Леонид Петровӑн «Кайӑк-кӗшӗкӗн чӑвашла ячӗсене танлаштаруллӑ-историллӗ тӗпчесе пӑхни» электронлӑ ӑслӑлӑх кӑларӑмне хӑтларӗҫ
Категория: ---, Дата: 20.04.2017, 14:59, Просмотров: (586)
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Леонид Петровӑн «Кайӑк-кӗшӗкӗн чӑвашла ячӗсене танлаштаруллӑ-историллӗ тӗпчесе пӑхни» электронлӑ ӑслӑлӑх кӑларӑмне хӑтларӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче институт директорӗ Петр Краснов, институтӑн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Геннадий Николаев, наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн филологи кафедрин доценчӗ Анна Егорова, институтӑн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярев, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ Татьяна Денисова, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ Василий Кервен тата ыттисем пулчӗҫ. http://chuvash.org/news/15559.html |
|