Республика Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани
Категория: Новости,
Дата: 27.11.2015, 13:27,
Просмотров: (1354)
Юратнӑ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем! Анне кунӗ ячӗпе чунтан саламланине йышӑнсамӑрччӗ! Анне юратӑвӗнчен лайӑхраххи, пархатарлӑраххи урӑх нимӗн те ҫук – ҫав вӑйлӑ туйӑм чӑннипех тулли те вӗҫӗмсӗр, вӑл ӑшпиллӗ те юмартлӑ. Эпир миҫе ҫулта пулсан та, аннесем сывӑ чухне вӗсемшӗн яланах ача вырӑнӗнче шутланатпӑр, пире те хаклӑ ҫыннӑмӑрӑн ачаш аллисен ӑшши, унӑн ырӑ сӑмахӗ тата вӑл хамӑр ҫине ытармалла мар ӑшӑ куҫпа пӑхни пурнӑҫра тем пекех кирлӗ. Чӑваш халӑх йӑли-йӗрки аннене – хамӑра пурнӑҫ паракан пуринчен те хаклӑ ҫынна – тата общество никӗсне хывакан ҫемьене чунтан юратса хисеплеме вӗрентет. Чӑваш Ен Правительстви амӑшлӑха тата ачалӑха пулӑшса пырать, йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси ҫине те тимлӗ пӑхать.
Хаклӑ ентешсем! Аннене хисеплесе юратма хистекен сӑваплӑ туйӑм пирӗн чӗрере яланах сыхланса упранӗ, анчах, шел те, аннемӗрсем пирӗнпе ялан пулаймӗҫ. Ҫавӑнпа та аннӗрсемшӗн вӗсем юнашар чухне тӑрӑшӑр, чун ӑшшине те, тимлӗхӗре те ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн юратӑвӑра парнелӗр. Амӑшӗ пулма телейлӗ шӑпа пӳрнӗ мӗнпур хӗрарӑма тепӗр хут ӑшшӑн саламлатӑп! Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, ҫемьере телей тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Хыпара çакăнтан илнĕ:Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем матери |
Международный научный форум «Исторические судьбы народов Поволжья и Приуралья (ХVIII – середина XIX вв.)»
Категория: Новости,
Дата: 27.11.2015, 12:59,
Просмотров: (1034)
19–20 ноября 2015 г. в Казани на базе Института истории им. Ш. Марджани АН РТ состоялся Международный научный форум «Исторические судьбы народов Поволжья и Приуралья (ХVIII – середина XIX вв.)». В рамках форума был организован круглый стол «Вопросы формирования и трансформаций этносословных групп Поволжья и Приуралья XVII – начала XX века». В нем приняли участие следующие сотрудники ЧГИГН: заместитель директора по науке и развитию Г.А. Николаев, главный научный сотрудник исторического направления В.П. Иванов, ведущий научный сотрудник исторического направления В.Н. Клементьев и младший научный сотрудник исторического направления Д.В. Басманцев. Они выступили с актуальными докладами и сообщениями, приняли активное участие в дискуссиях. programma-nauchnogo-foruma.pdf [293.58 Kb] (cкачиваний: 41)
|