Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Çĕнĕ çул уявĕпе саламлани
Категория: Новости,
Дата: 31.12.2013, 09:39,
Просмотров: (2854)
 Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Ҫӗнӗ 2014 ҫул ячӗпе тата ҫутӑ Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Иртсе каякан 2013 çул республикăшăн çăмăлах мар, çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулчĕ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн кӑтартӑвӗсем тӗрлӗ шайра пысӑк хака тивӗҫрӗҫ. Эппин мухтанмалӑх пур! Пирӗн тӗп пуянлӑх, пирӗн пуласлӑх вӑл – ачасем. Сывӑ та хаваслӑ ачасем вара тулли те ҫирӗп ҫемьесенче кӑна ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫемьене, ача амӑшӗсене тата ачалӑха пулӑшу парас енӗпе чылай мера пурнӑҫланать. Эпир 11 ҫӗнӗ ача сачӗ турӑмӑр, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче 6,5 пине яхӑн вырӑн йӗркелерӗмӗр, ҫапла майпа ача сачӗсенче 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасен черетне пӗтӗмпех пӗтертӗмӗр. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗн пур ҫыннӑн хастарлӑхне пула республика физкультурăпа спорт сферинче "Раççей регионĕ" номинацире наци премине тивӗҫрӗ. Чăваш Ен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче вара хăвăрт утас енӗпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк илчĕ. Тӗнчери ҫав сумлӑ ӑмӑртусем нихҫан манӑҫми пулӑм пулса юласса тата физкультурӑпа спорт аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывасса шанса тӑратӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. ИгнатьевПоздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Новым годом и Рождеством Христовым |