Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев Вĕрентекен кунĕпе саламлани
Категория: Новости,
Дата: 5.10.2016, 12:17,
Просмотров: (671)
 Хаклă ĕçтешĕмĕрсем! Паянхи савăк кун эпир çĕр-шывĕпех Вĕрентекен кунне паллă тăватпăр! Сирĕнтен нумайăшĕ ăслăлăх ĕçĕпе вĕрентÿ ĕçне пĕтĕçтерсе-çураçтарса пырать, нумай ăсчахăн аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен дипломĕнче «вĕрентекен» тесе çырни Эсир вĕренÿ ĕçĕнчен инçетре пулманнине ĕмĕр-ĕмĕр çирĕплетсе пырать. Эпĕ сире професси ăсталăхĕшĕн, хăвăр суйласа илнĕ ĕçе чунтан юратнăшăн, иксĕлми вăй-халăршăн тата тĕнчене лайăхрах тума тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Эсир калăплакан кĕнекесемпе ăслăлăх статйисем чăвашлăхпа кăсăкланакан пĕтĕм çынна, шкул ачинчен, студентран пуçласа ăсчахсем таранах, чăваш халăхĕн чĕлхине, культурине, кун-çулне, ÿнерне, сăмахлăхне лайăхрах, тарăнрах пĕлме пулăшаççĕ. Сире Вĕрентекен кунĕпе пĕтĕм чунтан саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, кулленхи ĕçĕрсенче ăнăçу сунатăп!
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев |