Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç
Категория: Новости,
Дата: 23.05.2013, 12:15,
Просмотров: (1368)
ÇУ УЙĂХĔН 22-МĔШĔНЧЕ ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ГУМАНИТАРИ ĂСЛĂЛĂХĔСЕН ИНСТИТУТĔНЧЕ «ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ» АКЦИЕ ХУТШĂНСА «5» ПАЛЛĂ ИЛНИСЕНЕ САЛАМЛАРĔÇ Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнса «5» паллă илнисене саламларĕç. Çĕнтерÿçĕсене чыслама чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин шкула çулĕчченхи тата пĕтĕмĕшле вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Николаева Татьяна Валериевна, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Евдокия Александровна Андреева, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн М.Р. Федотов академик ячĕллĕ чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ тата тухăç пĕлÿлĕхĕ кафедрин доценчĕ Анна Семеновна Егорова, «Хыпар» хаçатăн тĕп редактор çумĕ Максимов Геннадий Аркадьевич, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем килсе çитрĕç. Савăнăçлă лару-тăрăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ директорĕн ăслăлăх тата аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ Геннадий Алексеевич Николаев ертсе пычĕ. Чыслава Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх çыруçипе Леонид Порфирьевич Петровпа чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ Александр Валерьянович Кузнецов йĕркелесе пычĕç. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем кăларнă кĕнекесемпе чысларĕç. |