ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔПЕ ЧНК ПРЕЗИДЕНЧĔ Н.Ф. УГАСЛОВ САЛАМЛАНИ
Категория: Новости,
Дата: 18.02.2016, 10:22,
Просмотров: (1139)
ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУНĔ ЯЧĔПЕ САЛАМЛАТĂП СИРЕ, ХАКЛĂ ЕНТЕШĔМĔРСЕМ! Çĕр çинче 6 пине яхăн чĕлхе теççĕ. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ тата вăл нацин уйрăмлăхне палăртать. Авал пĕр халăха тепринчен чĕлхине пăхса уйăрнă. Хăйне кăна тивĕçлĕ чĕлхе пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те хуман. Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манас мар. Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, тăван чĕлхешĕн тăрăшма чăтăмлăх, çирĕплĕх тата вăй-хал сунатăп.
Н.Ф. Угаслов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ |