Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене саламлани
Категория: Новости,
Дата: 8.05.2013, 12:30,
Просмотров: (1707)
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем! Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем! Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗр-шыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ. Кашни ҫулах Майӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗр-шывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем! Паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн пурсӑра та ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Эсир – халӑхӑн тӗп хӑвачӗ! Сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев |
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Категория: Новости,
Дата: 8.05.2013, 11:49,
Просмотров: (1516)
Л. Атлай. ВĂРÇĂ ПАТТĂРĔСЕНЕ ПУÇ ТАЙНИ Е КАШНИ ÇЕМЬЕ СУРАНĔ ПАНĂ САССалтак, салтак, Тен, тăвăл çĕкленсен, Хăмăр куçу юлашки хут хĕмленĕ? Мĕнех вара? Çапăçура ÿксен. Мĕн пурăнни халăхăма пилленĕ.(Ю.Сементер) |