Михайлов Ю. Мускав çулĕ такăр мар // Хыпар. 2016. Чÿк, 3.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин 2004 çулта "Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕсем çинчен" саккуна алă пусса çав куна палăртмашкăн çирĕплетнĕ чухне XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче ют патшалăхсен куçĕнчен пăхса пурăнма килĕшмен вăйсем чăмăртанса Польшăпа Швеци оккупанчĕсене çĕршывран хăваласа кăларнă тапхăра тĕпе хывнă. Патшалăх никĕсне тĕп тума килнĕскерсене хуптĕрлеме тĕрлĕ халăх çыннисем хутшăннă. Çакăн çинчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн кĕçĕн сотрудникĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Викторович БАСМАНЦЕВ хуравлать. — Мускаври пулăмсем 1613 çулта ополчени çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ. Раççей монархийĕн тронне Романовсен йăхĕ йышăннă та патшалăх влаçĕн тытăмĕсене çĕнĕрен йĕркеленĕ, çĕршыва йывăрлăхран кăларнă. Вĕсен династийĕ çĕршыва 1917 çулхи нарăсри революцичченех ертсе пынă.
— XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи тапхăра халĕ «смута» сăмахпа хаклаççĕ. Мĕншĕн?
— 1603-1613 çулсенче вырăс халăхĕ, Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ наци çил вĕрсен лăсканакан хăмăша аса илтернĕ. Хресчен вăрçисем пынă. Вĕсем патша хресченсене çĕр харпăрлăхçи çумне çирĕплетес тĕллевпе кăларнă юридици нормисем питĕ çирĕп пулнăран тухнă. Хресчен хăйĕн ирĕклĕхне çухатнă, çĕр хуçинчен ыйтмасăр нимле ыйтăва та татса парайман. Патша указĕпе килĕшÿллĕн помещик хуçалăхĕнчен тарнă хресчене каялла тавăрнă. Хуçа аллине лекнĕ çынсем ламран лама куçнă. Ясак тÿленĕ халăхсен, çав шутра чăвашсен, пурнăçĕ йывăрланнă, налуксене ÿстернĕ. Хресченсем патшалăхшăн тăвакан ĕçсене нумайлатнă. Çитменнине, 1601-1603 çулсенче çĕршывăн тĕп пайĕнчи уесĕсенче тырă начар пулнă, çынсем выçăпа аптранă. 1603 çулта Хлопок ертсе пынипе Мускав таврашĕнче пăлхав тухнă.
— Влаç тытăмĕнче лару-тăру мĕнлерех пулнă?
— 1591 çулта Хаяр Иван патшан кĕçĕн ывăлĕ Мĕтри Углич хулинче паллă мар сăлтава пула вилни, унăн тепĕр ывăлĕ Федор Рюрик йăхне тăсайманни, Борис Годунов 1598 çулран пуçласа çĕршыва алла илни патшалăх никĕсне хавшатма пуçланă. Патшалăхра класс кĕрешĕвĕ çивĕчленнипе, патша влаçĕ йăмшакланнипе усă курса Польша феодалĕсем 1604 çул вĕçĕнче Вырăс патшалăхне тапăнса кĕнĕ, 1605 çулхи çĕртме уйăхĕнче ĕмпÿ вырăнне I Суя Мĕтрине /I Лжедмитрие/ лартнă. Ăна 1606 çулхи çу уйăхĕнче, халăх Мускавра пăлханнă вăхăтра, вĕлернĕ. Патша влаçне боярсем /çĕр нумай тытса тăракансем/ туртса илсе трона Василий Шуйские лартнă.
Хырçă аптратнă
— Çĕнĕ шăпăр шăлма тытăнсан халăх лăпланнă-и?
— Çук. Çĕршывăн кăнтăр енчи çĕрĕсенче 1606 çулхи утă уйăхĕнче хресченсемпе холопсем феодалсемпе Шуйский правительствине хирĕç пăлхава çĕкленнĕ. Вĕсене Иван Болотников ертсе пынă. Хырçă-марçă ÿснĕ, çĕр хуçисемпе влаç тытăмне пĕрмай ĕçлесе пама тивнĕ пирки, çĕр çитменрен, дворянсемпе вырăс мар халăхсенчен тухнисенчен хĕсметре ĕçлекенсем хĕсĕрленĕрен Хусан ханлăхĕн пусмăрĕнчен 1552 çул хыççăн хăтăлнă Атăлçи халăхĕсен пурнăçĕ йывăрланнă.
— Чăваш хутлăхĕнче мĕнле шухăш-кăмăл тĕвĕленнĕ?
— Шупашкар уесĕнчи хресченсем пăлхавăр пуçласси çинчен калаçма 1603 çултах пуçтарăннă. Анчах вырăнти пуянсем кавар тăвакансене влаçа сутнăран вăл пуçламăшĕнчех путланнă. 1606 çулта çĕнĕрен вăй илсе сарăлнă, 1610 çулччен пынă. Кăрмăш, Улатăр, Етĕрне, Çĕрпÿ, Чар /Кокшайск/, Чикме /Козьмодемьянск/, Шупашкар, Сĕве уесĕсене кисретнĕ. Пăлхава вырăссем, чăвашсем, ирçе-мăкшă, тутарсем хутшăннă. 1606 çулхи кĕркунне Шупашкар, Çĕрпÿ, Улатăр хулисене хăйсен аллине илнĕ. Улатăр вайпутне Ж.Сабурова шыва путарса вĕлернĕ, Кăрмăшпа Сĕве хулисене парăнтарнă.
— Чăваш çар пуçĕсен ячĕ-хушамачĕ историе кĕрсе юлнă-и?
— Хут çине çырса хăварнине пĕлместпĕр. Тен, документсене кĕрсе юлнă. Каярахпа вĕсем çунса кайни паллă. Мордва халăхĕн вайпучĕсем Воркадин Чинков тата Москов Малков ертсе пынипе вырăссен, чăвашсен, çармăссен çарĕ 1606 çулхи кĕркунне патша влаçне Атăл тăрăхĕнче тивĕçтернĕ Чулхулана çитсе крепоçа пур енчен те хупăрланă. Ăна çĕмĕрсе кĕреймен. Шуйский енчисем раштав-кăрлач уйăхĕсенче çăпаталлисен çарне хĕссе хуларан хăваласа кăларнă, Атăл тăрăхĕнчи ытти хулана вĕсенчен туртса илнĕ. Малтанах пăлхава вырăс мар халăхсен хăшпĕр феодалĕ те, пĕчĕкрех хуласен влаçĕ те хутшăннă. Ытларахăшĕ — Чулхула енчи Арзамас уесĕнчен. Каярахпа çав çулташсем пăлхавçăсенчен айккине пăрăннă.
Вилесем. Çичĕ çухрăм…
— Шуйский çарĕ чăваш çĕрне хăçан çитнĕ?
— Хаяр хирĕçтăру 1608 çулта Сĕве, Çĕрпÿ, Шупашкар уесĕсенче çивĕчленнĕ. Мускав влаçне хирĕç тăма 1608 çулхи раштав уйăхĕнче Шупашкарпа Сĕве патне вырăссем, чăвашсем, тутарсем, çармăссем, ирçе-мăкшă Сĕве, Çĕрпÿ, Шупашкар, Чикме, Чар, Улатăр уесĕсенчен пуçтарăннă. Шуйский вĕсене тĕп тума Аçтăрхан хулинчен Атăл тăрăх хăпарнă Ф.Шереметев бояра хушнă. Вăл пăлхавçăсене çапса салатнă. Çав çулах II Суя Мĕтри поляк феодалĕсен çарĕсемпе тата казаксен атаманĕпе Заруцкипе Тушино салине çитсе вырнаçнă, пăлхавçăсене хăйсен енне çавăрма пуçланă. Шуйские хирĕç тăма йыхрав сарнă.
— Пăлхава аркатнă пирки документсенче мĕнле йĕркесем упранса юлнă?
— Пăлхавçăсене «побили наголову, и многих живых поймали» тенĕ. Шуйскин Хусанпа Сĕвери отрячĕсем 1609 çулхи кăрлач уйăхĕнче вĕсене еплерех салатни çинчен çапла çырнă: «наголову ж, и топтали их и кололи что свиней, и трупы их положили на семи верстах». Çапах та Шупашкар уесĕнче, ытти çĕрте хресченсем пăлханма чарăнман. Çĕрпÿ хулине вырăнти влаçран туртса илсе вут чĕртнĕ. Ф.Шереметев хушнипе патша отрячĕсем чăвашсене Шуйские пăхăнтарса тупа тутарма Кувшинка, Шăмăш, Шуртан, Сăкăт вулăсĕсене çитнĕ. Шереметев хăйĕн çарĕпе Шупашкарта 1609 çулхи çĕртме уйăхĕчченех пурăннă.
— Ватă çынсем: «Эх, шеремет, пĕтерчĕ!» — тесе кулянса калаçнине илтнĕ-и? Тен, вĕсем Шереметев чăвашсене нумай вĕлерттернине пĕлмен. Çапах та унăн усал ячĕ халичченех упранать.
— Çакна çирĕплетме хĕн. Тен, ун çинчен хыпар чăваш хутлăхĕн кашни кĕтеснех çитнĕ, çавăнпа çынсем начарпа аса илсе пурăннă. Акă тепĕр тĕслĕх. Чăваш, ирçе-мăкшă, çармăс, тутар хресченĕсем, Арзамас боярĕсен ачисем 1609 çулхи пуш уйăхĕнче Сĕвене тапăнса туртса илме хăтланнă. Часах хулана пăлхавçăсенчен хÿтĕлеме Хусантан çар янă. Пăрăнтăк ялĕ патĕнче вăл хресченсене çапса салатнă. Шереметев Мускава таврăнсан, кĕркунне, чăвашсем тата çармăссем казаксемпе, стрелецсемпе /çар хĕсметĕнче пулнисемпе/ пĕрле Шупашкарпа Чикмене тытса илнĕ. Чăвашсен тĕп хулинчи патша влаçĕн тытăмĕсене тустарнă, çĕр хуçисене, пуян купсасене вĕлернĕ, Троица мăнастирĕн башнинчен Геласий игумена пăрахнă.
— Чăвашсем хăйсене килĕшекен влаçа суйласа лартассишĕн кĕрешнĕ-ши?
— Кирек хăш халăх та кирек хăш саманара хăйĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакансене çеç влаç парасшăн. Паян та çаплах пулĕ. Çавăнпа йăхташăмăрсем пусмăрсăр, этеме çăмăллăхсем паракан общество тăвассишĕн чăваш хутлăхĕн тулашĕнче те кĕрешнĕ. Чикме, Чар, Шупашкар, Сĕве уесĕсенче, Хусан енчи Теччĕ таврашĕнче пăлхав 1610 çулта та пынă. Шупашкартан çармăса казаксемпе стрелецсем çитсе хресченсене тĕкĕленĕ. 1610 çулхи авăн уйăхĕнче патша отрячĕсемпе çапăçма Шупашкартан Яранск хулине вĕсем 700-ĕн, хыççăнах Шупашкар, Чикме, Чар уесĕсенчен чăвашсемпе çармăссем пынă. 1610 çулхи раштав уйăхĕнче тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă пăлхавçăсем Хусана хупăрласа илнĕ, анчах Шуйский отрячĕсене парăнтарайман.
— Çав çулсенче вĕсем патша хыснине хырçă хывнă-и?
— Çук тесен те юрать. Документра кун пирки çапла çырнă: «Всяких доходов с чюваши, черемисы с дворов ясачных и с вотчин оброчных денег не иманно для смутного времени… ни одной деньги».
— Патшалăха хавшатнă пăлхавсем мĕнпе вĕçленнĕ?
— Хресченсене ыррине нимĕн те кÿмен. Вĕсенчен хырçă-марçă сахалрах илме пуçламан, помещиксен хресчене çĕр ĕçĕнче тытса тăмалли юридици правине пăрахăçламан тата ытти те.
Тăшманран хÿтĕлеме
— Маларах патша влаçне хирĕç хĕç-пăшал тытса чылай çул çапăçнă чăвашсем Польша тата Швеци интервенчĕсене Вырăс патшалăхĕнчен хÿтерсе кăларма хутшăнни ыйтусем çуратать. Мускава ютран тасатассишĕн мĕншĕн юнлă çапăçусене кĕнĕ? Шуйский халăх хÿттине тăнă-и?
— 1609 çулта Швеципе килĕшÿ çирĕплетсе вăл хăйĕн правительствине хирĕç халăх кар тăрасран хÿтĕлеме тăрăшнă. Швеци Мускава сутнă, унăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем Раççей çĕрне тапăнса кĕнĕ. Вĕсене хирĕç вырăссемпе карелсем çĕкленнĕ. 1609 çул вĕçĕнче Раççее хирĕç поляксем те вăрçă пуçланă. Мускаври дворянсемпе ахаль çынсем 1610 çулхи утă уйăхĕнче Шуйские тронран çапса антарнă. Влаçа боярсем алла илнĕ, поляксен Мускав çумĕнчи станĕнче Польша королĕ III Сигизмунд ывăлне Владислава Вырăс патшалăхĕн патши пулма лартнине çирĕплетекен килĕшĕве алă пуснă.
— Çак хыпар Раççейĕпех сарăлнă-тăр. Вырăссене çеç мар, ытти наци çыннисене те килĕшмен пулĕ.
— Паллах, Вырăс патшалăхĕнче Польша çынни хуçаланма пуçлассине пĕлсен пурте тарăхнă, ют çын Раççейпе хуçаланнипе килĕшме пултарайман. Патшалăха интервенцирен хÿтĕлес, трона вырăса тавăрас шухăш-кăмăл обществăри çынсен тĕрлĕ сийне пĕр тĕллевпе пĕрлештернĕ. Патриот туйăмĕ чун-чĕрере тулса çитнĕ. Çынсем оккупантсене çĕршывран хăваласа кăларас тĕллевпе чăмăртаннă. Ополчени /казаксем, хресченсем, хула çыннисем, дворянсем/ пĕрремĕш хут 1611 çулта Рязань çĕрĕнче пухăннă. Вĕсене пулăшма Атăл тăрăхĕнчен те пынă. Ляпунов 1611 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче ярса панă грамотăра çапла пĕлтернĕ: «А я… дожидаюсь из-под Шатцкого Ивана Карназицкого; а с Иваном… мордва, и черемиса луговая и нагорная, и чуваша, и темниковцы, и алатырцы, иных многих городов людей тысяч с сорок и больше…» 1611 çулхи çулла пĕрремĕш ополчени саланнă. Мĕншĕн тесен дворянсем тата казаксемпе хресченсен хушшинчи социаллă хире-хирĕçлĕх хутшăнусенче лайăх палăрнă.
— Чăваш хутлăхĕнчен çар Мускава хăçан çитнĕ?
— Ополчени саланнă пулин те поляксене унтан хăваласа кăларас текенсем полксене пĕрлешнĕ, Мускава пырса кĕнĕ. Ополчени çарне ертсе пыракан пĕрлехи штаб пулман. Çапах вăхăтлăх правительство ĕçленĕ. Шупашкарпа Хусан отрячĕсем Мускава хÿтĕлеме 1611 çулхи çулла çитнĕ.
— Тăшманпа çапăçнă çынсен хушамачĕсем историе кĕрсе юлман-и?
— Шел те, вĕсене кĕртнĕ документсене тĕл пулман. Паллах, ополченецсем чи малтанах Мускава çич ютран тасатасси çинчен шухăшланă. Çав çулхи çулла Кузьма Минин староста пуçарнипе Чулхулара иккĕмĕш ополчени пуçтарăннă. Минин хушнипе оккупантсене çĕршывран хăваласа кăларассишĕн нумай хула-ял халăхне хĕç-пăшал пухса Чулхулана çитерме, поляксене хирĕç тăракансен çарне çырăнма чĕнсе каланă.
Иккĕмĕш ополчени
Ăна Мускава ертсе кайма Дмитрий Пожарский полк вайпутне шаннă. Атăл тăрăхĕнчи халăхсем иккĕмĕш ополчение те хутшăннă. Сыхланса юлнă грамотăра çак йĕркесем пур: «новокрещены и служилые татаровя, и чуваши, и черемиса, и вотяки идут в Нижний на земскую службу». Кунта сăмах Шупашкар, Сĕве, Çĕрпÿ уесĕсенчен пырса çитни пирки пырать. Улатăр, Кăрмăш, Етĕрне, Чикме уесĕсенчи вайпутсем Трубецкойпа Заруцкий вăхăтлăх правительствăна пăхăннăран Чулхула ополченине пулăшакансене ура хума тăрăшнă. Апла пулин те çав уессенчи ясакри тата хĕсметри чăвашсем, турхансем, вырăс стрелецĕсем, казаксем 1612 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче иккĕмĕш ополчение кĕнĕ. Хуласенче пурăнакансем, вырăс тата чăваш хресченĕсем ăна пулăшма лашасем, çăкăр, фураж, аш, тир, укçа пухса ярса панă.
Çурла уйăхĕнче ополченин тĕп вăйĕ Мускава кĕнĕ, хаяр çапăçусем пуçланнă, поляксен çарне çапса салатнă. Китай-хулана тата Кремле интервенецсенчен тасатнă. Çапăçусем хулара юпа уйăхĕн вĕçĕчченех пынă, чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче поляксен гарнизонĕ ополченецсене парăннă. Темиçе уйăхран вĕсем поляксемпе швецсене çĕршывран хăваласа кăларнă. Паллах, вĕсене Раççейрен хÿтерессишĕн пынă вăрçăра вырăссем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çапах та кĕрешĕве Атăл тăрăхĕнчи халăхсем те пысăк тÿпе хывнă.
Юрий МИХАЙЛОВ |