Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чăваш телекуравĕ 55 çул тултарнă май
Категория: Новости, Дата: 21.10.2016, 08:59, Просмотров: (710)
Чăваш телекуравĕ 55 çул тултарнă май

Телекуравпа çыхăннă аса илÿсене – тĕрлĕ йышши кăткăс самантсене кашни чăвашах аса илме пултарать. Эпĕ те, ыттисем пекех, шкулта 6-8 классенче вĕреннĕ чухне кулленхи шкул ĕçне хастар хутшăннă. Килтисем, аслисем çапла вĕрентнĕ пулĕ.
Шкул завучĕ Алексей Михайлович Белов ертсе пынипе уроксем хыççăн юлса хамăр тĕллĕн шкул музейне илемлетме, çĕнĕрен ăсталанă экспонатсемпе пуянлатма тăрăшаттăмăр. Çав вăхăтра СССРти тата ют çĕршыври паллă политика ĕçченĕсемпе, вăрçă ветеранĕсемпе тăтăш çырусем çÿрететтĕмĕр. Конверчĕсене пит асăрханса уçаттăмăр. Вĕсем çырса янисене хумханса вулаттăмăр. Çак ĕçе пурнăçласа пыма КИД – Клуб нтернациональной дружбы «Интернационаллă туслăх клубĕ» йĕркеленĕччĕ Пăртасри вăтам шкулта. Пирĕн пата Болгарири, Польшăри, Югославири, Чехословакири тата хамăр çĕр-шыври тĕрлĕ кĕтессенче пурăнакан политикăн паллă ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, вăрçă паттăрĕсем, чăваш генералĕсем тăтăшах хăйсен аса илĕвĕсене çырса яратчĕç. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне çак клуб ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартма мана Шупашкартан - Чăваш телекуравĕнчен малтан, паллах, района - – Вăрнара, унтан роноран шкула йыхрав янăччĕ.
Телевидени çуртне ирхине ирех çитмелле пулнăран-ши, эпĕ каçа хирĕç Вăрнарти хăна çуртне çитсе çĕр каçнине астăватăп. Пĕр çав тери ăшах мар пÿлĕмре вăрçă ветеранĕпе çĕрĕпе калаçса лартăмăр. Вăл мана Мускав çывăхĕнчи çапăçу пирки нумай каласа кăтартрĕ. Летчик пулса çапăçнă çак çын фронтрисене самай аса илчĕ, космонавтсене те асăннăччĕ калаçура. Мана вара, Шупашкара каяссине пĕлсен, пехилленĕччĕ те.
Тепĕр кун, Шупашкара килсен, Чăваш телевидени çуртне шыраса тупрăмăр. Çитрĕмĕр çеç, мана питĕ васкавлăн тÿрĕ эфира хатĕрлеме пуçларĕç, сценарипе паллаштарчĕç, репетици 2-3 хут туса ирттерчĕç. Эфирта каласа кăтартма мана Ю.Ф. Ефимов хавхалансах пулăшнăччĕ. Шăпах вăл 1970–1972 çулсенче Чăваш телевидени студийĕн литературăпа драма, ача-пăча редакцийĕсенче тăрăшнă. Сăмах май каласан, çак кунсенче пултаруллă сăмахçă çуралнăранпа 75 çул çитет. Вăл 1941 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар районне кĕрекен Çĕньял Покровски ялĕнче çуралнă, 40 яхăн ăслăлăх ĕçĕ çырнă.
Передача пуçлансанах эпĕ хĕрсе кайсах хамăрăн Интернационаллă туслăх клубĕ пирки каласа пама тытăнтăм. Югославсен кăвак галстукне, тĕрлĕ çĕр-шывсенчен ярса панă значоксемпе çырусене кăтартнине астăватăп. Хам епле хумханса та хавхаланса калаçни халь те асрах…
Эпĕ телевидение каяссине ялти, хамăр касри ачасем пурте пĕлнĕ, паллах. Пирĕн урамра ун чухне телевизор икĕ-виçĕ çыннăн анчах пулнă. Ялти ачасем çав кун Мăн Çимунсем патне телевизор курма пуçтарăннă. Çавăнта кÿршĕре пурăнакан Евкень мамак та, куçĕ начартарах курнă пирки телевизор çумнех пырса интересленсе ларнă. Тепĕр кун эпĕ яла таврăнсан урамра ăна тĕл пултăм та вăл манран çапла ыйтрĕ: «Ну, Ленькка, эпир сана ĕнер телевизорпа куртăмăр. Лайăх каласа кăтартрăн, килĕшрĕ. Эпир сана нумаййăн пăхрăмăр унта, эсĕ пире хăть куртăн-и вара?». Ун чухне ăна мĕнле сăмахсем каласа хуравланине лайăхах астумастăп халĕ, анчах та телевизор умне хăш чух ларсан, темшĕн Евкень мамак ыйтăвĕ тÿрех аса килет…

Л. Петров-Атлай,
Тулти Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ.
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна