2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия,
Дата: 20.02.2013, 14:21,
Просмотров: (2015)
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ăслăлăх канашĕн залĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхин хальхи тăрăмĕпе пуласлăхне, тĕнчери тĕрĕк чĕлхисен аталанăвне халалланă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвне дирекци ĕçченĕсем, Институтри словарьсен, ярăмлă кăларăмсен тата электронлă энциклопеди, истори, этнологипе социологи пайĕсен ĕçтешĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Шупашкарти электромеханика колледжĕн ĕçченĕсем, Чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата Chuvash.org сайт администраторĕ хутшăнчĕç. Тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханакан çирĕме яхăн пухăннă çын Республикăпа ун тулашĕнче чăваш чĕлхипе культурине Çĕр пичĕ çинчен çухалас хăрушлăх патне илсе пыракан пулăмсем пирки кулянса та пăшăрханса калаçрĕç.Chuvash.org сайтра вуласа пĕлме пулать: Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа анлă лару иртрĕ |