Валентин Абрамов доцент, ЧНК вице-президенчĕ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ...
Категория: Новости,
Дата: 7.06.2012, 09:15,
Просмотров: (2924)
Валентин Абрамова юлашки çула ăсатрĕçÇĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧНК вице-президентне, ЧПУ доцентне Валентин Абрамова юлашки çула ăсатрĕç. Пирĕнтен вăл ытларикун, çĕртмен 4-мĕшĕнче, уйрăлса кайрĕ. Сывпуллашу ЧНК çурчĕ умĕнче иртрĕ. 10-12 сехет хушшинче Воробьев композиторсен урамĕнчи çурт умĕ халăхпа лăк тулли тулчĕ. Юлашки çула ăсатма наци конгресĕнчи ĕçтешĕсем, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем, чăвашлăхшăн тăрăшакан хастарсем, çывăх юлташĕсем пухăнчĕç. Чăн та, Валентин Александровича çухатни питĕ те кĕтмен хыпар пулчĕ. 53 çулхи вăй питти арçын, чăвашлăхшăн çунакансенчен пĕри. Шел, чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă (пусмапа хăпарнă чухне инфаркта пула персе аннă, пуçĕпе çапăннă; килĕнче хăй кăна пулнă, тепĕр кунне çеç ун виллине шăллĕ тупнă; тухтăрсем лартнă диагноз — чĕре ĕçĕ пӳлĕнни /выр. острая сердечная недостаточность/). Валентин Абрамова Канаш районĕнчи тăван ялĕнче пытарчĕç — Кăшнаруйра. Чăваш халăх сайчĕ. Çак каçăпа хыпарпа тата сăн ÿкерчĕксемпе паллашма пулать:Валентин Абрамова юлашки çула ăсатрĕç |