Михаил Скворцовпа сывпуллашрӗҫ
Категория: Новости,
Дата: 3.12.2016, 20:43,
Просмотров: (688)
Паян чӑваш халӑхӗ тӗнчипе паллӑ чӗлхеҫӗпе, чӑваш сӑмахӗн тӗпчевҫипе Михаил Иванович Скворцовпа сывпуллашрӗ. Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятийӗн сывпуллашу залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Г. Корнилов профессор, Ю. Виноградов чӗлхеҫӗ, А. Кипеч ҫыравҫӑ, Ю.Исаев министр, Т. Денисова чӗлхеҫӗ, Н. Егоров чӗлхеҫӗ, В. Туркай сӑвӑҫ, Е. Майков вӗрентӳҫӗ пулчӗҫ. Вӗсем пурте словарьсен авторне ырӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ, пурнӑҫне аса илчӗҫ. Михаил Ивановича Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи Шупашкар хула ҫӑви ҫине пытарчӗҫ. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи хӑйӗн канлӗхне кунти «Мухтав алейинче» тупрӗ. Асӑну каҫӗ малалла Шупашкарти «Сарпике» кафере иртрӗ. Ӑсчахпа пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем тата тӑванӗсем Михаил Ивановича ырӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, асӑнчӗҫ.
Хыпара çакăнтан илнĕ: Персона: Михаил Скворцовпа сывпуллашрӗҫ |
«М.И. Скворцов профессор – словарь ăсти»
Категория: Новости,
Дата: 3.12.2016, 19:30,
Просмотров: (669)
М.И. Скворцов профессор – словарь ăсти // Наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ. «Чăвашлăх тĕнчи» мультимедиа презентаци конкурсĕ (Ĕçе пурнăçлаканĕ – Татьяна ЯЛАНДАЕВА, Шупашкар районĕнчи “Кăшавăшри вăтам шкул” МБВУ, 9 класс. Ертсе пыраканĕ – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Е.А.Майков). slovar-knekesen-kneki.pptx [12.96 Mb] (cкачиваний: 21) |