕсемпе пайĕсене, пĕтĕм шкула çитерме шантарчĕ.
«Тĕрлĕрен» тесе палăртнă пайра икĕ ыйту пăхса тухнă.
Пĕрремĕш ыйту: республикăри палăксем çине ялан тенĕ пекех пĕр чĕлхепе кăна - вырăсла - çырнине палăртрĕç. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе пĕтĕм муниципалитет пуçлăхĕсем патне Чăваш Республикин «Чĕлхесем çинчен» калакан саккунне пăхăнмаллине аса илтерекен çыру яма килĕшсе татăлчĕç.
Иккĕмĕш ыйту: чĕлхе комиссийĕн пайташĕсем Александр Блинов хатĕрленĕ «Кала-ха» ятлă вĕренÿ кĕнекине кĕртме сĕннĕ чăвашлатнă çĕнĕ сăмахсене сÿтсе яврĕç. Сăмахсен списокĕпе паллашсан ларăва пуçтарăннă çынсем пĕр кăмăллă пулса çак термин-ăнлавсемпе малтан хаçат-журналсенче тата илемлĕ литературăра усă курма сĕнчĕç. Сĕннĕ сăмахсене тÿрех пĕрремĕш класс ачисене вĕрентме пуçлани, вĕсене ачасен ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те пĕлменни вĕренÿ ĕçĕнче йывăрлăх анчах кăларса тăратнине, «ачасем çинче эксперимент тума кирлĕ маррине» палăртрĕç. Вăхăт иртсен, вĕсем чĕлхепе пуплеве кĕрсен, халăх вĕсене пĕлме пуçласан вĕренÿ кĕнекине те кĕртме юрать терĕç.


Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕЧăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕЧăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна