Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă «çавра сĕтел» тата Э. Алос-и-Фонт калăпланă «Чăваш Республикинчи чĕлхе тăрăмне тĕпчени» кĕнеке хăтлавĕ
Категория: Мероприятия,
Дата: 12.02.2016, 18:46,
Просмотров: (898)
2016 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă «çавра сĕтел» тата Э. Алос-и-Фонт калăпланă «Чăваш Республикинчи чĕлхе тăрăмне тĕпчени» (Шупашкар: ЧПГĂИ, 2015) кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ. Наци библиотекин иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă наци литературипе библиографи пайне ăслăлăхпа вĕренÿ, культурăпа хаçат-журнал ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, чăваш чĕлхи пуласлăхĕпе кăсăкланакансем нумаййăн пуçтарăнчĕç. Сахал мар кăсăк ыйту хускатрĕç, тăван чĕлхен хальхи тăрăмĕпе пуласлăхĕ пирки калаçрĕç, Эктор Алос-и-Фонт кĕнекинче тăван чĕлхемĕрĕн обществăри вырăнĕпе пĕлтерĕшне уçăмлăн кăтартакан фактсем официаллă статистикăран питĕ нумай уйрăлса тăни пирки пăшăрханса, çапах та чĕлхене упраса хăварма пултарасси пирки шанчăка çухатмасăр пуплерĕç каталан тĕпчевçĕпе чăваш ывăлĕ-хĕрĕ.prezentaciya-sb.-st.-e.-alos-i-fonta-kopiya.pdf [791.35 Kb] (cкачиваний: 44) |