|
Институт
Устав института
Администрация
Наши сотрудники
Директоры института
Новые издания
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
Научная библиотека
Научный архив
Навигация
О нас говорят
Чувашский гуманитарный вестник
Чувашская энциклопедия
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
Сайты-партнеры
Реквизиты
Календарь
« Декабрь 2024 » |
---|
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
---|
| 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Опрос
Архив
Ссылки
|
|
"Тĕнчен ырлăхĕ пурсăра та çитĕ..."
Категория: О нас говорят, Дата: 22.10.2010, 20:14, Просмотров: (1360)
Р.Прокопьева. Юркин килет те чăваша тĕнче варрине тăратать... // Тантăш. - 2010. - Юпан 21-мĕшĕ. - С.8.
Категория: О нас говорят, Дата: 21.10.2010, 14:46, Просмотров: (1345)
А.Лукиянова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ//Хыпар. - 2010. - Авăн, 21. - СС.1-2.
Категория: О нас говорят, Дата: 30.09.2010, 16:16, Просмотров: (1364)
А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ
Категория: О нас говорят, Дата: 21.09.2010, 16:43, Просмотров: (1350)
А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ - 80 çулта. 1930 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш АССР Совнаркомĕ Ăслăлăхпа культура канашĕн никĕсĕ çинче Чăваш комплекслă ăслăлăх-тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ. Унтанпа ячĕ темиçе те улшăннă, 1994 çултанпа - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Унта археологи, искусствоведени, истори, литературоведенипе фольклористика, социологи, чăваш энциклопедийĕн, этнологипе антропологи, чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе калăпăшлă тĕпчевсем ирттереççĕ, ăслăлăх ĕçĕсем, словарьсем кăлараççĕ. Çав шутра чăваш халăх пултарулăхĕн 50 томлă пуххине, нумай томлă «Чăваш энциклопедине» хатĕрленине палăртмалла. Институтри вулавăш тĕрлĕ регионти, чикĕ леш енчи ăсчахсене пуянлăхĕпе илĕртет. Унта 224 пин кĕнеке, брошюра, журнал упранать, ăслăлăх архивĕнчи сайра тĕл пулакан материалсен шучĕ 15 пинрен те иртнĕ. Хăйĕн историйĕнче институт 900 яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă, 600 ытла ăслăлăх конференцийĕпе сессине ирттернĕ, 200 яхăн тĕпчев экспедицийĕ йĕркеленĕ. Унăн форумĕсене Турцири, Венгрири, Германири, Казахстанри, Китайри, Польшăри, АПШри, Украинăри, Финляндири, Швецири, Японири, ытти çĕр-шыври паллă ăсчахсем хутшăнаççĕ. Институт ĕçченĕсем тĕнче шайĕнчи конференцисенче час-часах тухса калаçаççĕ. Институт - Чăваш Енри гуманитари ăслăлăхĕсен пĕлтерĕшлĕ центрĕ. Унта республикăри 100 ытла ăсчах наука-тĕпчев ĕçĕнче опыт пухнă, доктор, кандидат диссертацийĕсене хÿтĕленĕ, паян аслă шкулсенче ĕçлеççĕ. Института «Хисеп Палли» орденпа тата Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ |
Алина ЛУКИЯНОВА. Хăй чĕлхине упракан халăх пĕтмест
Категория: О нас говорят, Дата: 20.09.2010, 16:47, Просмотров: (1384)
Тĕрĕк тĕнчи тĕлĕнмелле анлă, историйĕ пуян. Јсчахсем ăна ĕмĕрсен хушши тĕпчеççĕ, анчах вăрттăнлăхĕсене уçса çитереймен шурă пăнчă темĕн чухлех-ха. Çавна май тимлĕ шыравсенче тупса палăртнă кашни çĕнĕлĕх савăнтарать, калаçтарать. Тĕрĕслĕх тавлашура çуралать теççĕ те, ăсчахсемшĕн ку каларăш уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытма, тĕл пулса калаçма тăрăшаççĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун акă Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕ сен институтĕнче «Чăваш чĕлхипе этносĕ еврази цивилизацийĕн историйĕнче» темăпа тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн тĕнче конференцийĕ уçăлчĕ. Ăслăлăх форумне тĕнчери 5 çĕр-шывран, Раççейĕн 25 регионĕнчен сумлă ученăйсем килнĕ. Пленарлă ларура гуманитари институчĕн директорĕ Ю.Н.Исаев, ЧР вĕренÿ пе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Устяк, Раççей тĕрĕкçисен комитечĕн ертÿçи И.В.Кормушин, Ĕпхÿри Ăслăлăх центрĕн истори, чĕлхе, литература институчĕн директорĕ Ф.Г.Хисамитдинова, ыттисем тухса калаçрĕç. Унтан конференцие хутшăнакансем 13 секцие пайланса икĕ кун ĕçлерĕç, докладсем турĕç. Ик çĕре яхăн çын - ăсчахсем, аслă шкул преподавателĕсем, учительсем, культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, докторантсем, аспирантсем, - хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Секцисенче сÿтсе явнă ыйтусем кăсăклă: тĕслĕхрен, Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă «Тĕрĕк компаративистики тата этимологийĕ». «Тĕрĕк тĕнчи: культура тата ÿнер», «Тĕрĕк халăхĕсен историйĕн ыйтăвĕсем», «Тĕрĕк пĕлÿлĕхĕн еткерлĕхĕ тата унăн малашлăхĕ» тата ытти те... Алина ЛУКИЯНОВА. Хăй чĕлхине упракан халăх пĕтмест |
|
|