Институт ĕçтешĕсем Пĕтĕм Раççейри халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă уява хутшăнчĕç
Категория: Новости,
Дата: 7.11.2016, 11:36,
Просмотров: (868)
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ăна 1612 çулхи чÿкĕн 4-мĕшĕнче халăх ополченийĕн çарĕсем Кузьма Минин тата Дмитрий Пожарский ертсе пынипе Китай-хулана туртса илнине, Мускава поляксен интервенцийĕнчен хăтарнине асра тытса паллă тума йышăннă. 2005 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа çак куна канмалли кунсен шутне кĕртнĕ. Чăваш халăхĕ пăлхавлă саманара ополчени ретĕнче Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме хастар хутшăннă. Чăвашсем XVII ĕмĕрти çапăçусенче харсăррăн çапăçнă. 1611-1612 çулсенче Раççей çĕрĕ çинче тăшман хуçаланнă,Польшăпа Швеци интервенчĕсем çĕр-шывăн хăй тĕллĕнлĕх, никама пăхăнманлăх прависене туртса илесшĕн пулнă. Чулхула тăрăхĕнче халăх йышлăн пухăнса тăшмана хирĕç тăма шут тытнă. Халăха Кузьма Минин чĕнсе каланă, ополчени валли укçа-тенкĕ пуçтарма ыйтнă. Чăваш халăхĕ çакна ырласа йышăннă. Вĕсем халăх ополченине кĕме Чулхулана килсе çитнĕ. Пурте пĕрле кар тăрса ополчени валли лашасем, çăкăр, аш-какай панă, укçа-тенкĕ пухнă. 1612 çулхи пуш уйăхĕнче ополчени Ярославль хули урлă Мускава çул тытнă. Часах вĕсем Мускава поляксенчен ирĕке кăларнă. Çăк куна халалланă митинга институт директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.П. Петров, директор çумĕ Н.И. Бакин тата ытти ĕçтешсем те хутшăнчĕç. |
|