Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийĕ / Итоговая научная сессия, посвященная Дню российской науки
Категория: Мероприятия,
Дата: 31.01.2016, 15:09,
Просмотров: (948)
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийĕ пулчĕ. Вӑл 2016 ҫулхи нарӑсӑн 8-9-мӗшӗсенче иртрĕ. Яланхи пекех Ăслăлăх керменне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Килнĕ хăнасен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министрĕн çумĕ Сергей Владимирович Кудряшов, Чăваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрĕн çумĕ Вячеслав Николаевич Оринов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Пётр Степанович Краснов, Чăваш Республики ректорĕсен канашĕн пуçлăхĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалах университечĕн ректорĕ Андрей Юрьевич Александров, Хельсинки университечĕн профессорĕ Екатерина Юрьевна Протасова, Аслă Петĕр патша ячĕллĕ Антропологипе этнографи музейĕн (Кунсткамерăн) ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Антон Кириллович Салмин, республикăри аслă тата вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, ăсчахсем, общество хастарĕсем, ÿнерçĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, тавра пĕлÿçĕсем, чăваш гуманитари ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕсемпе кăсăланакансем нумайăн пулчĕç.programma.-den-nauki-2016.pdf [144.23 Kb] (cкачиваний: 80) |