Г.Б. МАТВЕЕВА «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ УМĔНЧИ ТАВА ТИВĔÇЛĔ ĔÇСЕМШĔН» орден медалĕпе наградăланă
Категория: Лауреаты,
Дата: 19.12.2013, 16:49,
Просмотров: (1275)
 САЛАМЛАТПĂР Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче кăларнă 131-мĕш указĕпе килĕшуллĕн нумай томлă чăваш энциклопедине хатĕрлес тата пичетлесе кăларас енĕпе наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлĕнче тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш Республикин «Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ» ăслăлăх бюджет учрежденийĕн наукăн ертсе пыракан сотрудникне, истори наукисен кандидатне, доцента Георгий Борисович МАТВЕЕВА «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ УМĔНЧИ ТАВА ТИВĔÇЛĔ ĔÇСЕМШĔН» орден медалĕпе наградăланă. |
Чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Категория: Новости,
Дата: 19.12.2013, 11:45,
Просмотров: (1164)
2013 çулхи раштавăн 18-мешĕнче чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çакăн пек ыйтусем пулчĕç: 1. Г.И. Федоров хатĕрленĕ "Чăваш фразеологизмĕсен ăнлантару словарĕн" ал çырăвне (калăпăшĕ 40 а.л.) сÿтсе явни. 2. М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă "Вырăсла-чăвашла словаре" Чăваш Республикин патшалăх премине илме тăратасси пирки. 3. 2014 çулхи ăслăлăх ĕçĕсен планĕсене сÿтсе явни. 4. 2014 çулхи ăслăлăх ĕçĕсене пичетлемелли план пирки. 5. 2014 çулта ирттермелли ларусемпе çавра сĕтелсен планĕ пирки. 6. Тĕрлĕрен. Ларăва чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕнче ĕçлекен Н.И.Егоров ăслалăх тĕп ĕçтешĕ, В.И.Сергеев ăслалăх ертсе пыракан ĕçтешĕ, П.Я.Яковлев, Э.Е.Лебедев, А.Л.Филиппов ăслăлăх аслă ĕçтешĕсем, С.В.Ермолаева лаборант, А.В.Кузнецов пай пуçлăхĕ тата ятарласа чĕннĕ А.П.Хусанкай ăсчах тата обществăпа политика деятелĕ, Г.И.Федоров ЧПУ профессорĕ хутшăнчĕç.
|