Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Категория: Новости,
Дата: 26.04.2016, 14:59,
Просмотров: (963)
Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗнтен кашнин пурнӑҫӗнчех уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать. Тӑван чӗлхе вӑл – пуян ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет еткерлӗхӗ, халӑхӑмӑрӑн хаклӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак кун эпир пире хӑйӗн иксӗлми илемлӗхӗпе тата пуянлӑхӗпе тыткӑнлакан тӑван чӗлхене сума сӑватпӑр. Культурӑн паллӑ ӗҫченӗ тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗр анне чӗлхи халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗн аслӑран та аслӑ вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хӗрӳ чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн хайлавӗнче вара ҫакӑн пек ҫырнӑ йӗркесем пур: «Чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ – Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пулӗ». Чӗлхе халӑхсен ӑс-хакӑл культурипе хӑйне евӗрлӗхне сыхласа упрамалли тата малалла аталантармалли хӑватлӑ хатӗр пулнине ҫирӗплетсе сӑвӑҫсем ун ҫинчен калакан шухӑша питех те тарӑннӑн та анлӑн сӑнарлаҫҫӗ. Нумай нациллӗ Раҫҫейшӗн кашни чӗлхенех хисеплени тата сумлани халӑхсен хушшинчи тӑнӑҫлӑха, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнассине тата ҫураҫулӑха шанчӑклӑн сыхласа упрамалли мел шутланаҫҫӗ. Чӑваш Енре кунта пурӑнакан мӗнпур халӑх чӗлхипе культуринех пӗр тан хакласа хисеплеҫҫӗ. Паян патшалӑх политики наци чӗлхипе культурине пулӑшса пыма тата малалла аталантарма тӗллев лартать. Регионти нумай нациллӗ халӑхӑн культура еткерлӗхне яваплӑха туйса тата типтерлӗн сыхласа упрани обществӑра ӑс-хакӑлпа этеплӗх витӗмне вӑйлатма пулӑшӗ. Ҫак паллӑ кун чӗлхеҫӗсене, тӑван сӑмахпа литература вӗрентекенсене, ҫыравҫӑсемпе журналистсене – чӗлхемӗре пуянлатассишӗн тата унӑн халӑх хушшинчи чыс-сумне ӳстерессишӗн ырми-канми тӑрӑшакан мӗнпур ҫынна – чун-чӗререн тав тӑватӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев |
В Чувашии прошла образовательная акция – всечувашский диктант – 2016
Категория: Новости,
Дата: 26.04.2016, 13:46,
Просмотров: (1014)
25 апреля, в День чувашского языка, в Чувашии в четвертый раз прошла образовательная акция – всечувашский диктант – 2016. Её цель – популяризация изучения родного языка. Организаторы: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, Чувашский республиканский институт образования, газета «Хыпар», Чувашское национальное радио, Чувашское национальное телевидение, ЧГПУ им. И. Я. Яковлева, ЧГУ им. И. Н. Ульянова. Старт всечувашскому диктанту по традиции дали в Чувашском государственном педагогическом университете им. И. Я. Яковлева. В акции приняла участие первый заместитель министра образования и молодежной политики Чувашской Республики Светлана Петрова. Она подчеркнула, что цель этой образовательной акции показать, что «язык любим и востребован, у него есть будущее». В этом году для тотального диктанта организаторы выбрали отрывок из произведения чувашского писателя Александра Артемьева «Цена хлеба». Одновременно с началом акции диктант транслировался в прямом эфире Национального радио и на официальном сайте Национальной телерадиокомпании Чувашии. По словам организаторов акции, итоги диктанта будут известны 29 апреля. СПРАВОЧНО. По предварительным данным, в акции в 2016 году приняли участие более 6 тысяч человек (в 2013 году – 2300 человек, в 2014 году – 3700, в 2015 году – 4305).
Источник: В Чувашии прошла образовательная акция – всечувашский диктант – 2016 |
Диктант çыртăмăр - пултартăмăр
Категория: Новости,
Дата: 26.04.2016, 12:54,
Просмотров: (876)
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăвакансен пĕр ушкăнĕ (62 çын) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залне пухăнчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин пуçтарăннă хăнасене Чăваш чĕлхи кунĕн ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Диктант текстне А. Артемьевăн „Çăкăр хакĕ” повеçĕнчен илнĕ. Диктант текстне Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ильина Оксана Разиновна вуларĕ. Çыракансем тимлесе ĕçлерĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Хыпара çакăнтан илнĕ: Диктант çыртăмăр - пултартăмăр
|