Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » Новости » К.В. Элле ҫуралнӑрана 120 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин наци библиотекипе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑну каҫӗ ирттерчӗҫ
К.В. Элле ҫуралнӑрана 120 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин наци библиотекипе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑну каҫӗ ирттерчӗҫ
Категория: Новости, Дата: 18.11.2016, 16:48, Просмотров: (676)
Этнограф, историк педагог Куҫма Элле
ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ май


Чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, этнографӗ, историкӗ, педагогӗ, истори наукисен кандидачӗ Куҫма Васильевич Элле ҫуралнӑрана 120 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин наци библиотекипе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑну каҫӗ ирттерчӗҫ. Унта наукӑпа культура ӗҫченӗсем, халӑх ӑсчахӗсем, вулакансем хутшӑнчӗҫ.
Уява уҫнӑ май, Чӑваш республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центр пуҫлӑхӗ Галина Соловьева Куҫма Элле пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарчӗ, унӑн ҫуралнӑ кунне республикӑра анлӑ паллӑ тунине палӑртрӗ. Паллах, тӗп уяв тӑван ялӗнче, Кивӗ Шӑхальте, иртнӗ.
Тӗплӗнрех тӗпчевҫӗ пурнӑҫӗпе истори наукисен кандидачӗ Алексей Михайлович Симулин паллаштарчӗ. Куҫма Элле Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑвайри икӗ класлӑ училищӑра тата Хусанти учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ. Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, чехсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Куҫма Элле учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра, наука библиотекин директорӗнче, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика наукисен тӗпчев институчӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) штатра тӑман сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти, Одессӑри, Бишкекри, Гомельти аслӑ шкулсенче вӗрентнӗ.
Литература тӗпчевҫи, таврапӗлӳҫӗ Виталий Станьял хӑйӗн сӑмахӗнче Куҫма Элле чӑваш ҫӗршывне сӑнакансен обществин яваплӑ ҫыруҫи пулнине палӑртрӗ. Чӑвашлӑхшӑн хытӑ тӑнӑран Эллене Шупашкарта ӗҫлеме май паман, иккен. Вӑл халӑх йӑли-йӗркине тӗпченӗ («Акатуй» кӗнеке авторӗ), халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ Куҫма Элле ячӗллӗ диплом хатӗрлесе таврапӗлӳҫӗсене чыслать. Диплома уйрӑм ялсен е ял ушкӑнӗсен историне, вӗсен тавралӑхӗнчи топонимикӑна, археологи, истори, культура, ҫутҫанталӑк палӑкӗсене, ӑру йывӑҫӗсене ҫутатнӑ кӗнекесемшӗн параҫҫӗ.
Куҫма Васильевич Элле археологи енӗпе те нумай ӗҫленине, археологи экспедицийӗсенчи шыравсене хутшӑннине, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Евгений Михайловпа Георгий Матвеев тӗпчевҫӗсем палӑрса хӑварчӗҫ.
Уява хутшӑнакансемшӗн уйрӑмах фольклорист-тӗпчевҫӗ Вячеслав Енедеров Эллен ҫӗмйи тата тӑванӗсем ҫинчен каласа пани, сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарни кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑл унӑн ал ҫырӑвӗсенче тӗрлӗ ӑслӑлӑхпа - истори, археологи, этнографи, фольклор материалӗсем нумай пулнине палӑртрӗ.
Истори наукисен докторӗ Виталий Иванов Куҫма Элле архивӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упраннине палӑртнӑ май, унӑн эткерлӗхне упраса хӑвармалли ҫинчен каларӗ, студентсемпе аспирантсене ҫак эткерлӗхе тӗпчес ӗҫе явӑҫтарма сӗнчӗ. Виталий Петрович Наци библиотекине Владимир Пименов тӗпчевҫӗ-этнограф хатӗрленӗ «Моя профессия этнограф» кӗнекен алӑ пусса панӑ экземплярне парнелерӗ. Паллах, ҫак кӗнеке вулакансемшӗн чӑннипех те пысӑк парне.
Уява хутшӑнакансенчен кашниех Куҫма Элле нумай енлӗ тӗпчевҫӗ пулнине палӑртрӗç, нумайӑшӗ унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлменнине каларӗ. Ҫак пултаруллӑ чӑваш тĕпчевçин ал ҫырӑвӗсене тӗпчесе, хак парса, вӑл хăй çуралнăранпа 125 ҫул тултарнӑ тӗле кӗнеке хатӗрлесе кӑларма палӑртрӗҫ.

Хатӗрлекенӗ
«Чӑваш кӗнеки» центр пуҫлӑхӗ Галина Соловьева.
Тел. 230-217 (хуш. 144)
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна