Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Мероприятия » "Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ
"Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 23.11.2010, 13:35, Просмотров: (1692)
"Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ
2010 çулхи чÿк (ноябрь) уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче чăваш чĕлхин тĕпчевçи, вĕренÿ ĕçченĕ, халăх ĕçĕн хастарĕ Василий Алексеевич Андреев çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă «Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем» ятлă ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхсен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев ертсе пычĕ. Конференци ĕçне Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн ĕçтешĕсем В.Г. Родионов профессорпа А.Л. Филиппов доцент, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнчи В.В. Павлов доцент, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчен Ю.Н. Исаев директор, Л.П. Петров ăслăлăх çыруçи, А.П. Хузангайпа Г.А. Дегтярёв ертса пыракан ăслăлăх ĕçтешĕсем, А.В. Кузнецов ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А. Абрамов, Канаш район администрацийĕн ертÿçин çумĕ В.Н. Степанов, Шуркассинчи шкул директорĕ Ф.П.Филиппов, «Ӳсĕмлĕх чĕлхи» ют чĕлхесен шкулĕн вĕрентекенĕ Э.Е. Лебедев, Г.С. Лебедев ячĕллĕ интернат лицей вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров, В.А. Андреев мăшăрĕпе хĕрĕ, аппăшĕпе йăмăкĕсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, Шуркасси шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăнчĕç, пуçтарăннă халăх умне тухса калаçрĕç.

Андреев Василий Алексеевич — чăваш чĕлхи тĕпчевçи; филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1987), доцент. 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1977 çулта Канаш районĕнчи Шуркасси вăтам шкулне пĕтернĕ. 1982 çулта Ленинград патшалăх университечĕнчи хĕвел тухăç чĕлхисен факултечĕнчен вĕренсе тухнă. 1987 çулта Мускаври Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче «Чăваш чĕлхинчи вĕçлев категорийĕ» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Ăслăлăхра чăваш тата тĕрĕк чĕлхисен морфологи пайрăмĕсене танлаштарупа, истори меслечĕпе тĕпченипе палăрса тăнă.

Тĕп ĕçĕсем:
Турккă чĕлхин графики, фонетики тата орфографийĕ. Меслет кăтартăвĕсем. Шупашкар, 1987;
Основной падеж в системе склонения чувашского языка. Чебоксары, 1986;
Хальхи турккă чĕлхи: грамматика парадигмисемпе формисем. Шупашкар, 1992;
Чăваш чĕлхи. Шупашкар, 1998;
Чăваш чĕлхине халалланă тĕпчев. Шупашкар, 1998 т. ыт. те.

Ун çинчен:
Дегтярёв Г.А. Василий Алексеевич Андреев // Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ / Вопросы чувашского языкознания. Сб. ст. / ЧГИГН. Чебоксары, 2006. Вып. 2. С. 290–297.
Дегтярёв Г.А. Андреев Василий Алексеевич // Чувашская энциклопедия. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. Т. 1. С. 103.
Василий Андреев чĕлхеçĕ. Статьясен пуххи / Г.А. Дегтярёвпа Л.П. Петров пухса хатĕрленĕ. Шупашкар: ЧПГĂИ, 2010. 56 с., илл.

predislovie.pdf [95.01 Kb] (cкачиваний: 61)
programma-v-a-andreev-50.pdf [673.25 Kb] (cкачиваний: 63)

Геннадий Дегтярёв. Ăсчахсем ĕçтешне манмаççĕ
Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче пултаруллă чĕлхеçе, ăста педагога тата халăх ĕçĕн хастарне, ку тăрăхра çуралса ӳснĕ Василий Алексеевич Андреева (1960–2002) халалланă ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев ертсе пычĕ. Конференци ĕçне университет, педуниверситет, гуманитари институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ, Канаш район администрацийĕ, «Ӳсĕмлĕх чĕлхи» ют чĕлхесен шкулĕ, Г.С. Лебедев ячĕллĕ интернат лицей хутшăнчĕç. Тухса калаçакансен йышĕнче В.Г. Родионов, В.А. Абрамов, А.П. Хусанкай, Л.П. Петров тата ыттисем пулчĕç.
В.А. Андреев доцент хăй вăхăтĕнче университетра чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркелеме явăçнă, унăн пĕрремĕш деканĕн Г.И. Воронцовăн çумĕ пулнă. Л.П. Куракова ректора суйласан унăн пулăшуçи ĕçĕсене туса пынă (1991-1993). Пĕр вăхăт Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ (А.П. Хусанкай çумĕ) тата Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейин президиум пайташĕ пулса тăрăшнă, Стамбул университетĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 50 ытла тĕпчев тата вĕренӳ ĕçĕ çырса хăварнă, чăваш чĕлхин çĕнĕ йышши грамматикине хатĕрлеме пуçланă.
Конференцие пухăннисем «Василий Андреев чĕлхеçĕ» кĕнекепе интересленсе паллашрĕç. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетпа пĕрле хатĕрленĕ.
В.А. Андреев çуралнăранпа 50 çул çитнине халалланă ăслăлăх форумĕ Шуркасси шкулĕнче вĕренекенсен концерчĕпе вĕçленчĕ.
Конференци пирки тĕплĕнрех "Чăваш халăх сайтĕнче" вуласа пĕлме пулать: Геннадий Дегтярёв. Ăсчахсем ĕçтешне манмаççĕ

"Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ"Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ"Василий Андреев тата чăваш чĕлхипе культурин ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ

2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна